Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Патӑрьел районӗнчи 9 ялта ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.02.2019 17:11 | 1715 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ейӳ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗлтӗрхинчен кая мар пулӗ.

Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ, унта ейӳ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ.

Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнче Патӑрьел, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Аслӑ Арапуҫ, Кивӗ Ахпӳрт, Тутар Тимеш, Вӑтаел, Тикеш, Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫак тӑрӑхсенче хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем - хими удобренийӗн, наркӑмӑшлӑ химикат, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен склачӗсем – ҫук. Ейӳ сарӑлас тӑк куҫса ҫӳрекен апатлану тата вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктсем пулӑшма хатӗр.

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 30-54 сантиметрпа танлашать. Ку нормӑран 5-30 сантиметр нумайрах.

#Патӑрьел районӗ, #ларусем, #ейӳ, #Патӑрьел, #Тӑрӑн, #Анат Туҫа, #Аслӑ Арапуҫ, #Кивӗ Ахпӳрт, #Тутар Тимеш, #Вӑтаел, #Тикеш, #Кӗҫӗн Арапуҫ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 6303.7.0238
2019.02.26 11:51
Agabazar
Темшĕн кунта Катеке асăнман. Тăрăн вара сăртлăхра ларать, унта шыв çитмелле мар-тăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем