Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Тӑвай салинче 68 ҫулти арҫын 3-мӗш класс ачине мотоблокпа ҫапса кайнӑ.

Ку инкек ӗнер 12 сехет ҫурӑра пулнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын Тӑвайра мотоблокпа пынӑ. Сарай еннелле пӑрӑннӑ чухне вӑл ҫулпа утса пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ.

Ачан ури суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Ҫакӑ паллӑ: тивӗҫлӗ канури арҫын ӳсӗр пулман. Халӗ тӗрӗслев пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/6851
 

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ шкул уҫӑлнӑ.

Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонти шкула 1400 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл хулари 44-мӗш лицейӑн иккӗмӗш корпусӗ шутланать. Унта ӗнер пӗрремӗш класа каякан 400 ачана йышӑннӑ. Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классенче вӗренекенсем пӗлӳ илӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Никольски микрорайонти шкула 1100 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл асӑннӑ хулари 9-мӗш вӑтам шкулӑн филиалӗ шутланать.

Кӳкеҫре 825 ача вӗренмелӗх шкула хута янӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Ми-ми-Мишки» мультфильма чӑвашла малалла куҫарма укҫа ҫитмест иккен. Кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Шупашкарти шкулта чӑваш чӗлхи учителӗнче ӗҫлекен Александр Степанов халӑх тетелӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ.

Спонсорсен укҫи пӗтнӗ, ҫавна май ӗҫ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Ку мультфильма кӑна мар, право хуҫисем ирӗк парсан «Фиксики» е «Машӑпа упа» та куҫарма пулать тесе пӗлтернӗ.

Мультфильма чӑвашла куҫарма ниме майӗпе укҫа пуҫтараҫҫӗ иккен. Пухаканӗ — Владимир Андреев.

Тепӗр 10 сери куҫарма 300 000 пин пухма ятарлӑ счёт уҫнӑ.

 

Культура

Пирӗн ентеш Дмитрий Еремеев «Голос. Дети» проекта хутшӑнать. Ку – вокал конкурсӗ. Ӑна халӗ Мускавра хӗрсех ӳкереҫҫӗ.

Проект кӑҫалхипе вун иккӗмӗш сезонта иртет. Хальхинче наставниксен тивӗҫӗсене Аида Гарифуллина, Наталья Подольская, Дима Билан тата Владимир Пресняков пурнӑҫлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре шӑпӑрлансене пӗчӗкрен ҫӗр ӗҫне хӑнӑхтараҫҫӗ. Ку вӑл ахальтен мар ӗнтӗ.

Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси ачаран тесе каланӑ ваттисем.

Чӑваш Енре ачасене ял пурнӑҫне тата ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе юратма хӑнӑхтарас тесе ача пахчисенче агролабораторисем уҫнӑ. Паянхи куна ун пекки 137 ача пахчинче пур.

Проекта 146 аграри предприятийӗ, кооперативсемпе фермерсем хутшӑнаҫҫӗ.

Аграри лабораторийӗсем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче – 19, Муркаш тӑрӑхӗнче — 12, Шупашкар тӑрӑхӗнче – 10.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Очӑкасси ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 16-ри яш аманнӑ. Вӑл мотоциклпа ҫула тухнӑ, анчах транспорт ҫинчен персе аманнӑ.

Ача мотоцикл ҫинчен ӳкнине курсан пӗр арҫын пулӑшма васканӑ, вӑл ӑна яла илсе ҫитернӗ, унтан васкавлӑ пулӑшу машинипе тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче пӗри машинӑпа иккӗри ача ҫине пырса кӗнӗ.

Пӑтӑрмах Ҫаран урамӗнчи 72-мӗш ҫурт тӗлӗнче 10 сехет те 45 минутра пулса иртнӗ. «Дэо Матиз» автомобиль водителӗ каялла чакса пынӑ чухне ҫул ҫине ӑнсӑртран чупса тухнӑ иккӗри хӗрача ҫине пырса кӗнӗ.

50-ри водитель йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ачана вӑл асӑрхаман. Хӑй урах пулнӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче ачапа пӗрле аслисем пулман. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Персона
Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкара Валерия Ланская актриса тата юрӑҫ килнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта паян хыпарланӑ.

Хӗрарӑм Чӑваш Енӗн вӗрентӳ ӗҫченӗсен августри конференцине хутшӑннӑ иккен. Валерия Ланская Раҫҫейри «Знание» обществӑн лекторӗ шутланать.

Валерия ҫемьере мӗне мала хумалли, ҫемье телейӗ мӗнрен тӑни пирки каласа кӑтартнӑ. Ачана тӗрлӗ енлӗ аталантармаллине палӑртса хӑварнӑ.

Валерия палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, унӑн ывӑлӗ тенниспа, гимнастикӑпа, музыкӑпа кӑсӑкланать иккен. Унсӑр пуҫне программӑлама хӑнӑхать тата акӑлчан чӗлхине ҫине тӑрса вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16303
 

Вӗренӳ

Вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисен малашне обществознани предмечӗ пулмӗ.

«Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене ҫӗнӗ программӑпа вӗрентме пуҫлӗҫ. 6-7-мӗш классен обществознани вуҫех пулмӗ. 8-9-мӗш классен урокӗсен шутне чакарӗҫ: 136 сехетрен 68 сехет юлӗ», — хыпарланӑ Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта.

Обществознани вырӑнне ачасем истори вӗренӗҫ. Вӑтам классенче ҫавӑн пек урок хальхинчен 1,5 хут нумайрах пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16301
 

Чӑваш чӗлхи

Шупашкарта чӑваш ачисен «Эткер» смени уҫӑлни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ смена хупӑннӑ.

Тутарстанри, Пенза, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата ытти тӑрӑхри чӑваш ачисем чӑвашла выляса та кулса каннӑ. .

«Ку сменӑна килнӗ ачасем чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркийӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине пула вӗсем ку сменӑна лекеҫҫӗ», —пӗлтернӗ смена ертӳҫи Ирина Диарова Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗсене.

«Кун пек лагерьсемпе кун пек программӑсене пӗр смена ҫеҫ пултарас килмест манӑн. Вӑл пӗчӗк ачасем валли те, вӑтам классенчисем тата аслӑ классенчисем валли те пулсан аван. Ун пек пулан эпир чӑн-чӑн чӑвашсене ӳстерейӗпӗр», — смена педагогӗ Александр Степанов.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 340
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть