Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн таврапӗлӳлӗх тата наци литературин пайӗнче Светлана Гордеева поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Вулавӑш «Юбиляры года» (чӑв. Ҫулталӑкри юбилярсем) ярӑмпа мероприятисен ярӑмне йӗркелеме палӑртнӑ. Светлана Гордеевӑпа тӗл пулма Шупашкарти 17-мӗш шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Светлана Денисовна Гордеева — поэт ҫеҫ мар, художник, журналист. Вӑл 1968 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинче ҫуралнӑ.
Ачасем Денис Гордеев ҫыравҫӑн хӗрӗ сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланипе кӑсӑклансах паллашнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене «Молодежный курьер» хаҫатра пичетленӗ. 2004 ҫулта «Литературная Чувашия» журналта унӑн сӑввисен суҫлӑ ярӑмӗ кун ҫути курнӑ. «Хаваслӑ карусель=Веселая карусель» сӑвӑсен пуххи 2012 ҫулта республикӑри конкурсра чи вуланакан кӗнеке ҫӗнтернӗ.
Экологи ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. ЧР Наци вулавӑшӗшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Петр Маркин ҫыравҫӑ вулавӑша хӑйӗн 150 кӗнекине парнеленӗ. Вӗсем – ҫутҫанталӑк пирки.
Петр Маркин пултарулӑхӗ ҫутҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл – лесник ывӑлӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи картунра ӳснӗ. Ҫыравҫӑ ҫутҫанталӑк чунне лайӑх ӑнланать. «Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни – телей. Ҫакна ҫынсем ӑнланччӑр», - тет вӑл.
Петр Маркин кашни ҫулах вулавӑша кӗнекесем парнелет. Уншӑн кӗнеке сутасси пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑскерсем вулакан чунне кӗччӗр.
Наци вулавӑшне лекнӗ кӗнекесем республикӑри пур вулавӑша та лекӗҫ. Петр Григорьевичӑн кӗнекисем унчченхи ҫулсенче чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Кӑҫал ҫырнӑ «Волк шел к людям» тата «Земляничная поляна» кӗнекесем – сӑвӑсемпе новеллӑсен пуххисем – вулакансен чунне хускатасса шанать автор.
«Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ, Ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсен чӑваш чӗлхине аталантарас енӗпе ӗҫлекен «Аталану» ассоциацийӗ https://vk.com/atalanu тата ют чӗлхесен «Язык для Успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӗ https://vk.com/language_for_success чӑваш чӗлхине вӗренес кӑмӑллисем валли кӗске вӑхӑтлӑх тӳлевсӗр (!) курс йӗркелет.
Занятие Чӑваш Енӗ Наци вулавӑшӗнче кӗҫнерникунсерен 17 сехет те 45 минутра 208-мӗш аудиторире ирттерӗҫ. Чӑваш чӗлхине Александр (Алпарух) Блинов вӗрентӗ.
Маларах эпир Алпарух Блинов Финляндири Вӗрентӳ министерстви кӑларнӑ «Многоязычие — подлинное искусство» брошюрӑпа паллашма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Кӑларӑма, аса илтерер, иммигрантсем валли вӗсене тӑван чӗлхепе усӑ курма чӗнсе кӑларнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Фаина Краснова 60 ҫул тултарать. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗнче ҫуралнӑ.
Паллӑ спортсменка юбилейӗ тӗлне Патӑрьел районӗнчи тӗп вулавӑш «Фаина Краснова» буклет хатӗрленӗ. Унта спортсменӑн кӗске биографине, спортри ҫитӗнӗвӗсене, сӑн ӳкерчӗкӗсене, унпа паллаштаракан статьясене кӗртнӗ.
Фаина Краснова энергетика техникумӗнче тата Волгоградри патшалӑхӑн физкультура институтӗнче вӗреннӗ. Институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче инструктор-методист пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Фаина Краснова — спортсмен, спорт мастерӗ (1978) тата тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗ (1979). Марафон чупӑвӗ енӗпе иртнӗ РСФСР хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн сакӑр хут призерӗ, тӑватӑ хут чемпионки.
Ҫак чӑваш каччи ҫинчен ахаль те нумай тӑрӑхра пӗлеҫҫӗ. Малашне вара тата ытларах пӗлӗҫ — халӗ ун пирки фильм ӳкереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Эпир халӑхсен туслӑхӗпе вӑйлӑ» ятпа иртнӗ ҫамрӑксен уявӗнче Виктор Чугаров режиссер-документалист пӗлтернӗ, вӑлах ҫӗнӗ фильмӑн трейлерӗпе паллаштарнӑ.
«Чувашский путешественник» документлӑ фильма курса Чӑваш Енри районсем, Кавказ регионӗсем, Атӑлҫи, Хӗвелтухӑҫ тата Вӑтам Ази, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑх велосипедпа ҫӳренӗ Никита Васильев пирки ытларах пӗлме май пулӗ.
Вулавӑшри мероприятие 50 пин километра парӑнтарнӑ велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн савнийӗпе, Новосибирскран пӗрле килнӗ Анастасия Сафонова журналисткӑпа, хутшӑннӑ. Вӗсем чӗрӗ калаҫу халӑхсене туслаштарнине палӑртнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Анатолий Юман — пирӗн вӑхӑтри поэт» пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ӑна чӑваш ҫыравҫи, публицист, куҫаруҫӑ, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Юман 85 ҫул тултарнине халалланӑ.
Анатолий Фёдорович 1932 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси Улхаш ялӗнче ҫуралнӑ, Хусанти партин аслӑ шкулне пӗтернӗ, 1963–1989 ҫулсенче облаҫри район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ, 1989–1994 ҫулсенче «Канаш» хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулнӑ.
Анатолий Юман — 40 ытла кӗнеке авторӗ, вӗсенчен паллӑраххисем — «Ҫунатсем», «Телей сӑпки», «Чӗмпӗр чулӗ калаҫать», «Суйласа илнисем», «Чӗре ҫӗввисем», «Сонетсем», «Паттӑрлӑх вӑрттӑнлӑхӗ».
Палӑртса хӑварар, мероприяти вулавӑшӑн конференц-залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» виҫҫӗмӗш кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртессине эпир иртнӗ уйӑхрах хыпарланӑччӗ.
Ӑна, аса илтерер, Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш наци конгресӗ йӗркелеҫҫӗ.
Ҫулсерен ирттерекен ҫак фестивальте кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, ҫавӑн пекех мультипликацилле фильмсене хаклаҫҫӗ. Киноӳнерӗнчи сумлӑ мероприяти ҫак жанра сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тата, паллах, вӑл кино ӳкерекенсене хавхалантарма тивӗҫ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Пресс-конференцие 137-мӗш пӳлӗмре пухаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +79278447648.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейне халалласа диктант ҫыртарать. Ӑна йӗркелӳҫӗсем ҫутӗҫ акцийӗ теҫҫӗ.
Библиотека диктанчӗн теми — «Театр в главной роли» (чӑв. Театр тӗп рольте). Ятне вырӑсла каланине шута илсен ӑна вырӑсла ҫыртараҫҫӗ тесе шухӑшлама май пур.
Вулавӑш ирттерекен диктанта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ҫыртарӗҫ. Диктанта ҫав кун 13 сехетре Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Диктант ҫырас текенсен кӑмӑл-шухӑша палӑртса kray@publib.cbx.ru электрон адреспа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫыру ярса памалла. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 90 ҫулхине халалланӑ диктанта кирек кам та ҫырма пултарать.
Иртнӗ эрнере Чӑваш наци вулавӑшӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен канашне йӗркеленӗ, председательне суйланӑ.
Конференцие Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, ассамблея президиумӗн пайташӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, ял хуҫалӑх академийӗнче тата коопераци институтӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв ҫамрӑкӗсем хутшӑннӑ. Константин Геннадиевич республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем туслӑ пурӑнасса, пӗрлехи проектсем шухӑшласа кӑларасса шаннине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен канашне тӗрлӗ диаспорӑн 30 ҫулчченхи яшӗсемпе хӗрӗсем кӗнӗ. Председательне уҫӑ сасӑлав ирттерсе суйланӑ. Вӑл — телерадиоертӳҫӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Алексей Иванов.
Шупашкарта пурӑнакан Ирина Кузьмина Чӑваш Ен Элтеперӗн портретне ҫӑмран хатӗрлесшӗн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, Ирина Кузьмина Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министерствинче вӑй хурать, ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра ҫӑмран илемлӗ картинӑсем ӑсталать. 36 ҫулти ӳнерҫӗн пухмачӗнче хальлӗхе — 14 картина.
«Ку киленӗҫ нумаях пулмасть ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Лавккана кӗрсен ҫакнашкал картина куртӑм. Ӑсталӑха ӳстерес тӗллевпе маҫтӑр-класа ҫырӑнтӑм, епле ӗҫлемеллине вӗрентӗм», — каласа кӑтартнӑ Ирина.
Унӑн картинисен йышӗнче пейзажсем те, ҫын портречӗсем те пур. Ҫавӑн пекех вӑл чӗр чунсене те калӑплать.
Палӑртса хӑварар, Ирина Кузьминан куравӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехетре уҫӑлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |