Ял хуҫалӑх предприятийӗсене тупӑшлӑ ӗҫлеме ҫӑмӑл мар тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшсан та тепӗр чух шӑрӑх ҫанталӑк тухӑҫ шайне чакарма пултарать. Ӳсентӑранпа пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантаракансен ку енчен шанчӑклӑрах. Ҫакӑн пирки иртнӗ эрнере ЧР Ял хуҫалӑх министерствин анлӑ коллегийӗнче те палӑртрӗҫ.
Ларӑва хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗрулмипе ӗҫлеме шикленнине хурласа калаҫрӗ. «Брянск облаҫӗ ҫулталӑкне 1,5 миллион тонна ытла туса илет. Эпир миллион тоннӑна ҫитме ҫеҫ ӗмӗтленетпӗр. Шикленетпӗр: пӗрре — лартатпӑр, тепре — лартмастпӑр. Лартмалла кӑна та мар, ҫуса хутаҫа тултарма тытӑнмалла. Брянск кӗпӗрнаттӑрӗ 10 ҫул каялла пирӗн патра Уй-хир кунӗнче пулнӑччӗ, пирӗн технологисемпе паллашнӑччӗ. Вунӑ ҫулта унта пирӗнтен иртсе кайрӗҫ. Федераци сечӗсен лавккисенче те паян Брянск ҫӗрулмине сутаҫҫӗ», — хастартарах пулма чӗнсе каларӗ Элтепер.