Елчӗк районӗнче хӗллехи сивӗ кун «шӑрӑх» пулса илнӗ. Ку ҫанталӑкпа ҫыхӑнман. Елчӗксем «От озорства до святости» пысӑк концертра савӑннӑ.
Концерта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем пухӑннӑ. Ытларах — ватӑсем. Пурте Раҫҫейри ылтӑн купӑсҫӑсен пултарулӑхӗпе киленме пултарнӑ. Концерт хыҫҫӑн халӑх фойере чӑваш ташшине ташланӑ.
Халӑх кӑмӑлтан савӑннӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем хӑйсене темиҫе ҫул ҫамрӑкланнӑн туйнӑ. «Семеновна», «Играй, гармонь» телекӑларӑма хутшӑннисем концертра халӑх кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Ертсе пыраканӗ Мускав ҫывӑхӗнчи купӑсҫӑсене лидерӗ Сергей Борискин композитор пулнӑ.
Сӑнсем (10)
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти «Николаевски» пасарта «Купӑста — 2014» фестиваль ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Фестивале тӗрлӗ район ҫыннисем купӑстаран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ, курав йӗркеленӗ.
Фестиваль сценарийӗпе килӗшӳллӗн тӗрлӗ конкурсем иртрӗҫ, пухӑннисем купӑстаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе паллашрӗҫ, ҫисе пӑхма та пултарчӗҫ, концерт курчӗҫ.
Республикӑри шкул ачисем тата вӗрентекенсем хушшинче купӑстана халалласа темиҫе номинаципе пултарулӑх конкурсӗсем иртнӗ. Пухӑннисем фото ӑстисен сӑнӳкерчӗкӗсемпе, ҫыру ӑстисен хайлавӗсемпе те хаваспах паллашрӗҫ. Кунтах ҫак ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене диплом тата парнесем парса чысларӗҫ.
Паян, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, «Вокзал — Vauxhall» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче Тольяттири этника мусӑкҫин Владимир Владимировӑн концерчӗ иртнӗ.
Юрӑҫ вокзалта кӗслепе бард юррисене шӑрантарнӑ. Чӑн та, концерта куракан сахал пулнӑ. Ахӑртнех, кун валли вӑхӑта тӗрӗс мар суйлнӑ — ун чухне вокзалта ҫын хӗвӗшмен. Ҫапах кашни юрра хапӑлласа, алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Куракансен йышӗнче ачасем те пулнӑ.
«Выйду в поле с конем» юрра (сӑвви — А.Шагановӑн, композиторӗ — И.Матвиенко) куракансем те пӗрле юрланӑ. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ… Концерт сисӗнмесӗрех вӗҫленнӗ.
Тӗрӗссипе, «Вокзал — Vauxhall» проектпа килӗшӳллӗн иртекен концерт чылайӑшӗшӗн ҫӗнӗлӗх. Шупашкарсемшӗн те вӑл кӗтменлӗх, ҫӗнӗлӗх пулса тухнӑ.
Сӑмах май, Владимир Владимиров студент чухнех Евангелипе, Ашни-Йогӑпа кӑсӑкланнӑ, Алма-Атари мӑнастирьте пурӑннӑ, Индие Саи Бабе патне кайнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫри «Шуҫӑм» халӑх фольклор ансамблӗ 20 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫавна май пысӑк концерт иртнӗ.
Ансамбле Валерий Васильевич Фролов 20 ҫул ертсе пырать. Ансамбль 1994 ҫулта йӗркеленнӗ. Унта ҫӳрекенсем хастар, вӑй-хӑватлӑ. Халӗ унта 17 ҫын сукмак такӑрлатать. Ушкӑн тӑван культурӑн йӑли-йӗркине сӳнме памасть.
Уяв концертӗнче Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Секретов, Патӑрьел район администрацийӗн тӗп эксперт специалисчӗ Полина Логунова, Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗн директорӗ Алевтина Овчинникова, Вӑрман районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Агеев тухса калаҫнӑ.
Юбилее паллӑ тума Чӗмпӗрти «Палнай» тата «Сарнай» фольклор ансамблӗсем, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи ушкӑн ҫитнӗ. Уяв «Шуҫӑм» сцена ҫине тухнинчен пуҫланнӑ. Сцена ҫинче чылай юрӑ янӑранӑ.
Сӑнсем (39)
«Бурановские бабушки» фольклор ушкӑнӗ тата хрантсуссен юрӑҫи Мирей Матье пӗрлехи эстрада номерӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ун пирки ТАСС информаци агентстви Удмурт Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Светлана Смирнова пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
«Еврокурав» юрӑ конкурсӗнче темиҫе ҫул каялла ҫӗнтерсе ят ҫӗнсе илнӗ кинемейсем Мускавра Удмурт Республикин ҫулталӑкне уҫнӑ чух сцена ҫине тухӗҫ. Хӑйсем кӑна мар — Мирей Матье юрӑҫпа пӗрле хатӗрленӗ номерпе.
Удмурт Республикин Мускаври ҫулталӑкӗ раштавӑн 7-мӗшӗнче эстрада концерчӗпе уҫӑлӗ. Унта «Бурановские бабушки» ушкӑнсӑр пуҫне «Айкай» тата «Италмас» наци ансамблӗсем, ытти артист пулӗ.
Удмурт Республикин ҫулталӑкне 2015 ҫулта П.И. Чайковский 175 ҫул тултарнине тата Удмурт Республикин 95 ҫулхине халалланӑ.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, чӳк уйӑхӗнче 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра пысӑк уяв концерчӗ пулӗ. Анчах хамӑр патри артистсем мар, ҫӗршыври паллӑ ушкӑн кӑтартӗ. Ҫук-ха, тен, хамӑр патрисем те юрласа ташлӗҫ-и, анчах программӑн тӗп хӑни «Здравствуй, песня» ушкӑн иккенне пӗлтереҫҫӗ.
«Здравствуй, песня» ушкӑн вокалпа инструмент ансамблӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчи хитсемпе килсе ҫитмелле. Пултаруллӑ, пысӑк ӑстасем шупашкарсемпе Шупашкар хӑнисене чӑн-чӑн уяв кӳрӗҫ.
Уяв чӳкӗн 4-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре пуҫланӗ.
Иртнӗ эрнере, юпан 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Турцин патшалӑх телекуравӗн TRT Avaz каналӗн ӳкерӳ ушкӑнӗ пулнӑ, чӑвашсен пурнӑҫӗпе паллаштаракан ӳкерӳсем тунӑ.
Чи малтанах вӗсем Шупашкар районӗнчи Бичурин музейӗпе паллашнӑ. Кайран Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Мошкасси ялӗнче чӑвашсем ҫӑкӑр пӗҫернине, шӳрпе тата шӑрттан пӗҫернине, мунча кӗнине кӑтартакан ӳкерчӗксене ӳкерне. Ун хыҫҫӑн Мошкасси ял клубӗнче таврари ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт кӑтартнӑ.
Хӑнасене чӑвашсемпе паллаштарас ӗҫе Ҫӗньялти культурӑпа хыпарлав центрӗн илемлӗх ертӳҫи Эльвира Альмешкина, халӑх театрӗн режиссёрӗ Зинаида Петрова, Валентин Захаров, Зинаида Павлова, Татьяна Кузьмина тата Шупашкарти трактор тӑвакансен керменӗнчи ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫи Марина Тимукова хастар хутшӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тепӗр ҫӗнӗ шоу хатӗрлеҫҫӗ — хальхинче вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Питӗ пысӑк шоура сире ҫӗнӗ программа кӗтет. Сирӗн умра «Янташ» ушкӑн тата ытти паллӑ артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Билетсене культура керменӗн кассинче, «Детский мир» лавккара тата билет салатакансенчен туянма май пур.
Пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пресс-служби республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев юпан 12-мӗшӗнче Филипп Киркоров юрӑҫпа тӗл пулни пирки хыпарлать. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Шупашкара «Другой» (чӑв. Урӑхла) шоу-программӑпа килнӗ.
Михаил Игнатьев паллӑ юрӑҫа ӑшӑ кӑмӑллӑ чӑваш ҫӗрӗ хапӑл иккенне палӑртнӑ. Филипп Киркоров концерчӗ Шупашкарта Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунне лекнине палӑртнӑ. «Чӑваш Енре пурӑнакансен 42 проценчӗ ялта пурӑнать, эсир пирӗн пата килни — аграри регионӗшӗн парне», — тенӗ Игнатьев.
Унтан Михаил Васильевич Киркорова Шупашкарта юпан 9–11-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртни, унта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хутшӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Форума хутшӑннисем тата мероприяти хӑнисем ӑна йӗркеленине пысӑка хурса хакланине асӑнса хӑварнӑ.
Киркоров вара хӑйне юратакансене лайӑх шоупа савӑнтарассине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 500 вырӑнлӑх зал-и е 100 пинлӗх стадион-и — унӑн коллективӗ яланах тулли йышпа сцена ҫине тухса халӑха савӑнтарать иккен.
Сӑнсем (6)
Юпа уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультетӗнче чӗлхесен Пӗтӗм тӗнчери XIX фестивалӗ пулӗ.
Юпан 25-мӗшӗнче 14 сехетре фестиваль уҫӑлӗ, 15 сехет те 30 минутра чӗлхесен хӑтлавӗ иртӗ.
Тепӗр кунхине, юпан 26-мӗшӗнче, 14 сехетре чӗлхесен хӑтлавӗ иртӗ, 15 сехет те 30 минутра концерт пулӗ.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен 23-02-03 номерпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |