Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртӗ. Ӑна чӑвашсем валли букварь хатӗрленӗ, чӑваш шкулӗсем уҫнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, чӑваш литературин никӗслевҫи Константин Иванов ҫуралнӑранпа 128 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие ирттерме Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшать. Пуҫаруҫисем — Чӑваш наци музейӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ, ЧППУри И.Я. Яковлев музейӗ, Чӑваш наци вулавӑшӗ, А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ, Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ.
Мероприятие Аҫтӑрхан облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Мари Элти, Дагестанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи, Чӑваш Енри халӑх поэчӗсем, халӑх юррин ансамблӗсемпе фольклор коллективӗсем хутшӑнӗҫ.
Патӑрьелӗнчи тӗп вулавӑша кӗнеке вулакансенчен пӗри, Н.В. Кошелева, «Вӗсем ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ» кӗнекене парнеленӗ. Кӗнекене Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен шкулӗнче ӗҫленӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ учительсене халалланӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан та вӗсем хӑйсен пурнӑҫне вӗрентӳпе ҫыхӑнтарнӑ. Автор кӗнекене вӑрҫӑ паттӑрӗсем тата вӗсен тӑванӗсем каласа панӑ тӑрӑх ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех, ветерансен дневникӗсемпе, тӑванӗсене ҫырнӑ ҫырусемпе, кивӗ хаҫатсемпе усӑ курнӑ.
Кӗнеке Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра 2018 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Авторӗ - Надежда Кошелева, Аслӑ Чементи вӑтам шкулти акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ. Автор вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем те ҫырать. Надежда Васильевна — акӑлчан чӗлхипе 2 методика пособийӗн авторӗ.
«…Каланисем йӑлтах чӑн мар та,
Сан йышшисем ҫавах сахал.
Кӗрешӳри ӗҫчен Юмартӑм,
Эс маншӑн халь те ИДЕАЛ!» — ҫакӑн пек сӑвӑ йӗркисене вуланӑ ӗнер Виталий Родионов профессор Геннадий Юмарта халалласа. Паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, фольклорисчӗ, ҫыравҫи, поэчӗ, куҫаруҫи 80 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ятарлӑ каҫ ирттернӗ.
Унта паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, Геннадий Юмарта сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Уяв каҫне вулавӑшпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркеленӗ. Сакӑр теҫеткери юбиляр та унта ҫитнӗ. Геннадий Юмарт ӗҫне пурте пысӑка хурса хакланӑ. Искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев профессор, сӑмахран, Геннадий Юмарта «чи тӑрӑшуллӑ тӗпчевҫӗ тата фольклора пӗлекен» тесе мухтанӑ.
Чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пичетленнӗренпе кӑҫал — 110 ҫул. Ҫавна май Вӑрмарти тӗп вулавӑшӑн таврапӗлӳлӗх секторӗ «Шедевр чувашской поэзии. Чӑваш поэзийӗн хайлавӗ» ятпа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Курав темиҫе ярӑмран тӑрать: «Поэме «Нарспи – 110 лет» (чӑв. «Нарспи» поэма — 110 ҫулта), «Нарспи – жемчужина чувашской поэзии» (чӑв. Нарспи — чӑваш поэзийӗн ахахӗ), «Живое наследие К. Иванова» (чӑв. К. Ивановӑн чӗрӗ эткерлӗхӗ). Вӗсенчен кашниех поэтӑн кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарать.
Паянхи куна «Нарспи» поэмӑна тӗнчери халӑхсен ҫирӗме яхӑн чӗлхине куҫарнӑ. Ҫап-ҫамрӑк пуҫпа ҫавӑн пек хайлав ӑсталанӑ поэтӑн ячӗ чӑннипех те вилӗмсӗр.
Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пушӑччӗ. Ун ҫине кам ларасси паян паллӑ пулчӗ. Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ хушу тӑрӑх, ку должноҫе Муркаш район администрацийӗн культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Елена Чернова йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Елена Чернова 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче тата Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх ӗҫӗн академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1991 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Муркашри ача-пӑча тӗп библиотекин методисчӗ, районӑн тӗп вулавӑшӗн аслӑ библиографӗ, методикӑпа библиографи пайӗн пуҫлӑхӗ, районти библиотекӑсен тытӑмӗн директорӗ, район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн эксперт специалисчӗ...
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 18 сехетре клуб хастарӗсем Надежда Ильинапа тӗл пулӗҫ.
«Надежда Геннадьевна Вӑрнар районӗнчи Мӑн Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче, унтан университетри аспирантурӑра вӗреннӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидат диссертацине хутӗленӗ. Студентсене вӗрентнӗ», — пӗлтернӗ клуб хӑни пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра.
Надежда Ильина чӑваш литературине «Хӗр Кӗлетки» ятлӑ калавпа кӗнӗ. Ытти паллӑрах хайлавӗсем: «Юлашки кӗр», «Шӑранса та пӗтми», «Чӑнлӑх чечекӗ», «Пӑхнӑ иккӗн кантӑкран», «Турӑсӑр тупнӑ телей», «Даниил».
Ӗнер, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» (чӑв. Иван Яковлев — чӑваш культурин патриархӗ ) темӑпа вулавӑш диктанчӗ иртнӗ. Диктант ҫырма республикӑри 170 лапамра — вулавӑшсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче — май туса панӑ.
Акцие хутшӑнакансен Иван Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ 20 ыйтӑва хуравлама тивнӗ. Тӗрӗс хуравшӑн 5 балл лартӗҫ.
Вулавӑш диктантне мӗнпур район хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уйрӑмах хастаррисем Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Тӑвай, Канаш, Комсомольски тата Элӗк районӗсем пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хӑйсен пӗлевне студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулавӑша ҫӳрекенсем тӗрӗсленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вулавӑш корпусне тӗпрен юсасшӑн. Здание тулашӗнчен кӑна мар, шалтан та ҫӗнетӗҫ. Анчах хальлӗхе ЧПУ фасадне улӑштармашкӑн кӑна 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Аукцион ирттересси пирки ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпар лартнӑ. Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Электрон суту ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Юсав ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Сӑмах май, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусне 1985 ҫулта хута янӑ. Вулавӑш вара унта 1990 ҫулта ҫеҫ куҫнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнче «Иван Яковлев – Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр» ятпа Яковлев вулавӗсем районти конкурс иртнӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса 5—11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Конкурса районти тӗп, Асанкассинчи, Пуянкассинчи, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи, Анат Чаткасри, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри, Кивӗ Чукалти, Карапай Шӑмӑршӑри, Чукалти, Хайпӑлари, Васанти вулавӑшсенчен 19 заявка ҫитнӗ.
Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, вулавӑш пуҫлӑхӗ тата вулавӑш ӗҫченӗ хакланӑ.
«Илемлӗ сӑмах» номинацире Шӑмӑршӑри вӑтам шкулти Максим Чураков ҫӗнтернӗ, «Илемлӗ вулав» номинацире — Виҫпӳрт Шӑмӑри Анна Мульдиярова, «Инсценировка» номинацире — Васанти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑ пултарулӑхне тишкерӗҫ. Ольга Иванова (чӑн хушамачӗ ҫавӑн пек) Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫлет.
Литература клубне пыракансем Ольӑн «Чӑлах пуканисем» кӗнекине кӗнӗ хайлавӗсене тишкерӗҫ.
Унчченхи тӗлпулусенчен пӗринче Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне, пуш уйӑхӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явнӑччӗ.
Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист Фейсбукра тахҫанах ҫапла ҫырса хунӑччӗ: «Кӗнекинчи пур калавне те вулатпӑр, пур калавӗ пирки те калаҫма пултаратпӑр, кам хӑшӗн ҫинчен калаҫасшӑн».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |