Чулхулари чӑвашсем пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйсен организацийӗ чӑмӑртаннӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине уявланӑ. Ку хыпара пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра хыпарланӑ.
Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗ хыҫҫӑн унти хастарсем утӑм хыҫҫӑн утӑм туса пычӗҫ. 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗсене хӑйсене ятӑн кӗтес, ҫук-ха - виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер - уйӑрса пачӗҫ. Аса илтерер, Октябрь проспектӗнчи хваттерӗн пӗр пӳлӗмӗнче йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелес, пысӑкрах пӳлӗмре пухусем ирттерес тата пӗрле пуҫтарӑнса калаҫас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономийӗ пилӗк ҫул тултарнине уявланӑ мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Кувшинов тата Александр Сорокин юрӑҫӑ хутшӑннӑ. «Чулхула чӑвашӗсем» фольклор тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем те уява пухӑннисене савӑнтарнӑ.
Халӑх тетелӗсенче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнӑ. Юрлани ҫынна усал туни мар-ха.
«Чебоксары 24» портал та видеона вырнаҫтарнӑ, унта Раҫҫей эстрадин хӗрлӗ эрех бокалӗллӗ ҫӑлтӑрӗпе пуҫлӑхсемпе депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлеҫҫӗ.
Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ пулас.
Маларах асӑннӑ порталта пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку фактпа хула администрацийӗнче тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — кам тата мӗне кура видео ӳкерни, ӑна халӑх тетелне мӗншӗн вырнаҫтарни.
«Ирӗклӗх ҫынсене туслаштарать» — ҫапла ятпа Шупашкарта ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери телей кунне халаллӗҫ.
Ку концерта йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртӗ. Концерт тӗп хулари Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче 17 сехетре пуҫланӗ.
«Ырӑлӑх, юрату тата ӑнлану тӗнчине пӗрле кӗрсе ӳкер. Ку атмосферӑра кашниех хӑйӗн телейӗ пирки каласа кӑтартма пултарать», — тенӗ сусӑр ҫынсен «Ирӗклӗх» организацине йӗркеленӗ Павел Никитин.
Концертра сусӑр ҫынсем юрлӗҫ. Унта ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсем, эстрада артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкара Я. Эшпай ячӗллӗ Мари патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем килӗҫ. Ҫав кун Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Ҫурхи юмореска» программӑн премьери иртӗ.
Программӑна «Марий кундем» халӑх инструменчӗсен патшалӑх оркестрӗ хутшӑнӗ. Куракансем Раҫҫей тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсемпе киленӗҫ, фильмсенчи тата мультфильмсенчи кӗвӗсене итлӗҫ.
Палӑртмалла: оркестр - Мари Республикинчи чи лайӑх ушкӑнсенчен пӗри. Вӑл тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссен лауреачӗ, Гран-прие те пӗрре мар ҫӗнсе илнӗ.
Концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.
«Тӗрленӗ шӑлавар, Ҫурҫӗр Америкӑри индеецсен шереписем, хӗрлӗ йӗм ҫийӗн кӑларса янӑ хӗрлӗ кӗпе — ытла мӗскӗннӗн те сумсӑр курӑнать. Хӑвӑр туймастӑр-и вара ҫакна?» — ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра чӑваш эстрада артисчӗсен черетлӗ концертне тишкернӗ май.
«Шӗвӗртӳк аппан амаҫури ывӑлӗ» ят хыҫне пытарӑнса ҫыракан этем пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи концертра пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне палӑртнӑ. «Юрӑҫсен тумтирпе мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармаллах. Ҫамрӑк дизайнерсем пайтах!» — тиркенӗ вӑл сцена ҫине тухакан чӑваш эстрада юрӑҫисене. Килӗшекен ҫын та тупӑннӑ ятне кӑтартмасӑр ҫыракан автора. «Тумтир тӗлӗшӗнчен Фаина Васнар питӗ савӑнтарчӗ. Оперӑпа балет театрӗн витӗмӗ туйӑнчӗ темелле пуль. Ун ҫине пӑхсанах культура варкӑшӗ вӗрнӗн туйӑнчӗ», — ырланӑ вӑл.
Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ирттернӗ мероприятире Людмила Кинер юрӑ авторӗсене аса илмен имӗш. Ҫакна Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ. «Куракансем каласа пачӗҫ... Питӗ шел, концерт вӑхӑтӗнче авторсене аса илменнине ханӑхрӑмӑр ӗнтӗ... Юрӑҫсем куна вӑхӑт ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ... Конкурсра та пулсан хӑть аса илесчӗ... Автор прависен саккунне ахаль ҫырмаҫҫӗ пек туйӑнать... Ҫакна шута илӗр-ха, тархасшӑн, Вера Севастьяновна Архипова, эх, совет саманинчех лайӑхчӗ ҫав.. Авторсене питӗ хисеплетчӗҫ... Концертсенче те авторсене аса илме пуҫласан тата та аванрах пулӗччӗ... Хамшӑн тӑрашатӑп тесе ан шутлӑр... Мана пачах та кӳрентермеҫҫӗ... Асӑнсах тӑраҫҫӗ... Хама хам хӳтӗлеме вӗренсе ҫитрӗм... Анчах та пурте ман пек чӑрсӑр мар ҫав...», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Евгений Кузнецов (халӑх ӑна концерт, ташӑ йӗркелекен пек пӗлет) ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Контактра халӑх тетелӗсенчен Киремет ТВ ушкӑнра пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Евгений Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ирттерекен "Пасаркасси мыскари" шоу-концерта кӗрес шухӑшпа пынӑ. Комментарире хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, урамра кинемейрен 100 тенкӗпе билет туяннӑ. Культура керменӗн хуралҫисем ӑна: «Сана кӗртме хушман», — тесе малалла иртме чарнӑ. Кун пек хушӑва ҫӳлерех асӑннӑ союз Президенчӗ Алина Федорова панӑ имӗш. Президента епле итлес мар?
Пӑтӑрмаха сӳтсе явакансем Евгений Кузнецова тепрехинче ӑслӑрах пулма, видео ӳкерме сӗннӗ. Культура ҫурчӗ - халӑх ҫӳрекен вырӑн. Ҫын хӑйне йӗркеллӗ тытсан, билет туяннӑ пулсан унта кӗме чарма никамӑн та ирӗк ҫук.
Мӗнле хура кушак чупса каҫнӑ Кузнецовпа Федорова хушшинчен? Йӑлтах ҫав Киремет ТВ ушкӑн айӑплӑ иккен. Ҫавӑнта Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ, унӑн Президенчӗ пирки калакан постсем кӑларнӑ. Алина Федорова ку Женя Кузнецовӑн ӗҫӗ тесе шухӑшланӑ пулас.
«Эревет» ансамбль иртнӗ шӑматкун Кремльти кермен сцени ҫине тухнӑ. Концерта Анастасия тата Захар Заволокинсем ертсе пынӑ. Мероприятине «Янра, хут купӑс!» телепроект йӗркелӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Геннадий Заволокин ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Республикӑри ачасен халӑх инструменчӗсен кӑтартуллӑ «Эревет» ансамбльне 28 ача ҫӳрет. Мускава вӗсем тата пысӑкрах йышпа, 35-ӗн, кайнӑ. Йышра унччен ансамбле ҫӳренисем те пулнӑ.
Мускаври Кремльти сумлӑ сцена ҫинче Чӑваш Енри 11 хут купӑсҫӑ, 5 параппанҫӑ, 6 контрабас-балалайкӑҫӑ тухнӑ. Унсӑр пуҫне шӑпӑр, шӑхлич, ытти инструмент калакан пулнӑ.
1981 ҫулта йӗркеленнӗ «Эревет» чылай ҫӗршыва: Италие, Францие, Германие, Бельгие, Голландие, Австрие, Словение, Словакие, Венгрие, Дание, Швецие, Финляндие, Турцие тата ытти ҫӗре — ҫитсе курнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов юрлама та пултарать. Унӑн ҫакӑн пек пултарулӑхӗпе паллаштаракан видеона тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Ҫак кунсенче вара Владимир Николаевич Ҫӗнӗ Шупашкарти сцена ҫине тухнӑ. Пӗччен мар. «Ҫеҫпӗл» ансамбльпе.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Любовь к Родине начинается с семьи» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратасси ҫемьерен пуҫланать) концерт иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн кӑҫалхи стипендиачӗсене, хулари хастар нимеҫӗсене, амӑш укҫине тивӗҫнӗ ҫемьесене чысланӑ.
Вӗсене чыслама пуҫличчен ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова сӑмах каланӑ. Уява тӗрлӗ ушкӑнсен концерт программи илемлетнӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тата «Ҫӗнӗ формат» продюсер центрӗ ҫӗнӗ концерта йыхравлать. «Кулас та килет, юрлас та килет!» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Концертра кулӑшпа сатира театрӗн артисчӗсем Леонид Петров, Ольга Ухтерикова, Николай Кляжев, Чӑнкӑ чӑваш бабкисем тата ытти артистсем пулӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе Константин Евруков, Полина Борисова, Андрей Думилин, Диана, Михаил Араскал, Любовь Семенова, Ольга Терентьева тата ыттисем савӑнтарӗҫ.
Билет хакӗ 250 тенкӗ. Туянма кӑмӑл пулсан 51-25-20 е 60-60-42 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |