Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн йӑлана кӗнӗ Тихвин ярмӑркки уҫӑлӗ. Вӑл вырсарникунчченех тӑсӑлӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ апатлану тата суту-илӳ организацийӗсене, алӗҫ ӑстисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене ярмӑрккӑна хутшӑнма чӗнет.
Историе тишкерес пулсан, Тихвин ярмӑркки тымарӗ 17–18-мӗш ӗмӗрсенче пуҫланать. Хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ патӗнче ҫӗр-ҫӗр ҫул халӑх сутма, туянма, канма пухӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑна выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк, алӗҫӗсем тата ытти ӗҫсем сутакансем хутшӑнаҫҫӗ.
Ярмӑрккӑ кунӗсенче аттракционсем ӗҫлӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, концерт, фестиваль, конкурссем пулӗҫ, ача-пӑча программисем ӗҫлӗҫ, ҫамрӑксен ташӑ каҫӗ иртӗ.
Кӑҫал ярмӑрккӑра Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫӗнӗ акушерпа пункчӗ уҫӑлӗ, шкултан вӗренсе тухакансене аттестатсем, медальсем парӗҫ. Ярмӑрккӑ кунӗсенче, кӗҫнерникун, эрнекун, шӑматкун каҫхине фейерверк курма май пулӗ.
Шупашкарта Республика кунӗнче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫав кун Чӑваш Ене Раҫҫейри 34 регионти чӑвашсем килсе ҫитнӗ.
Ав Анатолий тата Николай Архипкинсем — Пенза облаҫӗнчен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, унта 7000 чӑваш пурӑнать. Вӗсем те наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ Шупашкара яланах хаваспа килеҫҫӗ.
Анатолий Архипкин каланӑ тӑрӑх, килте вӗсем вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Ене килсен вара вырӑссемпе те чӑвашла пуплеҫҫӗ.
Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнса наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма ҫӑмӑл мар. Хакас Республикинчен килнӗ хӑнасем вара чӑваш халӑх йӑлине ӳсекен ӑрӑва парса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Хакас Республикинчен килнӗ Любовь Николаева каланӑ тӑрӑх, вӗсен ялӗнче чӑваш музейне, чӑваш центрне уҫнӑ. Ҫапла вӗсем ҫамрӑксене илӗртме, чӑваш культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Акатуйра концерт иртнӗ. Чӑваш драма театрӗн сцени ҫинче чӑваш ушкӑнӗсем юрланӑ. Наци музейӗ патӗнче вӑй виҫнӗ, Анне монуменчӗ патӗнче вара этноял пулнӑ. Унта наци апатне тутанма, алӗҫӗсене курма май пулнӑ.
Акатуйра мӗнпур хӑна вӑйӑ картине тӑрса ҫаврӑннӑ.
Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.
Уява Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал унта Беларуҫри «Хамӑр ял» фольклор ансамблӗ, Мускав чӑвашӗсен «Атӑл» хорӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Уяв» фольклор ушкӑнӗ, Пушкӑртстанри Кармаскалӑ районӗнчи Суук-Чишма культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шевле» халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнчи Пысӑк Микушка ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, Сарӑту облаҫӗнчи Калмантай культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пилеш» фольклор ансамблӗ, Иркутск облаҫӗнчи ачасен пӗрремӗш фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем, «Туслӑх хӗлхемӗ» ушкӑн, Ӗренпур облаҫӗнчи Абдулино районӗнчи Артемьевск салинчи «Лейся, песня» халӑх фольклор ансамблӗ, Пенза облаҫӗнчи халӑх юррисен «Шӑпчӑксем» ансамблӗ, Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнчи Лысогорскри «Илем» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш юррин «Савӑнӑҫ» халӑх ансамблӗ, Хакас Республикинчи Усть-Абакан районӗнчи «Палан» чӑваш ушкӑнӗ хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ.
Иртнӗ шӑматкун Чӗмпӗрте чӑваш наци уявӗ Акатуй иртнӗ. Унта Тутарстанри, Чӑваш Енри, Пушкӑрт Республикинчи, Самар, Сарӑту, Ӗренпур облаҫӗсенчи 30 ытла ушкӑн хутшӑннӑ. Паллах, Чӗмпӗр хулинчи тата облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те пулнӑ.
Уяв икӗ лапамра иртнӗ: «Ҫӗнтерӳ» паркра тата хула ипподромӗнче. Акатуй ипподромӑн тӗп сцени ҫинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ. Вӑл пурне те ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ май Чӗмпӗр облаҫӗнчи кашни вуннӑмӗш ҫын чӑваш пулнине палӑртнӑ.
Официаллӑ пай вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт пуҫланӑ. Акатуйра Чӑваш Ен те пулнӑ. Чӗмпӗр сцени ҫинче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ юрласа чӗмпӗрсене савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (17)
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнче «Авалхи халӑхсен кӗввисем» фольклор уявӗ иртнӗ. Зоя Яковлева ертӳҫӗ пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, юрӑ картине чӗннӗ.
Уяв картине уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ посёлок пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов, район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Луиза Григорьева, социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Инна Алексеева, Йӗпреҫ районӗн культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров хутшӑннӑ.
Уява «Илем» ансамбль уҫнӑ. Чӑваш Тимеш культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Ирҫе Ҫармӑс культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Горнипов» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Хурамалти «Алтшав» фольклор ушкӑнӗ, Кӗлӗмкассинчи «Йӑлтӑм» фольклор ушкӑнӗ хӑйсен юррисемпе савӑнтарнӑ.
Уяв хыҫҫӑн «Вӑйламассен вӑййисем» спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӗрен туртса, кӗвентепе шыв йӑтса, лаша урапине куҫарса ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чысланӑ.
Сӑнсем (128)
Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ял кунӗ иртнӗ. Унта яланхи пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев, «Мураты» ЯХПК тӗп директорӗ Геннадий Спиридонов хутшӑннӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хисеплӗ тата ватӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Вӗсене Спиридонов Г.П., Спиридонов Ю.П., Спиридонова Ю.М., Яковлева М.Я., Романов А.Н., Прокопьева И.А., Алексеева Э.Н., Федоров А.Г., Петров С.И., Ивановой А.В., Сергеева М.М., Порфирьева А.М., Семенова З.С., Мартынова Р.С., Владимиров М.В., Владимирова З.С., Семенова А.М., Федорова Р.И., Порфирьева Р.А., Владимиров С.П. тивӗҫнӗ.
Унтан Мӑн Явӑш клубӗн ӗҫченӗсем концерт пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех уява чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ.
Ҫав вӑхӑтра мини-футболла вылянӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене укҫан хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (110)
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Елчӗк районӗ те Акатуйра савӑннӑ. Ӑна вӗсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине тата Раҫҫей кунне халалланӑ. Уяв Елчӗкри «Ырсамай» паркӗнче кӗрленӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Акатуйра районти кашни ял тӑрӑхӗ хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, илемлетсе капӑрлатнӑ. Кашни кӗтес хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, шӑрттанпа хуплу тутанса пӑхма сӗннӗ. Унсӑр пуҫне кашни ял тӑрӑхӗ хӑйсен уйрӑмлӑхне, мӗнпе чапа тухнине палӑртма тӑрӑшнӑ.
Акатуйра тӗрлӗ мероприятисем пулнӑ: «Вула, Елчӗк ен!», «Кӗнеке урлӑ халӑхсен килӗшӗвӗ патне» курав, «Елчӗксем литература тӗпелӗнче» литература хӑна кӗтесӗ, «Елчӗк районӗн литература картти» тата ыттисем.
Уяв, паллах, тивӗҫлисене чысланисӗр, тӗрлӗ тӳре-шара тухса сӑмах каланисӗр, чаплӑ концертсӑр иртмен. Елчӗк районӗн официаллӑ сайчӗ Акатуй вӗтти-ваттине те кӑмӑла кайни пирки пӗлтерет.
Сӑнсем: 1 пай (57), 2 пай (28), 3 пай (74), 4 пай (53), 5 пай (83), 6 пай (31)
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа Атӑл урлӑ ишессипе тупӑшӗҫ. Спортсменсен 2 ҫухрӑм та 200 метр парӑнтарма тивӗ.
Анчах йӗркелӳҫӗсем халех асӑрхаттараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ҫыннӑн сивӗ шывра ишес енӗпе опыт пулмалла. Халӗ Атӑл шывӗ 15 градус таран кӑна ӑшӑннӑ вӗт.
Шупашкарта Раҫҫей кунӗнче кунсӑр пуҫне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Каҫхи 5 сехетре акцисемпе конкурссем иртӗҫ. 18 сехетре концерт пуҫланать. Куракансен умне вӗрсе каламалли инструмент оркестрӗ, хор, ташӑ тата вокал ушкӑнӗсем тухӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, уява 600 ытла артист тата волонтер хутшӑнӗ. Уявра ҫӗршыв гимнне пурте юрлӗҫ. Ҫав вӑхӑтра тӳпене ҫӗр-ҫӗр хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ хӑмпӑсем вӗҫтерӗҫ.
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Муркаш районӗнче Очӑкасси ялӗ хӑйӗн 420 ҫулне шавлӑн та анлӑн уявларӗ.
Ял уявӗ пуҫламӑшӗ пултаруллӑх коллективӗсем урам тӑрӑх утса тухнинчен пуҫланчӗ, кайран яла пуҫаракансем Очӑпа Очак пӗрремӗш ҫурт пулмалли вырӑнта шалча ҫапрӗҫ, хӳшӗ лартрӗҫ. Ял хастарӗсем вара асӑнмаллах юпа вырнаҫтарчӗҫ тата Очӑкасси ялне тата ун ҫыннисене асӑннӑ истори докуменчесенчи цитатӑсем ҫырнӑ грамота евӗр палӑка уҫрӗҫ.
Малалла уяв пултаруллӑх ушкӑнӗсен концерчӗпе тӑсӑлчӗ.
Сӑнсем (40)
Патӑрьел районӗнче тутарсен наци уявне паллӑ тунӑ. Сапантуй Ыхраҫырминче иртнӗ. Унта тӗрлӗ наци ҫыннисем пухӑннӑ. 200 ытла ҫын уявра чун каниччен савӑннӑ.
Сапантуй программи вӑйӑсемпе, конкурссемпе, концертпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе пуян пулнӑ. Яланхи пекех ирӗклӗ кӗрешӳ анлӑ иртнӗ. Ӑна тутарсем тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацине йӗркеленӗ Небиулл Санзяпова халалланӑ. Вӑл — СССР спорт мастерӗ.
12 регионти сакӑр команда тӗп парнене — тихана — ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Чи вӑйли Шӑнкӑртамри Ринас Садаров пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн шкулӗн вӗренекенӗсем те куракансене тӗлӗнтернӗ.
Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Мансур Калмыков кӑҫал ҫураки ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине палӑртнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсене ҫак ятпа саламласа малашне те ӑнӑҫусем тума вӑй-хӑват суннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |