«Асӑрхӑр! Ҫапла! Ҫапла! Ҫапла! Кӗтсе илтӗмӗр!» — хӑйсем патӗнче иртекен чӑваш эстрада артисчӗсен гала-концерчӗ пирки хавасланса пӗлтернӗ Питӗрти тата Ленинградри чӑвашсен Фейсбукри ушкӑнӗнче.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Питӗрти «Буревестник» (чӑв. Тӑвӑл кайӑкӗ) концерт программи те паллӑ. Унта Валерий Клементьев, Алена Акӑшпи, Вячеслав Александров, Роза Степанова, Людмила Кинер чӑваш эстрада артисчӗсем; Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Мурманск, Мускав, Чулхула, Самар, Тӗмен тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Мускаври, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнчи тата Эстонири Таллинти тата Нарва хулисенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енри сакӑр ача Мускаври Кремль керменӗнче раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртекен Раҫҫейри ачасен хорӗнче юрлӗ. Уява ҫӗршыври Ача-пӑча вунӑҫуллӑхне халалланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, сумлӑ хор йышне Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хорӗн солисчӗсем Женя Сбитнев, Таня Григорьева, Матвей Савинкин, Юля Чапрасова, Юля Матвеева, Соня Иванова, Аня Трифонова тата Дарина Данилова кӗнӗ. Вӗсен илемлӗх ертӳҫине Александра Васильевӑна Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн хормейстерӗ пулма йыхравланӑ.
Ачасем Мускава тухса кайнӑ та ӗнтӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем вӗсем валли кӑсӑклӑ хушма программа хатӗрленӗ. Шкулта вӗренекенскерсене Раҫҫейӗн тӗп хулине экскурсие илсе тухӗҫ, музейсенчи куравсене илсе кайса кӑтартӗҫ.
Тӗменти наци культурисен «Строитель» керменӗн чӑваш культурин пайӗн ертӳҫин Надежда Омельченкон «Поющие сердца» (чӑв. Юрлакан чӗресем) концерчӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем унӑн юррисемпе композицийӗсене кӑна мар, Тӗменти «Тӑван», Горьковка ялӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбльсемпе киленнӗ.
Надежда Николаевнӑн концертне наци культурине пулӑшакан «Ентешлӗх» фонд пулӑшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова солистсем те хутшӑннӑ. «Казачата» ача-пӑча ушкӑнӗ, «Этнос» вӗренӳ ушкӑнӗ те куракансене савӑнтарнӑ. Наталья Славина хӑй юррисене шӑрантарнӑ, Ксения Кучкильдинова чӑваш юррисемпе сцена ҫине тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи концерта Мария Байкалова поэт та хутшӑннӑ. Уяв пирки «Ентешлӗх» ушкӑн хыпарлать.
Лайӑш районӗнчи Габишево салинче Амӑш куннӗ ячӗпе ирттернӗ концертра чӑвашла тумланнӑ ача те сцена ҫине тухнӑ. Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫатра Александра Романова пӗлтернӗ тӑрӑх, шурӑ тумлӑ Мария Яковлева юратнӑ та хаклӑ амӑшне «Ман аннен паян ҫуралнӑ кунӗ» юрӑпа саламланӑ. «Чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ, шӑпчӑк саслӑ хӗрачана куракансем тахҫанччен сцена ҫинчен ямарӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Чӑвашсем нумай кунта», — хыпарланӑ хаҫатҫӑ.
Габишевӑри вӑтам шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Мария мӗн пӗчӗкренпех вырӑнти Культурӑпа спорт центрне ташлама ҫӳрет иккен.
«Юрлама пуҫласси унӑн пӗр кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ. Виҫӗ ҫул каялла, хӗрӗм 2-мӗш класра вӗреннӗ чухне, шкулта халӑхсен туслӑхне халалласа наци уявне йӗркелеме шухӑшланӑ. Вӗрентекен ӑна чӑваш юррине вӗренме ыйтнӑ. Эпир ашшӗпе иксӗмӗр те чӑваш пулнине кура тархасланӑ пуль те-ха. Шухӑша путрӑмӑр вӗт – «Кукаҫипе куками» юрӑ пуринчен те ҫӑмӑлраххи пек туйӑнчӗ», — каласа кӑтартнӑ хӗрачан амӑшӗ Елена Яковлева.
Нумаях пулмасть Шупашкар хулин «Классика» муниципалитет капелли урамра концерт лартнӑ. Куракансене вӑл уҫӑ темиҫе лапамра савӑнтарнӑ.
Хӗллехи концертсен серине пултарулӑх ушкӑнӗ П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнчи лапамран пуҫланӑ.
Капеллӑн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакансем ҫак хор коллективне кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ. Конституци кунӗ умӗнхи концерта Тӑван ҫӗршыва халалланӑ. «Классика» капелла Чӑваш Енӗн тӗп хулине халалланӑ юрӑсене те кӑмӑлтан шӑрантарнӑ.
Валерий Рыбаков, Татьяна Коротунова, Татьяна Карпова, Татьяна Чекушкина, Надежда Данилова, Марина Берман, Геннадий Петров, Евгений Ивановский, Наталия Петрова, Анатолий Данилов, Михаил Иванов, Елена Емельянова, Андрей Абашин, Мария Добрынина солистсем кашни номере хавхаланса юрланӑ. Концерта ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Галин, капеллӑн художество ертӳҫи тата тӗп дирижерӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ куььтура ӗҫченӗ Александра Васильева ертсе пынӑ.
Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта» ятлӑскер Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче раштавӑн 21-мӗшӗнче иртмелле. Сире унта 18:30 вӑхӑталла кӗтеҫҫӗ.
Концертра ҫӗнӗ юрӑсем те, халӑх кӑмӑлне кайнисем те янрӗҫ.
Билет хакӗ 400 тенкӗ. Туянас кӑмӑл пур пулсан Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменте, «Ача-пӑча тӗнчи» суту-илӳ ҫуртӗнче, «Меридиан» суту-илӳ центрӗнче туянма пулать. Уйрӑм ҫынсем те сутаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 608-609, 8-903-359-40-92.
Питӗр хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен ансамблӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, икӗ ҫул тултарнӑ.
«Кевер» (вырӑсла ҫак сӑмах бриллиант тесе куҫать) ятлӑ ташӑ ушкӑнне Ян Федоров ертсе пырать. Коллектив йышӗ пуҫтарӑнса ҫитнӗ темелле мар, мӗншӗн тесе йыша ҫӗнӗ ҫынсене илсе ташлама вӗрентме хирӗҫ мар. Ушкӑна пайташӗсем хӑйсене кеверҫӗсем теҫҫӗ иккен. Ансамбле йӗркеленине вӗсем «чӑваш юхӑмне аталантарассипе тунӑ пысӑк утӑм» тесе хаклаҫҫӗ.
Кӗске вӑхӑтрах ушкӑн хӑйӗн репертуарне хӑйне евӗр хореографи номерӗсене кӗртнӗ. Анчах унпах лӑпланасшӑн мар маттур ҫамрӑксем — репертуара малалла та пуянлатасшӑн.
Ҫамрӑк ушкӑн Питӗрти тӗрлӗ сцена ҫине тухса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Кӑҫал вӑл Национальноҫсен ҫурчӗ йӗркеленӗ «Мы — вместе» (чӑв. Эпир пӗрле) пултарулӑх отчетне хутшӑннӑ. Эстоние те чӗннӗ ансамбле.
Раҫҫейӗн этнографи музейӗпе те туслӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ, «Акатуй», «Кӗр уявӗ» наци уявӗсене хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкара «Еврокурава» кайма хатӗрленекен Юлия Самойлова килӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртекен ыркӑмӑллӑх концертне хутшӑнӗ.
Сусӑр ачасене пулӑшакан мероприяти «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх марафонӗпе килӗшӳллӗн иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунне халаллӗҫ.
Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Юлия Самойлова ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗ, вӑл ятарлӑ хӑна пулӗ. Концертра Шупашкарти чи лайӑх ушкӑнсем те юрлӗҫ. Кунсӑр пуҫне «Хӑвӑн ӗмӗтне ӳкер» ӳнер ӗҫӗсен куравӗ иртӗ.
Концерт 14 сехетре пуҫланӗ. Унта 400-700 тенкӗпе кӗме пулать.
Фонограммӑпа юрлакансене «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра арҫын ачаран тӗслӗх илме сӗннӗ. Хӑйӗн ятне пытарса Шӗвӗртӳк аппа тесе ҫыракан ҫав этем ҫапла ҫавӑрттарнӑ: «Пустуях калаҫҫӗ: куракан фонограмма плюспа юрланине йӗркеллӗ пулӑм евӗр йышӑнать, хӑнӑхрӗ тесе. Ҫакна хирӗҫлес килет. Ҫынсем искусствӑллӑ хӑтланусенчен йӑлӑхрӗҫ, вӗсем чӑн-чӑннине курасшӑн. Полина Борисовӑн концертӗнче эпӗ хам асӑрхарӑм ҫакна.
Полина ашшӗпе пӗрле номер хатӗрленӗ. Раҫҫей культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий пичче купӑс каласа хӗрӗпе пӗрле халӑх юррине шӑрантарчӗ. "Ҫапла мӗн пӗчӗкрен аттепе пӗрле юрласа ӳснӗ эпӗ", - аса илчӗ Полина. Вӗсене зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ. Чи лайӑх номер пулчӗ вӑл маншӑн. Патреккелтен ҫитнӗ фольклор ушкӑнне те лайӑх йышӑнчӗ куракан. Полинӑн ывӑлӗ Максим, амӑшӗн пӗр концертӗнчен те юлманскер, хальхинче «Кампур» юрра шӑрантарчӗ. Хӑйсене чӑваш эстрадинче ят-сум ҫӗнсе илнӗ тесе шутлакан юрӑҫсене ҫак арҫын ачаран тӗслӗх илме сӗнес килет: Максим пек чӗрӗ сасӑпа юрлӑр! Вара сирӗншӗн те алӑ ҫупма ӳркенмӗҫ».
Шупашкарта чӑваш артисчӗсемпе мусӑкҫисем, режиссерӗсем валли продюсер центрӗ уҫӑлнӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ центра «Ҫӗнӗ формат» ят панӑ.
Продюсер центрӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак центр республикӑри артистсемпе мусӑкҫӑсемшӗн, режиссерсемшӗн шанчӑклӑ тӗрев пулассине, аталанма пулӑшассине каланӑ. Тин ҫеҫ йӗркеленнӗ «Ҫӗнӗ форматӑн» директорӗ Сергей Кузнецов пулӗ, центр вара республикӑри артистсен районсенчи, чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчи гастроль турӗсене, уйрӑм концерчӗсене йӗркелӗ, чӑваш музыка искусствине халӑхра сарса тата аталантарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |