Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑма кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна чӑннипех сумлӑ ӗҫ тесе хакламалла. «Чӑваш литературин антологийӗ. Драматурги» кӗнекене тӗрлӗ вӑхӑтри авторсен ӗҫӗсем кӗнӗ.
Тӗрлӗ жанрлӑ драма хайлавӗсем шутӗнче Спиридон Михайлов (Янтуш), Гурий Комиссаров (Вантер), Михаил Акимов, Мӗтри Юман, Энтри Турхан, Федор Павлов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Михаил Акимов-Аруй, Георгий Тал-Мӑрса (Зайцев), Николай Ефремов, Михаил Юрьев, Петр Осипов, Николай Айзман, Ехрем Еллиев, Александр Кӑлкан (Антонов), Ефим Никитин, Ираида Петрова (Нарс), Василий Ржанов, Николай Терентьев, Геннадий Терентьев, Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Геннадий Медведев, Александр Пӑртта (Степанов), Николай Сидоров, Николай Угарин, Марина Карягина ӗҫӗсем пур.
Кӗнекен ум сӑмахне филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов тата филологи наукисен кандидачӗ Е.Р. Якимов ҫырнӑ. Кӗнекене Е.Р. Якимова пухса хатӗрленӗ. Художникӗ — В.Н. Гончаров. Кӗнекене 2300 тиражпа пичетленӗ.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ иртнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ-тӗр. Муркашри тури чӑвашсен музейӗнче ҫак кун ячӗпе «Вӗсен ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ» ятпа асӑну каҫӗ ирттернӗ. Унта Муркашри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Кадет класӗ шутланакан ҫав класс музея ытти чух та час-часах пырать-мӗн.
Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсемпе пӗрле «Муркаш районӗн паттӑрӗсем» хӑтлав йӗркеленӗ. Унта кадетсене уяв историйӗпе паллашнӑ, Совет Союзӗн Геройӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн Социализмла ӗҫ паттӑрӗсен ячӗсене аса илнӗ. Тӗлпулӑва Совет Союзӗн Геройӗн Алексей Воробьевӑн мӑнукне Наталия Ястребована йыхравланӑ. Ачасене вӑл Алексей Иванович ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин паттӑрӗн ячӗпе Ҫурла Тырри ялӗнче урам хисепленсе тӑнине пӗлтернӗ. Ачасене ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Е.И. Налимова «Пысӑк вӑрҫӑн пӗчӗк паттӑрӗсем» кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ май ҫӗнтерӗве ҫыхартма пулӑшнӑ ачасем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Республикин археологин картти» кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш томӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ, пичете асӑннӑ издательство хатӗрленӗ.
«Чӑваш Республикин археологи картти» ӑслӑлӑхпа справка энциклопедийӗ шутланать. Унта историпе культура эткерлӗхӗн куҫман пурлӑхӗ, археологи палӑкӗсем, ҫинчен сведени кӗнӗ. Пӗрремӗш томра тӑхӑр районтипе: Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски – паллаштарнӑ. Иккӗмӗшне Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчисем кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш том валли те юлнӑ. Унта Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчисем тата Шупашкар хулинчисем лекмелле.
Кӗнекене 19 ӗмӗрӗн ҫурринчен тытӑнса 21 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче археологсем тупса палӑртнисем кӗнӗ.
Чӑваш Енре республика историйӗн кӗнекине хатӗрлемешкӗн ЧР грантне тума йышӑннӑ. Ку Хушӑва Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Гранта йышӑнасси ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх воспитанийӗ парас, ҫамрӑксене истори тата культура еткерӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Михаил Игнатьев документа йышӑннӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне яна Ҫырӑва тата Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлассине шута илнӗ.
Грант конкурсӗ 2015 ҫулта пулӗ. ЧР Министрсен Кабинетне грант калӑпӑшне тата унӑн положенине ҫирӗплетме хушнӑ.
Марина Карягина 3 ҫул каялла тухнӑ хӑйӗн кӗнекине «Ылтӑн панулми» ят панӑ. Нумаях пулмасть ӑна вырӑсла кӑларнӑ. Унта калавсем, юмахсем кӗнӗ.
Хӑтлав ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. 3 ҫул каялла чӑвашла тухнӑ кӗнекепе Шупашкарти 62-мӗш шкулти ачасем паллашма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем хӑйсем те калавсем ҫырма тытӑннӑ.
Марина Карягинӑн калавӗсемпе юмахӗсем ачасене ҫывӑх. Унти сӑнарсем илӗртеҫҫӗ. Автор хӑйне телейлисен йышне кӗртет. Ара, вӑл кун пек майпа хӑйӗн ачалӑхне сыхласа хӑварнӑ-ҫке-ха.
Кӗнеке куҫаруҫисем Ирина Митта тата Зоя Романова оригинал текста сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ. Елена Енькка ӳнерҫӗ те тӑрӑшса ӗҫленӗ.
Шел те, халӗ ачасем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракан сахал. Марина Карягина хӑйӗн калавӗсемпе ӗҫтешӗсене хавхалантарасса шанать. Ҫӗнӗ кӗнекене Марфа Трубина премине тивӗҫ тесе хаклаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ял вулавӑшне асӑннӑ ялта пурӑнакансем кӗнеке параҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑлшӑн вӗсене вулавӑшра ӗҫлекенсем тав туса ҫитереймеҫҫӗ. Хавасланнӑскерсем ку утӑм пирки «чун ыйтни, парнелекенӗн ырӑ кӑмӑлӗ» тесе хаклаҫҫӗ.
Енӗш Нӑрвашри вулавӑша Порфирьевсем — Тамара Максимовнӑпа Николай Петрович — кӗнеке парнеленӗ. Кӗнекесене вулавӑша ҫитерме Андрей Михайлов ятлӑ ял ҫынни пулӑшнӑ. Мӗн тесен те нумай парнеленӗ-ҫке лешсем — 150 кӗнеке ытла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Пӗчӗккисен азбуки» сӑрламалли кӗнеке кӑларнӑ.
Чӑвашла ҫав азбукӑн авторӗсен, Нина Чернован, Элла Атласкинан, Светлана Захарован, шучӗпе пиллӗкри ачасен шкула каяс умӗн вӑй-хал, психологи, ӑс-тӑн енчен хатӗрленмелле. Ал айӗнче аталанмалли кӗнекесем пулсан питӗ лайӑх. Аталантармалли вӑйӑсемпе пӗрлех усӑллӑ кӗнекесем кирлӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекере чӑваш алфавитӗнчи кашни саспалли валли уйрӑм страница уйӑрнӑ. Хаваслӑ та асра юлмалли сӑвӑсем, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем, тупмалли юмахсем, предложенисемпе хӑнӑхтарусем илсе кӑтартнӑ. Ӳкерчӗксем ҫинче та саспаллисене кирлӗ тӗспе ӳкерме пулать.
Кӗнекери саспаллисемпе паллашнӑ хыҫҫӑн теттесене, тӗрлӗ ҫимӗҫе, пахчаҫимӗҫе, килти чӗрчуна, кайӑк-кӗшӗке, ҫырлана, йывӑҫа кирлӗ сӑрламаллине пӑхса хӑварнӑ. 4 пин тиражпа кӑларнӑ ҫӗнӗ кӑларӑм кӗҫӗн класра вӗренекенсемшӗн те вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кӗнеке художникӗ — А.В. Семенова.
ЧР Наци вулавӑшӗнче православи кӗнекин «Радонеж» центрӗ уҫӑлнӑ. Вулакансем халӗ пине яхӑн кӗнекепе, дискпа паллашма пултараҫҫӗ. Фонда пухмашкӑн священниксем тата «Православи пуҫарӑвӗ» конкурс гранчӗ пулӑшнӑ.
Ку раритетсене — ҫырусене — перчетке тӑхӑнса ҫеҫ тытма пулать. Темиҫе ҫӗр ҫул усӑ курнӑ ҫырусене куҫ пек упрамалла вӗт. Наци вулавӑшӗнчен центр валли 200 кӗнеке суйланӑ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана православи кӗнекипе ҫывӑхлатасшӑн. Центр хӑйӗн вулаканне тупатех. «Радонеж» валли литература пухмашкӑн чиркӳ ҫыннисем те пулӑшнӑ. Вӗсене центр уҫӑлнӑ уява чӗннӗ.
Максим Курленко иерей фонд майӗпен пысӑкланасса иккӗленмест. Центра Христос ҫуралнӑ храмӑн настоятелӗ Сергий Пушков протоиерей нумай кӗнеке парнеленӗ. Шупашкарти арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн манахӗсем те чылай пулӑшнӑ.
Грант пулӑшнипе вулавӑш 100 пин тенкӗлӗх православи кӗнеки туяннӑ. Православи литературин центрӗн алӑкӗ кашнин валлиех уҫӑ.
«Шухӑшлава палӑртакан тата ӗмӗрӗн талпӑнӑвне палӑртакан евӗр асра юлнӑ поэт», — тесе ҫырнӑ республикӑн Культура министерстви ку хыпара пӗлтернӗ май.
Чӑн та, Ухсай Яккӑвӗ пиркиех ку. 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелейпей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑскерӗн хайлавӗсем вилӗмӗсӗр.
Ухсай Яккӑвне ача-пӑча ҫыравҫи евӗр те, литература критикӗ пек те, публицист тесе те халӑхра пӗлеҫҫӗ. Пушкӑрт чӑвашӗ 1940 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Унӑнӑ «Юратрӑм эп, хирсем, сире» сӑввине аслӑрах ҫулхисем ҫӗрле тӑратса лартсан та пӑхмасӑр каласа параяҫҫӗ-тӗр. Е тата «Кӗпук мучи» поэмӑна кам пӗлмест-ши!
Ҫӗнӗ кӗнекене 1941 ҫулта ҫырнӑ «Тутимӗр» трагедии, 1952 ҫулта хайланӑ «Ту урлӑ ҫул» сӑвӑлла роман, 1939 ҫулхи «Ӑраскаллӑ драма» пьеса кӗнӗ. Вӗсене автор орфографине ылмаштармасӑр пичетленӗ. Кӑларӑма сӑвӑҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухнӑ. Поэтӑн ҫырнисен 6-мӗш пуххине 2 пин экземплярпа пичетленӗ. Кӗнекене Владимир Гончаров художник илемлетнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Шкулти чӑваш тӗрри» ятлӑ. Алӗҫне хӑнӑхма пуҫланисене пулӑшакан кӗнеке авторӗсем — Е.Н.Жачева тата А.А.Ефимова.
Чӑваш тӗррине вӗреннӗ чухне шкулти педагогсен тата ача пахчинчи воспитательсен, кружок ертӳҫисен чылай ыйту сиксе тухать. Чылай шкулти кружока ӳнер тӗлӗшӗнчен ятарлӑ пӗлӳ илсен технологи вӗрентекенӗсем ертсе пыраҫҫӗ. Ҫак кӗнеке шӑпах вӗсене пулӑшма пултарать.
Кӗнекере авторсем Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси шкулӗнчи кӗҫӗн классен, Канашри 5-мӗш шкулти вӑтам тата аслӑ классен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика факультечӗн студенчӗсен алӗҫӗсемпе усӑ курнӑ.
Кӗнеке 5 пин тиражпа тухнӑ. Кӗнекене «СУМ» лавккара та туянма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |