Паян Атнер Хусанкай филолог, литература критикӗ, публицист 70 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хисеплӗ ҫынна хисеп туса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн Геннадий Айхи залӗнче «Геннадий Айги тата Атнер Хузангай» пӗчӗк курав уҫӑлнӑ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, Атнер Петровичпа Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи питӗ туслӑ пулнӑ. Вӗсене чӑваш чӗлхине, чӑваш, вырӑс, тӗнче поэзийӗпе культурине юратни питех те ҫывӑхлатнӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ икӗ ҫын 1970 ҫулхи ҫулла Мускаври В. Маяковский музейӗнче паллашнӑ. Ун хыҫҫӑн тӗлпулусемпе уйрӑлусем, аякри тата инҫетри калаҫусем пӗрре кӑна мар пулнӑ. Ҫирӗп туслӑх никӗсӗнче — Петӗр Хусанкай, Атнер Петровичӑн ашшӗ, Геннадий Лисинӑн (ун чух вӑл Айхи хушма ятпа ҫӳремен) хреснашшӗ пулни те.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кӳкеҫ поселокӗнче веломобиль ӗҫлеме тытӑннӑ. Мӗн япали вӑл тетӗр-и? Виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипед ҫине карҫинкка ҫаклатнӑ, унта кӗнекесем хунӑ. Веломобиль поселокри урамсем тӑрӑх ҫӳрет, ҫынсене кӗнекесемпе паллаштарать тата вӗсене киле пырса парать.
Ара, вулавӑша хӑй тӗллӗн ҫитме пултарайман ҫын сахал мар вӗт: сусӑрсем, ветерансем, тивӗҫлӗ канурисем. Веломобиль пулӑшнипе вара вӗсем те килтен тухмасӑрах кӗнеке вулайӗҫ.
Кӳкеҫсем ку проекта вулакан ҫынсен йышне ӳстерес тӗллевпе пуҫарнӑ. Анчах веломобиль хӗлле ӗҫлемӗ. Вӑл урамсем тӑрӑх ҫуркуннерен пуҫласа кӗр варриччен ҫӳрӗ. Ҫулла веловулавӑш ача-пӑча лапамӗсенче те пулӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Михаил Кондратьевӑн «Чувашская музыка в зеркале параллелей: к проблеме Волго-Уральской музыкальной цивилизации» ӗҫне хӑтлӗҫ.
Монографи авторӗ — искусствоведени докторӗ, профессор, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Кӗнекере Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакан халӑхсен йӑлари кӗввине танлаштарса тӗпченӗ. Ӑна профессор халь ҫеҫ сӑнаман. Вӑл —вуншар ҫул тӗпченӗ ӗҫ.
Михаил Кондратьев Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тутарсен, ҫармӑссен тата ытти халӑхӑн кӗвви-ҫеммине тишкернӗ.
Мероприятие культурӑпа тата ӳнерпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ. Наци вулавӑшӗнчи монографи хӑтлавӗ авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Ӗнер, ҫурлан 22-мӗшӗнче, Раҫҫей ялавӗн кунне паллӑ турӗҫ. Патӑрьел районӗнчи Сителти клубпа вулавӑш та ҫав куна уявланӑ. Унта ӗҫлекен Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь патшалӑх символӗпе паллаштарас тӗллевпе мероприяти ирттернӗ. Унта ачасене чӗннӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗ уяв историйӗпе паллаштарнӑ. Манса каясран шӑпӑрлансенчен хӑшӗ-пӗри блокнотах ҫырса пынӑ.
Унтан ачасем хӑйсем мӗн пӗлнине кӑтартас кӑмӑлпа «Эпир Раҫҫейе юрататпӑр» викторинӑна хутшӑннӑ.
Малалла велочуп иртнӗ. Ачасем Сител ялӗн аслӑ урамӗпе ялавсем тытса велосипедсемпе ярӑнса ҫаврӑннӑ.
Ҫав кун ачасемпе Аслӑ Арапуҫ, Пӑлапуҫ-Пашьел, Ишлӗ ял тӑрӑхӗсенчи полици участокӗсен ӗҫченӗсем Владислав Романов лейтенантпа Александр Ахмеев кӗҫӗн лейтенант тӗл пулнӑ, уявпа саламланӑ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) Ҫынсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа Надежда Прокопьевӑпа республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫынсене йышӑнӗҫ.
Халӑха тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа пӗрле йышӑнасси, уполномоченнӑйӑн аппаратӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗрсе пырать. Ҫынсен ыйтӑвӗсене нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн прокуратурин тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле хуравланӑ.
Ыранхи йышӑну вӑхӑчӗ 15 сехетре пуҫланса 17 сехетчен пырӗ. Унта лекес тесен 8 (8352) 62-33-80 телефонпа шӑнкӑравласа маларах ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Уполномоченнӑйпа министр сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ, музыка педагогӗ, композитор, Олимпиада Яковлевна Агакова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Юбилея халалласа Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Славная дочь земли Чувашской» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ хӗрӗ) курав-портрет уҫнӑ. Унта «Знамя труда» хаҫатра тата «Тӑван Атал» журналта, тӗрлӗ кӗнекере ун ҫинчен пичетленнӗ ӗҫсем, сӑн ӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ.
О.А. Агакова 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткасси ялӗнче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗсӗр ӳснӗ вӑл. Ашшӗ, Яков Ананьевич Агаков, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗскер, чӑваш чӗлхине, литературине тата музыка вӗрентнӗ. Кӗвӗ-ҫемме юратакан Олимпиада Агакова Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Кайран вӑл чылай ҫул педагог пулса ӗҫленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ольга Ухсайпа тӗл пулу иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра О. Ухсай хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвӗ. Вулавӑшри курнӑҫу ҫавна халланӑскер пулнӑ. Унта О. Ухсайӑн тусӗсем, ентешӗсем, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем пухӑннӑ.
Ольга Яковлевна — Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн тата паллӑ прозаикпа драматургӑн Мария Ухсайӑн хӗрӗ. Ашшӗ-амӑшӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл Квславкка районӗнчи Карачра Яковпа Мария Ухсайсен музейне, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Яков Ухсайӑн музей-ҫуртне уҫнӑ, Ухсайсен Шупашкарти хваттерӗнче ӗҫ пӳлӗмӗсене упраса хӑварнӑ, Ухсайсен ӗҫӗсене пичетленӗ.
Кӗҫнерникунсерен Шупашкарти Константин Иванов скверӗнче ҫуллахи вулав залӗ ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех унта сӗтелҫи вӑййисене выляма, пазл пуҫтарма, конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнма май пур.
Уҫӑ тӳпе айӗнчи вулав залӗ иртнӗ кӗҫнерникун ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта илемлӗ тата ытти литературӑпа паллашма пулать. Чи пӗчӗккисем валли те, аслисем валли те кӗнекесем пур. Вулавӑша вырӑнтах ҫырӑнма пулать.
Аслисем кӗнеке вуланӑ чухне ачасем вӑйӑсем выляма, ӳкерме, пазл пуҫтарма, конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ачасем, ҫамрӑксем валли кӗнекесене Шупашкарти паллӑ ҫынсем сасӑпа та вулӗҫ.
Вулав залӗ тӳлевсӗрех ӗҫлет. Унта 17-19 сехетсенче ҫитме май пур.
Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗн Иван Моторинӑн паянхи, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Евгений Бондарева лартнӑ.
Евгений Бондарев 1982 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ салинче ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, «Библиотека-информаци ӗҫӗ-хӗлӗ» специальноҫе алла илнӗ. 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗн дипломӗллӗ пулнӑ. Ӗҫлеме вара 2005 ҫулта тытӑннӑ, вӑл ун чухне республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗн ӑслӑлӑх-тӗпчев ӗҫӗн секторӗн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. 2006-2014 ҫулсенче Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн директорӗнче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшсен тытӑмӗн ертӳҫи пулнӑ.
Нацин ача-пӑча электрон вулавӑшӗ чӑвашла кӑларнӑ, сайра тӗл пулакан тӑхӑр кӗнекепе пуянланнӑ.
Асӑннӑ электрон вулавӑша Раҫҫейӗн ача-пӑчан патшалӑх вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Халӗ электрон вулавӑша ҫак хайлавсем пуянлатнӑ: Ефим Никтинӑн «Иван паттӑр» юмах-пьеси, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ «Куян пӳрчӗ» юмах, Иван Мучин «Тавӑрпи» юмахӗ, «Улӑп» халапсен пуххи, «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫӗм» ача-пӑча юрри, Трубина Мархвин «Шӗшкӗ» калавӗ, «Ӑслӑ сӑмахсемпе юптарусем» ваттисен сӑмахӗсен, каларӑшсен, тупмалли юмахсен пуххи.
Электрон вулавӑша маларах ача-пӑча литературин 19 кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене кирек хӑш самантра вулама тата PDF форматпа уҫласа илме пулать. Вулавӑш сайтӗнче регистрациленнишӗн укҫа тӳлемелле мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |