Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унӑн тиражӗ — 2 200 экземпляр.
Кӗнекене ӗлӗкхи чул палӑксем ҫинче ҫырнисемпе паллӑ мар авторсен сӑввисенчен пуҫласа паянхи поэзи таранах кӗртнӗ. Пӗтӗмпе унта 284 поэт вырӑн тупнӑ. Ҫавсен хушшинче Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Митта Ваҫлейӗ, Петӗр Хусанкай, Илле Тӑхти, Илле Тукташ, Нестӑр Янкас, Стихван Шавли, Яков Ухсай, Иван Ивник, Петӗр Ялкир, Георгий Ефимов, Николай Теветкел, Геннадий Айхи, Юрий Сементер, Николай Исмуков, Пётр Афанасьев, Петӗр Эйзин, Петӗр Яккусен, Георгий Ирхи тата ыттисем пур.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «В трагические годы, репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые» ятпа кӗнекен пичетленсе тухнӑ.
Унӑн авторӗ — Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче ӗҫлесе полковника ҫитнӗ Валерий Кошкин. Хӑй вӑх 1952 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетне вӗренсе тухнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл хальхи «Хыпар» хаҫатра ҫулталӑк тӑрӑшнӑ. Патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх службинчи ӗҫе пӑрахнӑ хыҫҫӑн республикӑн культура министерствинче 10 ҫул тимленӗ.
Кошкинӑн ҫӗнӗ кӗнекине (унччен те вӑл кӑларнӑ) 1930 ҫулсем хыҫҫӑн политика тӗлӗшӗнчен хӗсӗрленӗ ҫыравҫӑсем, журналистсем, ученӑйсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Репресси пирки каласа панӑ.
Красноармейски районӗнчи Именкасси каччи, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Эдуард Фомин черетлӗ кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ. Вӑл «Чи хитре чӗлхе» ятлӑ. Кӗнеке пин экземплярпа тухнӑ. Унта чӑваш чӗлхин илемлӗхӗпе техӗмлӗхне, унӑн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне пит аван уҫса панӑ. Туянас кӑмӑллисем ӑна «СУМ» лавккара (85 тенкӗпе) тупма пултарӗҫ.
Э.В. Фомин «Чӑвашла-финла словарь» кӗнекен авторӗсенчен пӗри Кунсӑр пуҫне «Чӗлхе терминӗсен чӑвашла-вырӑсла-нимӗҫле-акӑлчанла словарӗ» кӗнеке авторӗсенчен пӗри. Тата вӑл «Пӗлтерӗшсӗр чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» кӗнекен авторӗ те.
Хусанта пурӑнакан Денис Осокинӑн «Небесные жены луговые мари» (чӑв. Улӑх ҫармӑссен тӳпери арӑмӗсем) кӗнеки Андрей Белый премине тивӗҫнӗ. Автор ӗҫне «Проза» номинацире чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Андрей Белый ячӗллӗ литература премине 1978 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Чӑвашсенчен 1987 ҫулта ӑна Геннадий Айхи поэта панӑ, 2010-мӗшӗнче — Шупашкарта ҫуралнӑ Алеша Прокопьев куҫаруҫӑ.
Осокинӑн маларах асӑннӑ ӗҫӗ мари фольклорӗ тӑрӑх никӗсленнӗ прозӑлла тата сӑвӑлласа ҫырнӑ миниатюрӑсенчен тӑрать иккен. Кӗнекене кӑлариччен асӑннӑ ӗҫ тӑрӑх кино ӳкернӗ. Мари кӑларнӑ фильм тӗрлӗ кинофестивальте, ҫав шутра ют ҫӗршыврисенче те, парнесене тивӗҫнӗ. Осокин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен фольклорӗпе хӑйӗн ӗҫӗнче тахҫанах усӑ курать. Кӗнекисенче вӑл чӑвашсем пирки асӑнать.
Чӑваш Енӗн Президенчӗ пулнӑ Николай Федоровӑн сайтӗнче «В ответе навсегда» (чӑв. Яваплӑхра яланлӑха /ЧХС куҫарӑвӗ/) ятлӑ мемуарне вырнаҫтарнӑ. Ӑна pdf тата doc форматсемпе вулама пулать-мӗн.
Кӗнекере Федоров 1993–2010-мӗш ҫулсенчи тапхӑра аса илсе ҫырнӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, хӑй президент пулнӑ вӑхӑта. Президент суйлавне хутшӑнма ӑна Чӑваш Енрен ыйтакансем пулнӑ имӗш. Вӗсем ыйтни малтанласа айваннӑн та туйӑннӑ-мӗн. Ӑна, ҫӗршывӗпех пӗлекен-паллакан ҫынна, регион ертӳҫин пуканӗ астармӑш пулман иккен.
Чӑваш Енӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хирӗҫ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнисене хак парса тухнӑ. 1990-мӗш ҫулсенчи чӑваш наци юхӑмне хутшӑннисене вӑл ырламасть-мӗн.
Юрӗ, пӗтӗмпех уҫса парар мар. Паллашас тесен сайта кӗрсе те вулама пулать.
Чӑваш лирики ҫинчен кӗнеке кун ҫути курнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ха. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Надежда Ильина кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларасшӑн ҫине тӑнӑ ҫын пирки каласан, вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑньял-Элмен ялӗнче ҫуралнине, 2002 ҫулта «Хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин поэтика тӗнчи» ятпа диссертаци хӳтӗленӗ. 2003 ҫултанпа гуманитари институтӗнче литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать.
Виҫӗ пайран тӑракан «Чӑваш лирики (1960–1990 ҫулсем)» монографин пӗрремӗш пайне хальхи чӑваш поэзийӗн критика тӗлӗшӗнчен тишкерессине халалланӑ. Иккӗмӗш пйаӗнче 20 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче поэтсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ильина Петр Эйзин, Любовь Мартьянова, Петӗр Яккусен, Алексей Аттил, Георгий Федоров, Михаил Сунтал, Марина Карягина тата Надежда Сельверстрова сӑввисене тишкернӗ.
Кипкери ачасемпе сарӑмсӑр инкек сиксе тухасран асӑрхаттарма ашшӗ-амӑшне ятарлӑ кӗнекесем пулӑшӗҫ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ министерстви тин ҫуралнӑ ача амӑшӗсене ятарлӑ пособи парнелеме пуҫлӗ. Буклета 5 пин экземплярпа кӑларнӑ иккен.
Кӑтарту пособийӗнче ачасене инкек-синкекрен асӑрхама пулӑшакан 5 канаша ҫырса ӑнлантарса тата ӳкерсе кӑтартнӑ иккен. Ун пек буклета кӑларассине тахҫанах кӗтни пирки пӗлтернӗ асӑннӑ ведомствӑн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаско. Сарӑмсӑрлӑхӗ ашшӗ-амӑшӗ пепке ҫуралнине палӑртнӑ чух та хӑш чух сиксе тухать-мӗн те, кӗнеке пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Кӗҫнерникун, юпан 31-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ — Геннадий Волков ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Издани авторӗ — журналист, ҫыравҫӑ Лидия Михайлова.
«Чӑваш ҫӗрен пророкӗ» (выр. «Пророк земли чувашской») кӗнекере Геннадий Волковӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унсӑр пуҫне унта академикӑн ҫывӑх туссепе пӗрле ӗҫлекенсен асаилӗвӗсем кӗнӗ.
Аса илтеретпӗр, Геннадий Волков профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ, ҫыравҫӑ-публицист, этнопедагогикӑна никӗслекенӗ, ӑслӑхҫӑ-педагог. Ӑна халаласа Шупашкарта палӑк лартма планланӑ.
Кӗнекене ят парасси питӗ кӑткӑс япала — пӗр енчен вӑл ун шалашне те кӑтартмалла, тепре вулакана та кӑсӑклантармалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен ҫапӗҫ те янракан ят пулни те паха.
Хальхи вӑхӑтра эпир малтанхи ҫулсенче ирттернӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗсене ярса панӑ ӗҫсене кӑларма хатӗрленетпӗр. Вӑхӑчӗ хӗссех пынӑ май ятне суйлама тапхӑр ҫитрӗ. Ҫавна май эпир уйрӑм ыйтӑм хатӗрлесе сайтра кӗнеке ячӗн суйлавне йӗркелерӗмӗр.
Тархасшӑн, чи илӗртӳллӗ, чи ӑнӑҫлӑ ята суйлама пулӑшӑр-ха! Ыйтӑм кунта. Енчен те вӗсенчен те лайӑхрах ят сӗнме пултаратӑр пулсан ҫак хыпарта сӗнӗр.
Хисеплӗ сайт хӑнисем! Ҫак вӑхӑтра эпир черетлӗ кӗнеке кӑларас ӗҫе йӗркелетпӗр. Маларах эпир «Асамлӑх ҫулӗ», «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» ачасен пултарулӑхӗн пуххисене пичетлесе кӑларнӑччӗ. Кӑҫал вара «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗсене ярса панӑ ӗҫсене кӗнекен кӑларас шухӑшлӑ.
Хальхи вӑхатра кӗнекене калӑплас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Унта 40 яхӑн ӳкерчӗк те пулӗ — вӗсене шкул ачисемех ӳкернӗ.
Кӑҫалхи кӗнекене эпир 200 экземплярпа ҫеҫ кӑларма шутлатпар пулин те, тӑкакӗсем икӗ ҫулчченхи пекех — ӑна кӑларма 34 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Енчен те ҫак ӗҫре сирӗн пулӑшу кӳрес кӑмӑл пур пулсан укҫа куҫармалли счёта аяларах тупма пултаратӑр. Сирӗн ятӑра эпир, паллах, кӗнекере асӑнӑпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |