«Кӗнекепе — тӗлпулу» — ҫакнашкал ятпа уҫнӑ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене. Уява шкул ӗҫченӗсене, администраци специалисчӗсене, ҫынсене чӗннӗ.
Чи малтанах Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Деомидов сӑмах илнӗ. Вӑл ҫак ҫулта литература тытӑмӗнче тумалли ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Мероприятире «Илемлӗ литература тӗчни» кӗнекесен куравне хӑтланӑ. Уйрӑмах ҫынсем «Нарспи» поэмӑна халалланӑ «Нарспи ҫути» пӗр кӗнеке куравӗ кӑсӑклантарнӑ. Унта 1979 ҫултанпа пичетленсе тухнӑ «Нарспи» поэмӑсене вырнаҫтарнӑ.
Уяв малалла тӑсӑлнӑ май «Акӑшпи» фольклор ушкӑнӗ тата культура ӗҫченӗсем пухӑннисене концерт кӑтартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пурте литература викторинине хутшӑннӑ.
Ҫырмапуҫ ялӗнчи шкулта кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасемпе «Пӗрле вулар» уяв ирттернӗ. Вӗсене ҫӗнӗ литературӑпа паллаштарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Енӗн композиторӗсем» библиографи справочникӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халалланӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗ — Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин. Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ тата умсӑмахӑн авторӗ искусствоведени докторӗ М.Г. Кондратьев, рецензенчӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ С.И. Макарова.
Библиографи очеркӗсем Чӑвашри композиторсем, вӗсен кун-ҫулӗ, пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.
Пичет кӑларӑмӗ икӗ пайран тӑрать тесе пӗлтерет кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Надежда Осипова. «Советла Чӑваш Енӗн композиторӗсем» пая Ю.А. Илюхин хатӗрленӗ (ӑна Л.И. Бушуева пуянлатнӑ), «Чӑваш Енӗн XX ӗмӗр вӗҫӗнчи–XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи композиторсем» ятлин авторӗ — Л.И. Бушуева.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен иртекен «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс пирки пӗлтерет. Ӑна кӑҫалхи Литература, Константин Иванов ҫулталӑкӗсене тата издательство 95 тултарнине халалланӑ.
Конкурса Чӑваш Енри кӑна мар, чӑваш чӗлхине вӗренекен ытти регионти ачасем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑваш культурипе кӑсӑкланакан ытти ачан та ку ӑмӑртура хӑйне кӑтартма май пур. Конкурса хутшӑнакансене ҫулне кура ҫапларах уйӑрнӑ: 6–12 ҫултисем, 13–15-рисем, 15–18-тисем.
Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен конкурса кӑҫал ҫак номинаципе йӗркелеҫҫӗ:
1. «Кӑсӑклӑ кӗнеке» темӑпа сочинении е калав ҫырмалла.
2. «Литературӑри манӑн юратнӑ сӑнар» ӳкерчӗк.
3. «Вулама сӗнетӗп!» темӑпа плакат, буклет, листовка е календарь.
4. «Ача аллипе ӑсталанӑ кӗнеке» номинацие хутшӑнас тесен ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсен, калавсен, заметкӑсен, очерксен кӗнекине алӑпа хатӗрлемелле. Кӗнекен хуплашки, ячӗ, автор тата художник-иллюстратор ҫинчен ҫинчен калани кирлӗ.
5. «Кӗнеке — пирӗн ҫемьери чи лайӑх тус». Кунта кӗнеке этем пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑнни пирки эссе ярса парасса кӗтеҫҫӗ.
6. Конкурса хутшӑннӑ чух 2010–2014 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӗнексемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.
Республикӑри район-хуласенче Литература ҫулталӑкне пуҫлаҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче ҫулталӑка ырӑ пулӑмран тытӑннӑ. Унти вулавӑш ҫынсенчен кӗнекесем йышӑнать.
Чи малтан ҫак ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валерий Галямин хутшӑннӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсен хӑйӗнпе пӗрле темиҫе тӗркем кӗнеке илсе килнӗ. Вӗсем — вырӑс тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен классикисем: М.Ломоносов, Н.Некрасов, А.Толстой, Л.Н.Толстой.
Валерий Галямин пӗтӗмпе вулавӑша 60 яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ял вулавӑшӗнче унччен пулман.
Вулавӑш заведующийӗ Татьяна Шпарева куншӑн питӗ хӗпӗртенӗ, парне кӳрекене тав тунӑ. Вӑл ҫак акци малалла тӑсӑласса шанать.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Литература ҫулӗнчи юбилей датисем» курав-паллашу йӗркеленӗ. «Ҫавра» кунсем ҫынсен кӑна мар, кӗнекесен те пулаҫҫӗ. «Кӗнеке юбилей палӑртать» уйрӑмра ҫынсем уйрӑмах лайӑх пӗлекен кӗнекесем пичетленнӗренпе юбилей ҫитнине тӗпе хунӑ. Кураври чи авалхи кӗнеке — 845 ҫул каялла кун ҫути курнӑ хрантсуссен «Роланд ҫинчен хывнӑ юрӑ» паттӑрла эпосӗ. 400 ҫул каялла «Хитроумный Дон Кихот Ламанчский» кӗнекен иккӗмӗш томӗ пичетленнӗ. Мигель де Сервантесӑн ҫак романне Нобель институчӗ тӗнче литературинчи чи лайӑх хайлав тесе йышӑннӑ.
Кунта ытти хайлава та асӑнса кайма пулать. Ҫапах та эпир «Чӑваш Енри литература юбилейӗсем» экспозици пирки чарӑнса тӑрар. Кунта Леонид Агаков, Иван Вутлан, Константин Иванов, Илпек Микулайӗ, Зоя Нестерова, Георгий Орлов, Сергей Павлов, Лидия Сарине, Куҫма Турхан тата ыттисем кӗнӗ. Константин Иванов пирки каламӑпӑр та — вӑл уйрӑм ярӑм йышӑнма тивӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» кӗнеке-альбом кун ҫути курнӑ. Унӑн авторӗ — Петӗр Хусанкай. «Анчах ку чаплӑ поэтӑмӑр хӑй мар, кӗнекене унӑн мӑнукӗ пухса хатӗрленӗ. Вӑл та аслашшӗн ячӗпех ҫӳрет», — тесе пӗлтерет Надежда Смирнова журналист.
Ҫамрӑк Петӗр Хусанкай аслашшӗне нихӑҫан та курман, вӑл вилнӗ хыҫҫӑн ҫичӗ ҫултан кӑна ҫуралнӑ. Ҫапах та ӑна мӗн пӗчӗкрен пӗлсе тӑнӑ. Унӑн сӑввисене вӑл асламӑшӗпе ашшӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх туйса тӑнӑ-мӗн.
«Автор шухӑшӗпе кӗнекен тӗп тӗллевӗ — Хусанкайӑн поэтла сӑнарне тата куҫпа куракан сӑнарне (сӑнӳкерчӗксенче, живопиҫ тата графика портречӗсенче) пӗр «тӗвве» пӗтӗмӗшле илесси. Тепӗр самант — ӑна ахаль ҫын пек, ҫемье пурнӑҫӗнче кӑтартса парас тени», — тесе пӗлтерет Н. Смирнова. Халӑх поэтне хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисен, тусӗсемпе юлташӗсен, вӗренекенӗсен — Митта Ваҫлейӗ, Петр Чичканов, Геннадий Волков, Геннадий Айхи... — хушшинче кӑтартнӑ.
Аслашшӗ ҫинчен Петӗр Хусанкай 2006 ҫултах ҫырма пуҫланӑ, кӗнекен пӗрремӗш вариантне Чӑваш наци музейӗ Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премине те илме тӑратнӑ пулнӑ иккен.
Ҫак кунсенче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗн Михаил Красновӑн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Литературӑра ӑна Ара Мишши ятпа пӗлеҫҫӗ.
«Ҫамрӑк юланутҫӑ» кӗнекене Михаил Красновӑн малтанхи калавӗсем кӗнӗ. Тӗп сӑнар — Макҫӑм. Ӑна тӗрлӗ ыйту канӑҫсӑрлантарать.
Ара Мишши 1953 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех патшалӑх влаҫӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫленӗ. ЧР культура министрӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2008 ҫулта ӑна ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн ятне панӑ. 2013 ҫулта РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.
Ара Мишши кӗнекене пур вулавӑша та ҫитересшӗн. Вӑрмар районӗнчи кашни вулавӑша ҫак кӗнекене парнелесшӗн.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен патшалӑх институчӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗсен «История национальной государственности чувашского народа» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ку ӗҫе «Ирӗклӗ сӑмах» сайт тӗплӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнеки тесе хаклать.
Темиҫе ярӑмпа кӑларма палӑртакан ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнекин авторӗ — асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Владимир Клементьев. Тома этнос юхӑмӗ чӗрӗлсе тӑнипе аталаннине, наци юхӑмӗн йӗркелӳ хурмисем ҫуралнине тата йӗркеленнине, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркеленӗренпе Чӑваш автономичченхи тапхӑрти чӑвашсен ирӗклӗхӗн ҫул-йӗрӗпе меслечӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ.
Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ — Юрий Гусаров историк, рецензенчӗсем — Николай Егоров чӗлхеҫӗ, Виталий Ивановпа Елена Минеева историксем.
Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чылай мероприятии пулса иртрӗ.
Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулса ял халӑхне хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарчӗ. Ушкӑнра юрӑҫсем Сергей Павлов, Алина Выйгетова, Аня Ефремова тата Николай Ключников юрланӑ юрӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнчӗ. Аня Ефремовӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫак ялтанах — ялти халӑх юрӑҫсене чунтанах тав турӗ. Вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Альбина Емельянова хӑнана килнӗ артистсене пухӑннисен ячӗпе саламласа вӗсене пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫусемпе телей сунчӗ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫак ушкӑн Курнавӑшри ял ӗҫченӗсене хӑйсен илемлӗ юррисемпе чуна тивтермелли концерт кӑтартрӗҫ. Ялхалӑхӗ артистсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗ, ку тӑрӑхри халӑха малашне те концертсемпе савӑнтарма чӗнсе каларӗ.
Курнавӑшри Культура ҫуртӗнче ҫулленех кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче «Сурхури» уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Ольга Шмелева ҫамрӑксем валли те, аслисем валли те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсене сурхури йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарнӑ.
Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ҫулталӑк кӗнекине суйла» акци иртнӗ. Акцие районти пур вулавӑш та хутшӑннӑ.
Вулакансене 2014 ҫулта вуланӑ чи килӗшнӗ кӗнеке ятне аса илме, уншӑн сасӑлама ыйтнӑ. Ангелина Павловская ҫырнӑ «Вӗрене шывӗ те пылак» кӗнекешӗн чи нумаййӑн сасӑланӑ. Вӑл 234 ҫынна килӗшнӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вулакансене кӗнекере ҫивӗч сюжет чӑваш хресченӗсен пурнӑҫӗнчи ҫутӑ самантсем пӗрлешни, кун пирки епле ҫырса кӑтартни килӗшнӗ.
Пӗтӗмпе вулавӑша ҫӳрекенсем чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсене 100 ытла кӗнекине палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ М.Самарскин «Радуга для друга», М.Стедманӑн «Свет в океане», Е.Вильмонтӑн «Трепетный трепач», О.Ройӑн «Шаль», Г.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату», Д.Мойесӑн «До встречи с тобой», Д.Лондонӑн «Белый клык», У.Эьменьӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекисене асӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |