Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ачасен хайлавӗсене пичетлесе кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 22.05.2016 10:02 | 1906 хут пӑхнӑ
Культура

«Подвиг предков бессмертен» (чӑв. Асаттесен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр) — ҫак ятпа Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн республикӑра шкул ачисен хайлавӗсен пуххине кӗнекен пичетлесе кӑларнӑ. Тиражӗ 500 экземпляр. Конкурса республикӑри коммунистсен партийӗ 2015 ҫулта фашистла Германие ҫапса аркатнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ. Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ хӑйсен тӑванӗсемпе ял-хула тӑрӑхӗсенчи паттӑрсем ҫинчен конкурса пурӗ чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 126 ӗҫ килнӗ: республикӑри 14 районпа 5 хуларан.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнчи Андрей Петров тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта: Кристина Аверьянова (Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырма), Лилиана Михайлова (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Ангелина Ястребова (Муркаш районӗ, Муркаш) тата Николай Иванов (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш). 3-мӗш вырӑна Кристина Прокопьева (Йӗпреҫри 1-мӗш шкул), Софья Яруткина (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Александр Кузин (Ҫӗрпӳ районӗ, Туҫи), Денис Базманкин (Патӑрьелти 1-мӗш шкул), Варвара Фёдорова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул) тата и Михаил Евсягин (Ҫӗмӗрлери 2-мӗш шкул) тухнӑ.

Кӗнекере конкурса хутшӑннӑ пур авторӑн хайлавне те пичетленӗ. Ҫак кунсенче авторсене пичетленнӗ кӗнекне парса чысланӑ.

#Йӗпреҫ, #Ҫӗмӗрле, #Ҫӗньял, #Муркаш, #Туҫи, #Патӑрьел районӗ, #Патӑрьел, #Ҫӗрпӳ районӗ, #кӗнекесем, #ачасем, #культура, #Штанаш, #Ҫентерӳ кунӗ, #РФКП

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем