Тӗрмене лекмӗп, хутаҫ ҫакса утмӑп теме хушман ваттисем. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи каҫару комиссийӗн хальтерех иртнӗ ларӑвне юсанмалли 1-мӗш колоние пухӑннӑ. Унта судпа айӑпланнӑ Чӑваш Енри 12 ҫыннӑн ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне комисси каҫарас тенӗ.
Республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвесен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, М. хушматлӑ арҫын хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн чунтан кулянать. Ҫавӑншӑн вӑл ӳпкелешет.
Пурӑннӑ вырӑнта ӑна ырласа каланине, юсанмалли учрежденире лайӑххисен шутӗнчине, унта хушакан ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫланине те шута илнӗ. Арҫын унччен судпа айӑпланман. Юсанмалли ҫул ҫине вӑл ҫирӗп тӑнӑ тесе пӗтӗмлетнӗ.
Каҫарма йышӑннӑ арҫын ӗҫне РФ Президенчӗ пӑхса тухса йышӑну тӑвӗ.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2019» акци кӑҫал ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 13 сехетре иртӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Шупашкар хули йӗркеленнерӗнпе 550 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче диктант текстне суйласа илнӗ.
«Диктант тексчӗсен «Тӗп хуламӑр — Шупашкар» е «Театр ҫулӗ» конкурсне пӗтӗмлетес, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, журналист Тани Юн пултарулӑхне халалласа ҫырнӑ текста суйласа илес», — тесе ҫырнӑ институтӑн сайтӗнче.
Апла пулсан, кӑҫалхи диктанта Владислав Николаев тексчӗпе ҫыртарӗҫ. Текста журналист тата ҫыравҫӑ чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-актрисине Тани Юна халалланӑ.
Диктанта ытти ҫулти пекех тӗрлӗ аудиторире ҫыртарӗҫ. Текста «Тӑван радио» тата «Наци радиовӗ» эфирӗсенче те вулӗҫ.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле уяв медалӗ кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче хушу кӑларнӑччӗ.
Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе килес ҫул 100 ҫул ҫитӗ. Медале ҫавӑн чухне парӗҫ. Республика Правительствинче медаль ыйтӑвӗпе ӗҫ ушкӑнӗ ӗнер ларӑва пухӑннӑ. Унта наградӑн концепцине сӳтсе явнӑ.
Ларӑва, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятлӑ-сумлӑ ӳнер ӗҫченӗсем, ӑслӑлӑх, вӗренӳ организацийӗсен, культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Медаль мӗнлерех пуласси пирки уҫӑмлӑн нимӗн те каламан. Ӑна Чӑваш автономийӗн пӗр ӗмӗрхине халалланӑ уявсен вӑхӑтӗнче парассине вара палӑртнӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсене тупӑшлӑ ӗҫлеме ҫӑмӑл мар тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшсан та тепӗр чух шӑрӑх ҫанталӑк тухӑҫ шайне чакарма пултарать. Ӳсентӑранпа пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантаракансен ку енчен шанчӑклӑрах. Ҫакӑн пирки иртнӗ эрнере ЧР Ял хуҫалӑх министерствин анлӑ коллегийӗнче те палӑртрӗҫ.
Ларӑва хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗрулмипе ӗҫлеме шикленнине хурласа калаҫрӗ. «Брянск облаҫӗ ҫулталӑкне 1,5 миллион тонна ытла туса илет. Эпир миллион тоннӑна ҫитме ҫеҫ ӗмӗтленетпӗр. Шикленетпӗр: пӗрре — лартатпӑр, тепре — лартмастпӑр. Лартмалла кӑна та мар, ҫуса хутаҫа тултарма тытӑнмалла. Брянск кӗпӗрнаттӑрӗ 10 ҫул каялла пирӗн патра Уй-хир кунӗнче пулнӑччӗ, пирӗн технологисемпе паллашнӑччӗ. Вунӑ ҫулта унта пирӗнтен иртсе кайрӗҫ. Федераци сечӗсен лавккисенче те паян Брянск ҫӗрулмине сутаҫҫӗ», — хастартарах пулма чӗнсе каларӗ Элтепер.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑччӗ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма, кунсӑр пуҫне ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗччӗ. Депутатсен пухӑвӗн паянхи ларӑвӗнче ҫав комисси пайташӗсем пуҫлӑха тупайманнине пӗлтернӗ.
Кӑҫал Шупашкарти Хӗрлӗ лапама ҫӗнетсе юсама палӑртнӑ. Юсав ӗҫӗсем пынӑ чухне мероприятисем вара ӑҫта иртӗҫ? Ара, Республика кунне те Хӗрлӗ лапамра паллӑ тума хӑнӑхнӑ вӗт.
Ку ыйтӑва йӗркелӳ комитечӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта мероприятисене Юрламалли уйра, Юханшыв портӗнче тата Анне палӑкӗ умӗнче ирттерме сӗннӗ. Юлашкинчен йӗркелӳ комитечӗ Анне палӑкӗ умне суйланӑ. Эппин, кӑҫал Республика кунӗнче тӗп мероприятисем ун умӗнче иртӗҫ: Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ тата ыттисем те.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче иртӗ. Улатӑр тӑрӑхӗнче мероприятисем ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пуҫланӗҫ.
Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен уява йӗркелекенсен комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта хулари Общество канашӗ те хутшӑннӑ. Ларура юбилейре иртекен мероприятисене сӳтсе явнӑ.
Уява ҫурла уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак пысӑк уявпа ҫыхӑннӑ мӗнле мероприятисем кӗтеҫҫӗ-ха пире кӑҫал? Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал пулӑшнипе Чӑваш Ене 150 телеертӳҫӗ, артист, олимп чемпионӗ килӗ. Ҫак кун «Спартак» стадиона Леонид Якубович телеертӳҫӗ вертолетпа анса ларӗ, вӑл шкула ҫӳремен ачасене, футбола вылякансене, мороженӑй парнелӗ.
Ҫурлан 25-мӗшӗнче Шупашкара «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ вӗҫсе килӗ. Ларура уявӑн талисманӗ пирки те вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Вӑл кӑвакал чӗппи пулӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене удостоверени пама пуҫлӗҫ. Паян правтительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура ӑна памалли йӗркене пӑхса тухнӑ.
Ку удостоверение 18 ҫул тултарман виҫӗ е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ. Ку шута усрава илнӗ шӑпӑрлансем те кӗреҫҫӗ.
Документа пушӑн 5-мӗшӗнче Социаллӑ пулӑшу паракан центрта социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗнче пама пуҫлӗҫ.
Мӗн парӗ-ха ҫак удостоверени? Ҫемьесем культура тата спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ. Ӑна тивӗҫнӗ ҫемьесене республикӑри нумай ачаллӑ ҫемьесен регистрне кӗртеҫҫӗ.
Ейӳ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗлтӗрхинчен кая мар пулӗ.
Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ, унта ейӳ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнче Патӑрьел, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Аслӑ Арапуҫ, Кивӗ Ахпӳрт, Тутар Тимеш, Вӑтаел, Тикеш, Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫак тӑрӑхсенче хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем - хими удобренийӗн, наркӑмӑшлӑ химикат, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен склачӗсем – ҫук. Ейӳ сарӑлас тӑк куҫса ҫӳрекен апатлану тата вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктсем пулӑшма хатӗр.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 30-54 сантиметрпа танлашать. Ку нормӑран 5-30 сантиметр нумайрах.
Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, хальхи вӑхӑтра Республикӑн вӗренӳ институчӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Юрий Исаев нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ эпир унпа ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ хыпара пӗлтӗмӗр. Юрий Исаева Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Савӑнӑҫлӑ пулӑм Вӗренӳ институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулса иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн ларӑвне пухӑннӑ. Канаш ертӳҫи, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров Юрий Исаева грамотӑпа чысланӑ. ЧПУ ректорӗ Юрий Исаев вӗренӳ тытӑмне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Аса илтерер, Юрий Исаев 1969 ҫулта Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |