Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вулаканан кӗнеке» республикӑри фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса 153 кӗнекене тӑратнӑ. Чи вуланаканнисене пилӗк номинацире палӑртнӑ.
«Чӑвашла ҫырнӑ проза жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке» номинацире Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» 3-мӗш кӗнеки ҫӗнтернӗ; «Вырӑсла ҫырнӑ проза жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке» номинацире — Вера Савельеван «Горькая правда жизни» кӗнеки; «Поэзи жанрӗнчи чи вуланакан кӗнеке» номинацире — Валерий Самойлов-Раштавӑн «Кушак ҫури» кӗнеки; «Чи вуланакан ача-пӑча кӗнеки» — Ева Лисинан «Ҫапкаланчӑк = Бомжик» тата Галина Матвееван «Мӑшӑр ҫунат» кӗнекисем.
Художниксен куҫӗпе чи лайӑх кӗнеке тесе Иосиф Трерӑн «Хӗрӗх Чалӑш Хӗрлӗ Ту» кӗнекине (ӑна Станислав Юхтар илемлетнӗ) йышӑннӑ. Литература критикӗсем вара чи лайӑх кӗнеке тесе Г.В. Тал-Мӑрсан «Суйласа илнисем: поэзи, драматурги, чӑнлавсем, ҫырусем» ӗҫне палӑртнӑ.
Ольга Иванова хатӗрленӗ «Саламлӑр аннӗре» ятарлӑ дипломпа чысланӑ.