Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑччӗ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма, кунсӑр пуҫне ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗччӗ. Депутатсен пухӑвӗн паянхи ларӑвӗнче ҫав комисси пайташӗсем пуҫлӑха тупайманнине пӗлтернӗ.