Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пушӑччӗ. Ун ҫине кам ларасси паян паллӑ пулчӗ. Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ хушу тӑрӑх, ку должноҫе Муркаш район администрацийӗн культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Елена Чернова йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Елена Чернова 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче тата Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх ӗҫӗн академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1991 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Муркашри ача-пӑча тӗп библиотекин методисчӗ, районӑн тӗп вулавӑшӗн аслӑ библиографӗ, методикӑпа библиографи пайӗн пуҫлӑхӗ, районти библиотекӑсен тытӑмӗн директорӗ, район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн эксперт специалисчӗ...
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 18 сехетре клуб хастарӗсем Надежда Ильинапа тӗл пулӗҫ.
«Надежда Геннадьевна Вӑрнар районӗнчи Мӑн Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче, унтан университетри аспирантурӑра вӗреннӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидат диссертацине хутӗленӗ. Студентсене вӗрентнӗ», — пӗлтернӗ клуб хӑни пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра.
Надежда Ильина чӑваш литературине «Хӗр Кӗлетки» ятлӑ калавпа кӗнӗ. Ытти паллӑрах хайлавӗсем: «Юлашки кӗр», «Шӑранса та пӗтми», «Чӑнлӑх чечекӗ», «Пӑхнӑ иккӗн кантӑкран», «Турӑсӑр тупнӑ телей», «Даниил».
Ӗнер, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» (чӑв. Иван Яковлев — чӑваш культурин патриархӗ ) темӑпа вулавӑш диктанчӗ иртнӗ. Диктант ҫырма республикӑри 170 лапамра — вулавӑшсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче — май туса панӑ.
Акцие хутшӑнакансен Иван Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ 20 ыйтӑва хуравлама тивнӗ. Тӗрӗс хуравшӑн 5 балл лартӗҫ.
Вулавӑш диктантне мӗнпур район хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уйрӑмах хастаррисем Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Тӑвай, Канаш, Комсомольски тата Элӗк районӗсем пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хӑйсен пӗлевне студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулавӑша ҫӳрекенсем тӗрӗсленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вулавӑш корпусне тӗпрен юсасшӑн. Здание тулашӗнчен кӑна мар, шалтан та ҫӗнетӗҫ. Анчах хальлӗхе ЧПУ фасадне улӑштармашкӑн кӑна 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Аукцион ирттересси пирки ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпар лартнӑ. Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Электрон суту ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Юсав ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Сӑмах май, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусне 1985 ҫулта хута янӑ. Вулавӑш вара унта 1990 ҫулта ҫеҫ куҫнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнче «Иван Яковлев – Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр» ятпа Яковлев вулавӗсем районти конкурс иртнӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса 5—11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Конкурса районти тӗп, Асанкассинчи, Пуянкассинчи, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи, Анат Чаткасри, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри, Кивӗ Чукалти, Карапай Шӑмӑршӑри, Чукалти, Хайпӑлари, Васанти вулавӑшсенчен 19 заявка ҫитнӗ.
Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, вулавӑш пуҫлӑхӗ тата вулавӑш ӗҫченӗ хакланӑ.
«Илемлӗ сӑмах» номинацире Шӑмӑршӑри вӑтам шкулти Максим Чураков ҫӗнтернӗ, «Илемлӗ вулав» номинацире — Виҫпӳрт Шӑмӑри Анна Мульдиярова, «Инсценировка» номинацире — Васанти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑ пултарулӑхне тишкерӗҫ. Ольга Иванова (чӑн хушамачӗ ҫавӑн пек) Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫлет.
Литература клубне пыракансем Ольӑн «Чӑлах пуканисем» кӗнекине кӗнӗ хайлавӗсене тишкерӗҫ.
Унчченхи тӗлпулусенчен пӗринче Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне, пуш уйӑхӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явнӑччӗ.
Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист Фейсбукра тахҫанах ҫапла ҫырса хунӑччӗ: «Кӗнекинчи пур калавне те вулатпӑр, пур калавӗ пирки те калаҫма пултаратпӑр, кам хӑшӗн ҫинчен калаҫасшӑн».
Шупашкар делегацине Чӗмпӗр облаҫӗнчи С.Т.Аксаков ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче ӗнер ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Ҫак хыпара Светлана Гордеева поэт виҫӗ сехет каялла Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вулавӑшра чӑваш ача-пӑча кӗнекин «Халӑх мерченӗсем / Народные жемчужины» уявӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Тамара Григорьева тата Чӗмпӗрти эпир маларах асӑннӑ вулавӑшӑн пуҫлӑхӗ Татьяна Кичина уҫнӑ.
«Библиотечное краеведение — территория возможностей» (чӑв. Вулавӑшри таврапӗлӳлӗх — майсен территорийӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Кайран Светлана Гордеева, Галина Белгалис поэтсемпе, Чӑваш наци музейӗн сектор ертӳҫипе Андрей Зарубинпа тӗлпулусем, ӑсталӑх сехечӗсем иртнӗ.
Светлана Гордеева Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музейӗнче пулнине те хавасланса пӗлтернӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ачасемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Александр Демидов, Григорий Федоров тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Галина Кузнецова ҫитнӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Татьяна Уразаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем артистсенчен нумай япалана ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ. Сцена ӑстисем кӑмӑлтан тата чунтан хуравланӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ май сцена ҫине пуҫласа тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Унтан артистсем Корней Чуковскин «Муха-Цокотуха» юмахне тӗпе хурса ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем хӑйсене артист евӗр тытса пӑхнӑ, юмахри сыпӑксене вуланӑ.
Александр Демидов «Яблочко» (чӑв. Панулми) ташласа кӑтартнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ 85 ҫулхи юбилее хатӗрленет. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ҫуралнӑ кунӗ — ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче. Шӑп та лӑп ҫав кун 85 ҫул каялла ӑна Ленинградри Эдвин Фейертаг тата Маргарита Фигнер режиссерсем пуҫарса янӑ. Вӗсемех чӑваш сценин малтанхи артисчӗсене куракан умӗнчи чӗрӗ вӑйӑ вылявне хӑнӑхтарнӑ.
Юбилее, тӗрӗссипе, унчченхи мероприятисен вӑхӑтӗнче те шута илнӗ-ха. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, сӑмахран, сумлӑ куна халалласа Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Яковлев вулавӗсем иртнӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче театрӑн юбилейне халалланӑ курав уҫӑлӗ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехетре «С днем рождения, театр!» (чӑв. Ҫуралнӑ кун ячӗпе, театр!) ача-пӑча уявӗ иртӗ, «Кот в сапогах» спектакль кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче театрта юбилей каҫне пуҫтарӑнӗҫ.
Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорне явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан 19 ҫынран ялсенчи вулавӑшсем валли вывеска тумашкӑн 700-шер тенкӗ пуҫтарнӑ.
Пӗри вара прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, кун хыҫҫӑн саккуна пӑсса пуҫтарнӑ 13 пин те 300 тенке ҫынсене каялла тавӑрса панӑ. Директор тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд постановленийӗнче штраф виҫине палӑртман.
Сӑмах май, Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорӗн тивӗҫӗсене 1987 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫлать. Вӑл 2009 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ, унта «технологи тата предпринимательлӗх» специальноҫе алла илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |