Шупашкарти пӗр урама И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне парасшӑн. Кун пек сӗнӳпе Ваттисен канашӗ республика ертӳҫисем патне тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта пухӑннӑ аслӑ ӑру ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитни пирки те сӑмах хускатнӑ, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине сӳтсе явнӑ. Ҫавна май Шупашкарти пӗр урама Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне пама ыйтнӑ ваттисем. Республика Пуҫлӑхӗ аслисем палӑртнӑ шухӑша ырланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре урӑх категорие куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл мероприятири хӗвӗшӳре пуҫ мимине чӗтрентернӗ.
Депутатсем Илпеш ҫывӑхӗнчи ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарма хирӗҫ пулнишӗн сасӑланӑ. Ларӑва ял ҫыннисем те хутшӑннӑ. Вӗсем депутатсем йышӑнӑва сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑвасран шикленнӗ, ҫакна хут ҫине ҫырса ҫирӗплетмесӗр «халӑх тарҫисене» клубран кӑларса ярасшӑн пулман. Ҫапла майпа клубра хӗвӗшӳ тухнӑ. «Ку бунтра эпӗ шар куртӑм, пуҫ мимине чӗтретрӗм, амантӑм», - пӗлтернӗ ларӑва хутшӑннӑ Лилия Говорова.
Пуҫлӑх тата депутатсем полицейскисем пулӑшнипе ҫеҫ клубран тухайнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, йышӑнӑва прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ хут ҫинче ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче саккун проектне пӑхса тухнӑ. Вӑл сусӑр ачасене воспитани паракан ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтарассипе ҫыхӑннӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, сусӑр ачана ҫитӗнтерекен ҫемьесен 150 лаша вӑйӗллӗ пӗр машинӑшӑн налук тӳлемелле мар. Элтепер ку шухӑша ырланӑ.
«Чӑваш Енре кунашкал 5 пине яхӑн ҫемье. Кашни иккӗмӗш ҫемьен тенӗ пекех ҫӑмӑл машина пур. Сусӑр ачасене, паллах, вӗренме, пульницӑна, реабилитацие илесе каймалла. Вара шухӑш ҫуралчӗ – кунашкал ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтармалла. Кун пирки эпир ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтертӗмӗр, вӑл ӑна ырларӗ», - ҫапла каланӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Юрий Кислов.
Чӑваш Енӗн делегацийӗн Беларуҫ Республикине ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе тухса кайнӑ. Асӑннӑ ҫӗршывра чӳк уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче виҫӗ кунлӑх лару иртӗ. Унта Чӑваш Республикипе Беларуҫ Республики хушшинче ӑслӑлӑхпа техника, суту-илӳпе экономика тата культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Павел Иванов каланӑ тӑрӑх, делегаци йышне республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, промышленноҫ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен, IT-компанисен, вӗренӳ заведенийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем кӗнӗ. Делегацие Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пырать.
Чӑваш Ен пайташӗсем хӑйсен компанийӗсемпе паллаштарӗҫ. Беларуҫ Республикинчи машиностроени, ядл хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ «Ярмӑрккӑ» пасара пысӑклатасшӑн. Ҫакна нумаях пулмасть Шупашкар хулин Архитектура тата градостроительство управленийӗн Градостроительство канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, лару иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех иртнӗ.
«Проект перспективного развития центрального района г. Чебоксары (рынок «Ярмарка», Лакреевский лес, жилой микрорайон ул. Гладкова)» ҫапларах янӑрать вӑл вырӑсла. Чӑвашла куҫарсан сӑмах хулан тӗп пайӗ пирки пынине тавҫӑрма йывӑр мар.
«Чувашпроект» предприятин тӗп архитекторӗ Николай Данилов ларурисене пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах 75 гектар ытларах ҫӗр ҫинчен пырать. Президент бульварӗнчен пуҫласа Трусиха юханшыв ҫыранӗ таран автоҫул тӑвасшӑн. Пурӗ 1250 метр тӑршшӗ пулӗ вӑл. Тата ҫӗнӗ микрорайонсене пасарпа ҫыхӑнтарма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ларура проекта хулан, республикӑн тата ҫынсен интересӗсене шута илсе хатӗрлемеллине палӑртнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗсем тӑкак курчӗҫ: кӗрхисен чылай пайӗ пӗтнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов шӑпах кун пирки калаҫнӑ.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӑкак курнӑ аграрисене пулӑшмашкӑн республика хыснинчен 79,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кӑҫал кӗрхисем лайӑх шӑтманран ял хуҫалӑхӗсем акмашкӑн вӑрӑ ҫӗнӗрен туяннӑ. Чылайӑшӗ элита вӑрӑ илнӗ.
Ларура йышӑннӑ ҫак ҫӗнӗлӗх тепӗр 10 кунран саккунлӑ вӑя кӗрӗ. Кун хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ял хуҫалӑхӗсем патне ҫитӗ.
Юлашки 5 ҫул хушшинче Чӑваш Енре пушар тухнӑ тӗслӗхсен шучӗ чакнӑ. Шыва путнӑ тӗслӗхсем те сахалланнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министрӗ Вениамин Петров доклад тунӑ.
Вениамин Петров республикӑра «112» пӗрлехи номер лайӑх ӗҫленине хыпарланӑ. Федераци хыснинчен тата республика бюджетӗнчен ӗҫе йӗркелесе яма 2016-2018-мӗш ҫулсенче 97,3 млн тӑкакланӑ. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пурлӑхпа техника базине ҫӗнетме 100,0 млн тӑкакланӑ. Пушарпа кӗрешекен 17 автомашина туянса панӑ. Чӑваш Енӗн хыснинче ведомство учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫӗнетме 2020-2022-мӗш ҫулсенче 567,0 млн пӑхса хӑварнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Ҫавӑнта сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫне те тишкернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче 2018 ҫулта планпа пӑхнӑ 12, планпа пӑхман 123 тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн 12 акт, 91 асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра асӑрхаттару хучӗсен шучӗ 46-па танлашнӑ.
Тӗп ҫитменлӗх медицина ӗҫ-хӗлне, медицина хучӗсене йӗркелессипе, диспансеризаци тӗрӗслевӗ кӑларассипе, медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсене пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ. Росздравнадзор управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем чылай чухне ҫынсем ҫахавлани тӑрӑх тӗрӗслев йӗркеленӗ. 2018 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници пирки ытларах евителнӗ пулсан, кӑҫал — Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници пирки.
Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн пӗр ӗмӗрхине хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Канашлура республикӑн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов МИХсенче ӗҫлекенсене мероприятисене анлӑ ҫутатма хушнине пӗлтернӗ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ.
Министр мӗнпур уяв пирки сюжетсем ирттерме тӗллев лартнине каланӑ. «Апла пулсан, Чӑваш Республики ҫинчен тӗнчипех ырӑ хыпарсем сарӑласси паллӑ, тӗрлӗ халӑх пирӗн ҫитӗнӳсемпе паллашӗ, ырӑ енсене курса ӗненӗ. Федераци шайӗнче уяв чаплӑ иртесси пӗрре те никама та иккӗлентермӗ», — пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Авӑнӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче темиҫе ыйту пӑхса тухнӑ. Ҫав шутра – пӗр депутата мандантсӑр хӑварас ыйту та.
Сӑмах – Алексей Никитин депутат пирки. Унччен маларах ЧР Элтеперӗн хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тата коррупципе кӗрешекен управлени тӗрӗслев ирттернӗ. Алексей Никитин декларацире хӑйӗн тата мӑшӑрӗн счечӗсене пурне те кӑтартманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Счетсем ҫинче вара – вун-вун миллион тенкӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн материалсене Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ярса панӑ. Депутатсем вӗсене пӑхса тухнӑ та Алексей Никитина мандатсӑр хӑварма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 733 - 735 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ. | ||
| Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |