Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Пӑтӑрмахсем
s://max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
s://max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан яш гаражра вилнӗ.

Ача унта мопед юсама кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫав ача пӗр каҫхине «Ольдеевский» гараж кооперативӗнче техникӑпа аппаланнӑ чухне хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу паракан тухтӑрсем ҫийӗнчех пырса ҫитнӗ иккен, анчах вӗсем яша ҫӑлса хӑварайман.

Гаражра ытти ҫамрӑк та пулнӑ. Тухтӑрсене вӗсем чӗнсе илнӗ курӑнать.

Вырӑна пырса ҫитнӗ тухтӑрсем ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.

Халӗ инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, гаражра мопед юсанӑ чухне яш бензин пӑсӗпе е мопед кӑларакан сӗрӗмпе наркӑмӑшланма пултарнӑ. Пакунлисем ку ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaDR_q3vYxc
 

Культура
Альбина Юрату страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Альбина Юрату страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасем паллӑ чӑваш ҫыравҫипе тӗл пулнӑ.

«В краю 100 тысяч песен» (чӑв. 100 пин юрӑ тӗнчинче) тура ҫырӑннӑ ачасем авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче «Ясна» этнокомплексра пулнӑ. Вӗсем Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗ патӗнче пулнӑ. Чӑваш Енри писательсен союзӗнчи тӗлпулура ачасем Юхма Мишшин музейӗпе паллашнӑ, унӑн кӗнекисене туяннӑ.

Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шурсухала нумай ыйту панӑ. Вӗсем ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе те, кунҫулӗпе те кӑсӑкланса паллашнӑ. Юхма Мишши 350 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, 100 ытла юрӑ валли сӑвӑ ҫырнӑ.

Калем ӑстипе тӗл пулни ачасен асӗнче чылайлӑха юласса шанать Альбина Юрату.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall48754385_27411
 

АВН
22

17 ача ҫуратнӑ
■ Таисия Ташней | 22.09.2026 15:17 |

Раҫҫейре
«Московский вайб» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Московский вайб» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Мускав облаҫӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм 17-мӗш хутчен амӑшӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн чухлӗ ача ҫуратнӑ хӗрарӑм Мускав облаҫӗнчи Дедовск хулинче пурӑнакан. Кун пирки МАХри «Московский вайб» каналта пӗлтернӗ.

Хӗрарӑм хальхинче арҫын ача ҫут тӗнчене килнӗ. Ӑна вӑл Красногорскри ача ҫуратмалли ҫуртра ҫуратнӑ.

Халӗ пысӑк ҫемьере 5 ывӑлпа 12 хӗр ӳсет.

Хӗрарӑм миҫе ҫултине, вӑл хӑш тӑрӑхран пулнине кӗске хыпарта пӗлтермен, вӑл ӑҫта ӗҫленине те каламан.

Хальхи вӑхӑтра патшалӑх ачаллӑ ҫемьесене хытах пулӑшать: ача укҫипе, хваттер илме тӑрсан та тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пур. Ача пахчисемпе шкулсенче те ҫитӗнекен ӑру валли мӗнпур услови туса панӑ. Вӗренме ан ӳркен ҫеҫ. Тӗрлӗ кружока та ҫӳреме пулать, урока тарӑнрах ӑша хывма репетитор та тытаҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Тӑвай округӗнче «Лада» кювета чӑмнӑ. Машинӑра ача пулнӑ. Шел те, вӑл аманнӑ.

Чӑваш Енри Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари шӑматкун каҫхине, 21:03 сехетре, «Энӗш – Енӗш Нӑрваш» ҫул ҫинче пулнӑ. Руль умӗнче 1984 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Анчах вӑл руле итлеттереймен – машина кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 ҫулти ача пулнӑ. Вӑл тата водитель аманнӑ. Ҫакӑ паллӑ: арҫын ача хыҫалта ятарлӑ ларкӑчсӑр пулнӑ. Иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ.

Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ачана киле янӑ, водителе вара сипленме хӑварнӑ.

Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель – Канаш хулинчен. Вӑл руль умӗнче 2007 ҫултанпа ларать. Кӑҫал вӑл ҫул-йӗр ҫинчи правилӑсене ултӑ хутчен пӑсни паллӑ. Хими-токсикологи экспертизи вӑл ӳсӗр е урӑ пулнине палӑртӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Суйлав кунӗсенче Шупашкарти шкулсенче ачасем вӗренмӗҫ. Анчах пуринче те мар. Суйлав участокӗ уҫнӑ шкулсенче. Апла пулин те ачасен уроксем пулмӗҫ тесе савӑнмалла мар, мӗншӗн тесе инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ.

Аса илтерер: ҫак эрнере, авӑн уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче, суйлав иртӗ. Ун чухне эпир Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне депутатсене суйлӑпӑр.

Суйлав кунӗсенче ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентни вӗренӳ пахалӑхне витӗм кӳмест тесе ӗнентереҫҫӗ республикӑн Вӗренӳ министерствинче.

Суйлав пирки каласан, унта та инҫет ҫыхӑну мелӗпе хутшӑнма пулать. Халсӑр ватӑсем вара суйлав участокӗн ӗҫченӗсене киле чӗнсе илме пултараҫҫӗ. Унчченхиллех меслет те пур: кӑмӑл пуррисем суйлав участокне ҫитсе килейӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaCkIbjQPDI
 

Хулара
«Ҫыхӑнура» сайтри сӑн
«Ҫыхӑнура» сайтри сӑн

Шупашкар хулинче икӗ хӗрачапа пӗр каччӑ Мускав кӗперӗнчен кӳлмеке ӳкнӗ.

Ку ӗнер, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 17:47 сехетре пулнӑ. 2023 тата 2014 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем тата пӗр каччӑ кӗперӗн техэтажӗнчен кӳлмеке шыва ӳкнӗ. Вӗсене катамаранпа ярӑнакан ҫын асӑрханӑ та ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Хӗрачасене Республикӑри клиника пульницине тӗрӗслеме илсе кайнӑ, каччӑ вара тарса ҫухалнӑ.

«Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав техэтажра ҫамрӑксемпе ачасем ҫӳреме юратаҫҫӗ-мӗн. Кӗпер айӗнче ҫын ҫӳремелӗх ҫул пур – вӑл кӗпере юсакан, тӗрӗслесе тӑракан специалистсем валли.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян пурнӑҫ тулӑх та ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне ним мар мотоцикл туянса параҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек ярӑнаҫҫӗ унпа яшсемпе хӗрсем. Шучӗпе «А» категориллӗ водитель прави кирлӗ те, анчах ӑна никам та пӑхса тӑмасть, руль умне ларса вӗҫтерет.

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ инкекре Шупашкарта пурӑнакан, тӑххӑрмӗш класра вӗренекен икӗ ача аманнӑ. Питбайкпа пыракан арҫын ача ҫул айккинче выртакан пӗрене ҫине пӑрӑнса кайса персе аннӑ. Ун хыҫӗнче тепӗр питбайкпа вӗҫтерсе пыракан хӗрача та ҫав пӗрене ҫинех пырса кӗнӗ.

Вӗсем иккӗшӗ те кӗлетекене шанчӑклӑ хӳтӗлекен тумпа пулнӑран йывӑр суранланса пӗтмен, апла пулин те иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaCbAgtNFJM
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнче авари пулнӑ: икӗ пӗчӗк ача шар курнӑ. Руль умӗнче вара ӳсӗр хӗрарӑм ларнӑ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари паян, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 14 сехет тӗлнелле Хӗрлӗ Чутай ҫывӑхӗнче «Сӑр» ҫул ҫинче пулнӑ. «Форд Фьюжн» машина ҫул ҫинчен тухса кайса кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 28 ҫулти ӳсӗр хӗрарӑм ларнӑ. Ҫитменнине, унӑн водитель прави те ҫук.

Салонра унӑн икӗ ывӑлӗ – 4-ри тата 5 ҫулти ачасем – пулнӑ. Иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем кӗҫӗннин сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ.

Хӗрарӑмӑн – виҫӗ ача. Вӑл тунман: руль умне лариччен эрех ӗҫнӗ. Медосвидетельствовани юнри алкоголь 0,325 мг/л-пе танлашнине палӑртнӑ.

Халӗ полици ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Тӗрӗслев малалла пырать.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян – Пӗлӳ кунӗ, ачасем каллех парта хушшине ларчӗҫ. Чӑваш Енре кӑҫал 275 пине яхӑн ача шкула каять. Вӗсенчен 11,4 пинӗшӗ – пӗрремӗш классем.

Паллах, 1-мӗш класа каякансем ытларах — Шупашкар хулинчен. Сӑмахран, 64-мӗш шкулта 500 яхӑн ача пӗрремӗш класа кайнӑ.

Кӑҫал шкул паркӗ вӗр ҫӗнӗ 40 автобуспа пуянланнӑ. Халӗ пӗтӗмпе – 400 автобус. Вӗсем кунсерен 13,5 пин ачана шкула илсе ҫӳрӗҫ.

Пуҫламӑш класра ӑс пухакан 55 пин ача тӳлевсӗр апатланӗ. Кун валли федераци хыснинчен 780 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тепӗр 200 миллион тенкӗ сусӑрсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене тата нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене тӳлевсӗр апатланма уйӑрнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗнче Шупашкар хулинчи Республикӑри клиника пульницине вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ ачана илсе килнӗ. Унӑн кӗлеткин 45 проценчӗ сиенленнӗ. Чылай чухне кун пек самантра пациентсен шалти органӗсемпе кӑлтӑксем сиксе тухаҫҫӗ.

Чи малтан тухтӑрсем терапи тунӑ, антибиотиксемпе сипленӗ, сурансене ҫыхнӑ, ытти процедурӑна пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк пациента хирургсемпе педиатрсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Темиҫе эрнерен сывлӑхӗ операци тумалӑх йӗркеленнӗ.

Ҫапла тухтӑрсем операци вӑхӑтӗнче кӗлеткин ытти пайӗнчен ӳте илсе сиенленни вырӑнне сыпнӑ. Процедура ӑнӑҫлӑ иртнӗ.

Палӑртса хӑвармалла: Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи пиҫсе кайнине сиплекен уйрӑм Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре шутланать. Ҫулсерен унта 350 ытла пациент сипленет, 150 ытларахӑшӗ – ачасем.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 353
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та