Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли вилӗмсӗр Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Нарспиана» ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Оркестрӑн аслӑ администраторӗ Марина Подъячева ун пирки «хӑйӗн илемӗпе тата пуянлӑхӗпе тӗлӗнмелле» тесе пӗлтерет.
«Нарпи» поэма тӑрӑх хатӗрленӗ музыкӑпа сӑвӑ реминисценцийӗнче Г. Хирпӳн «Нарспи» оперинчи сыпӑксем, Ф. Васильевӑн «Слакпуҫ юррисем» хор валли ҫырнӑ юррисем, А. Асламасӑн, Ф. Павловӑн, И. Пустыльникӑн, В. Иванишинӑн хайлавӗсем янӑрӗҫ.
Тӗлӗнмелле программӑллӑ концерта кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залне йыхравлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ программӑна окрестрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп дирижерӗ Морис Яклашкин хатӗрленӗ.
Солисчӗсем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Сергеева Михаил Мокшанов, ҫавӑн пекех Василий Николаев, Елена Игнатьева, Юрий Унегеров. Вулаканӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов тата Екатерина Александрова.
Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чылай мероприятии пулса иртрӗ.
Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулса ял халӑхне хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарчӗ. Ушкӑнра юрӑҫсем Сергей Павлов, Алина Выйгетова, Аня Ефремова тата Николай Ключников юрланӑ юрӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнчӗ. Аня Ефремовӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫак ялтанах — ялти халӑх юрӑҫсене чунтанах тав турӗ. Вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Альбина Емельянова хӑнана килнӗ артистсене пухӑннисен ячӗпе саламласа вӗсене пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫусемпе телей сунчӗ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫак ушкӑн Курнавӑшри ял ӗҫченӗсене хӑйсен илемлӗ юррисемпе чуна тивтермелли концерт кӑтартрӗҫ. Ялхалӑхӗ артистсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗ, ку тӑрӑхри халӑха малашне те концертсемпе савӑнтарма чӗнсе каларӗ.
Курнавӑшри Культура ҫуртӗнче ҫулленех кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче «Сурхури» уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Ольга Шмелева ҫамрӑксем валли те, аслисем валли те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсене сурхури йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарнӑ.
Раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче «Пӗрле утни — 2015» Ҫӗнӗ ҫул парачӗ иртет. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Тӗрӗсрех, ҫавӑн чух вӗсене шута илме пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗ евӗр тумланнисен тӗрлӗ номинацире хаклӗҫ: «Хӗл Мучин чи лайӑх тумӗ», «Юрпикен чи лайӑх тумӗ», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ушкӑнӗ». Чи лайӑх Хӗл Мучине Сочине кайма путевка кӗтет.
Конкурса ҫынсем кӑна мар, капӑрлатнӑ машинӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Автомоболистсен ассоциацийӗпе Шупашкар хула администрацийӗ «Ҫӗнӗ ҫул автокарнавалӗ» конкурс йӗркелет. Ҫӗнтерӳҫӗне 500 литр бензин парассине пӗлтереҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 23-50-93, 37-55-66.
Концерт юратакансем Хӗрлӗ лапама васкамалла. Унта «Здравствуй, песня» вокалпа инструмент ансамбль концерчӗ иртӗ. Унтах маларах асӑннӑ конкурссене пӗтӗмлетӗҫ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелти вӑтам шкулта романса юратакансен каҫӗ иртнӗ.
Шкулти ҫавӑн пек уява вӗрентекенсем те, шкул ачисем те пухӑннӑ. Романссене вӗсем шӑплӑха путса итленине пӗлтереҫҫӗ. Уяв каҫне пухӑннисем О. Погудин, И. Крутов, А. Малинин репертуарӗнчи хайлавсене суйланӑ. Максим Терентьевпа тата Валерия Казакова чунтан та ӗнентерӳллӗн юратнине пӗлтереҫҫӗ. Ачасенчен учительсем те юлман. Романс юрланисен хушшинче — М.В. Григорьева математик, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Акчурина тата В.В. Любимова. Вокалистсен тӗп пулӑшуҫи гитара пулнӑ.
Чӑваш Енре Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. Ҫавна май республикӑри районсенче концертсем йӗркелеҫҫӗ. Владимир Путин Раҫҫейре Культура ҫулталӑкне обществӑна культура ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, культурӑпа истори еткерне сыхласа хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнчи клуб музейӗнче Культура ҫулталӑкӗн пӗтӗмлетӳллӗ концерчӗ иртнӗ.
Ҫак кун Апаш клубне ку тӑрӑхри пур пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ: «Ивушка» хор ушкӑнӗ, «Импульс» ташӑ ушкӑнӗ, «Шурӑ акӑш» хор ушкӑнӗ, «Ӳнер сӑмахӗ» клуба ҫӳрекенсем тата Апашри халӑх театрӗ.
Концерт халӑха килӗшнӗ. Ку кашни юрӑ хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинчен те паллӑ пулнӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ ялсене тухса ҫӳресе халӑха савӑнтарасси йӑлана кӗнӗ. Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗн культура ҫуртне Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Концерт халӑх пултарулӑхӗн уйӑхлӑхӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ. Ҫапла майпа ку тӑрӑхрисем Культура ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе ӑна хупнӑ.
«Шурӑмпуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗн ӳнер ертӳҫи — Луиза Митрофанова, аккомпаниаторӗ — Илья Степанов.
Концертра сцена ҫинче юрӑсем, такмаксем, шӳтсем янӑранӑ, ташланӑ. Куракансем вӗсен пултарулӑхӗпе киленсе мӗн концерт вӗҫленичченех хыттӑн алӑ ҫупнӑ.
Сӑнсем (9)
Раштавӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти филармони залӗнче «Юхать юхӑм шыв» вокалпа хореографи композицийӗн премьера кӑтартӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Гранчӗпе сцена ҫине кӑларнӑ.
Филармонин тулли залне чӑваш фольклорне юратакансем пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра тӗрлӗ ҫулхисем пулнӑ. Концерт пуҫланас умӗн халӑх умне тухнӑ ансамблӗн ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев проектпа паллаштарнӑ. Музыка хайлавне пухма тӳпе хывнисене вӑл ятран асӑнса хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче фольклора пухакансем те, композиторсем те пур. Сӑмахран, Зинаида Козлова, Лолита Чекушкина, Елена Шурту, Александр Осипов.
Куракансем ҫӗнӗ юрӑсене кӑмӑлтан итленипе, ташӑсемпе киленнипе пӗрлех ҫӗнӗ тумтире те асӑрханах. Ара, ку композици валли ҫӗнӗрен ҫӗлеттернӗ. Пӗтӗмпе 80-а яхӑн костюм ҫӗлеттернӗ, 110 ытла мӑшӑр пушмак туяннӑ. Концерт «Слакпуҫӗнчи туй» вокалпа хореографи сюитипе вӗҫленнӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх филармонийӗн пысӑк залӗнче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн 90 ҫулхине халалланӑ уяв каҫӗ иртнӗ.
Юбилей ячӗпе вӗсене республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ. Вадим Ефимов министр ансамбль чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине перекетлӗ тытса тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Ушкӑна вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе саламланӑ. Ансамблӗн балет артистне Николай Игнатьева «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Балетӑн тепӗр артистне Наталия Алимована «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприяти вара ансамблӗн историйӗпе паллаштаракан документлӑ фильм кӑтартнипе пуҫланнӑ. Унтан пуян та асра юлмалла программа кӑтартнӑ. Зал артистсене ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ.
Сӑнсем (9)
Тӑвай районӗнчи Тушкилти информаципе культура центрӗнчи «Сурпан» фольклор ансамбльне 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Коллектива Наталия Георгиева ертсе пырать, Людмила Камасева баянпа хавхалантарать.
«Сурпан» ансамбль Элӗк, Вӑрмар, Елчӗк, Комсомольски, Ҫӗрпỹ районӗсенчи куракансене те хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ку коллектив Шупашкар хулинчи «Акатуй» уява та тӑтӑшах хутшӑнать.
Ансамбле паян 16 ҫын ҫỹрет. Тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, тивӗҫлӗ канӑва кайнисем те пур иккен вӗсен хушшинче.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Тӑвайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче культура ҫулталӑкне вӗҫлекен, ӗҫсене пӗтӗмлетекен концерт иртмелле. Унта «Сурпан» та пулӗ.
«Павлов кунӗсем» музыка фестивалӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин пӗчченшер тата хорпа юрлакан уйрӑмӗ «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» театрализациленӗ концерт-спектакль кӑтартнӑ.
Каҫа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев академик тата Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова профессор хутшӑннӑ. Шӑпах ҫаксем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче халӑх юррисене юрласси чакнине асӑрхаса чӗртсе тӑратма шут тытнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Культура министерстви.
Программӑра Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи фольклорне кӑтартнӑ. Уявӑн иккӗмӗш каҫне чӑваш фольклорне халалланӑ. Уяв хӑнисене Самар облаҫӗнчи «Епле килтӗр, тӑвансем» хӑна юррипе уҫнӑ, кайран анатри чӑвашсен «Саккӑрӑн, саккӑрӑн» ташӑ такмакӗсем малалла тӑснӑ. Людмила Петухова ертсе пыракан «Янтал» фольклор ансамблӗн юрри-ташшине те куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтӗнче ушкӑн 50-а яхӑн концерт кӑтартать иккен. Хальхинче вӑл Пушкӑртстанри, Тутарстанри тата Сарту тӑрӑхӗнчи юррисене, ҫавӑн пекех анатри чӑвашсен такмакӗсене шӑрантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |