Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Плотникова Н. Бичурин ячӗллӗ орденпа чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.04.2021 06:14 | 2705 хут пӑхнӑ
Персона
Ольга Тимофеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Ольга Тимофеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников Никита Бичурин ячӗллӗ ордена тивӗҫнӗ. Ку хыпара республикӑн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн страницинче пӗлтернӗ.

Асӑннӑ медале «таврапӗлӳ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» параҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗсен сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, ун пек ордена тӗрлӗ ҫулта Виталий Станьял, Эдуард Бахмисов, Галина Соловьёва, Сантр Пикл, Олег Цыпленков, Николай Казаков тата ыттисем тивӗҫнӗ.

Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн пухӑвӗнче чысламалла пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ унта хутшӑнайман, ҫавна май каярах чысланӑ. Чӑваш тӗнчин аталанӑвне капашсӑр пысӑк тӳпе хывакан маттур ҫамрӑк кӑкӑр ҫине ордена Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Соловьёва ҫакса янӑ.

Ырӑ хыпарпа Фейсбукра паллашнисем Аҫтахар Плотникова саламласа ҫырнӑ. «Тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫ тӑвать чӑвашлӑха упраса хӑварас тесе, патшалӑхран пӗр пус илмесӗр. Турӑ упратӑр пирӗн Микулая», — тесе шӑрҫаланӑ, сӑмахран, Тимӗр Тяпкин.

#культура, #чыславсем, #вулавӑшсем, #таврапӗлӳҫӗсем, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.schk.su/p/orden_bichurin.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Никамта // 9368.2.4748
2021.04.13 16:00
Ҫак, сирӗн юратӑве, Пичурин чӑвашла пӗлнӗ-и? Чӑвашсене валли вӑл мӗн туни?
Вара Аҫтахара хисеп та чысла!
2021.04.13 19:04
Софья Савнеш
Саламлатăп!
2021.04.13 19:57
Саламлатăп, Николай! Маттур! Эсĕ ăна тивĕçлĕ! Халăхшăн малашне те çаплах тăрăшса ĕçлеме сана Турă вăй-хăват парса тăтăр!
Микула // 1077.37.9691
2021.04.14 19:45
Ун пек ӗҫлекен Чӑвашра сахал. Тахҫанах Республика ячӗпе преми е грант памалла . "Патшалӑхран пӗр пус илмесӗр" тенине мӗнле тата ӑнланмалла ? "Пирӗн" патшалӑха "сирӗн" тӑван чӗлху пачах кирлӗ мар ,е татах та урӑхла ? Маллалла та темле тӑрӑшсан та пӗр пус та ан кӗтнӗ пулӑр ? Есир "песплат" ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ?
В Чувашии массово закупают автомобили для чиновников
ЧЕБОКСАРЫ, 30 ноября 2020, 17:14 — REGNUM В Чувашии после предновогодней покупки дорогой иномарки под «обслуживание главы» республики для муниципальных чиновников приобретается 15 легковых автомобилей: по три — в Яльчикском, Батыревском, Янтиковском, Комсомольском и Алатырском районах. На эти цели из муниципального и республиканского бюджетов выделяется в целом 13 177 500 рублей, большая часть средств предусмотрена в региональной казне. Соответствующие извещения о проведении электронных аукционов опубликованы на портале государственных закупок, передаёт корреспондент ИА REGNUM со ссылкой на документ.



Подробности: https://regnum.ru/news/economy/3128864.html
Любое использование материалов допускается только при наличии гиперссылки на ИА REGNUM.
Микула // 1077.37.9691
2021.04.14 20:03
Каҫарӑр та каламасӑр хвама ҫук. Микулан ӗҫне орденпе виҫме ҫук. Малашне те ҫапла тӑрӑш тенипе те килӗшме ҫук. Николай Плотников вӗрентӳ е информаци министерствинче тӑрӑшмалли ҫын. Унӑн шайӗ чылай чиновниксенчен пысӑкрах. Чӑваш халӑхне пин хут усӑ пулмалла унта вӑл ӗҫлесен. Килте кӑна, пире чӑвашсене, килӗштермелле мар. Плотникова грант, преми,министр портфелӗ. Министр портфельне хӑш килӗшет хӑй суйлатӑр. Ҫапла . Килте кӑна мар, халӑхшӑн тухӑҫлӑ ӗҫлекенсене влаҫа.
Agabazar // 2395.43.7864
2021.04.14 21:33
Agabazar
Орденне кам панă? Путин-и?
Валери ТУРКАЙ // 8200.9.0690
2021.04.15 07:58
Саламлатӑп! Маттур!Юрать ЭС пур пирӗн паян!
Турӑ упратӑр, Турӑ пулӑшса пытӑр сана!
Agabazar // 5152.4.3096
2021.04.16 17:21
Agabazar
Никита Яковлевич Бичурин!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем