
«Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Капӑр чӑрӑш» конкурс йӗркеленӗ. Ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторӗ Елена Атаманова «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чылай вӗренекен хутшӑннӑ, ҫакӑ йӗркелӳҫӗсене питӗ савӑнтарнӑ.
«Ал ӑстисем пирӗн пӳлӗме ытарма ҫук хитре чӑрӑшсемпе тултарчӗҫ. Уйрӑмах Елчӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи шкул ачисем хастар пулчӗҫ», — тесе ҫырнӑ Елена Атаманова.
Ҫак кунсенче ҫӗнтерӳҫӗсене вырӑна ҫитсех чыслама тӗв тунӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулти тата Елчӗк шкулӗнчи хастарсем дипломлӑ пулса тӑнӑ. Кӗҫех ытти тӑрӑха та ҫитсе килесшӗн, ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарасшӑн.

Шупашкарта хӗрача канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен.
Пӑтӑрмах паян 12 сехетре Чапаев поселокӗнчи Киров урамӗнче пулнӑ. Хӗрача утса пынӑ чухне юр айӗнчи люка кӗрсе ӳкнӗ. Унӑн хуппи уҫӑ пулнӑ.
Юрать-ха, хӗрачан тусӗ вӑхӑтра пулӑшу чӗннӗ. Иртен-ҫӳрен хӗрачана канализаци люкӗнчен хӑвӑртах кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна медпулӑшу панӑ.
Ҫав вырӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: хуппи юнашар выртнӑ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет.

Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, шӑматкунтан, республикӑра ачасене пӗрремӗш класа ҫыртарма пуҫлӗҫ. Ҫак йышӑнӑва ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ пултӑр тесе тунӑ: йышӑну кампанийӗ канмалли кун пуҫланни ҫемьесене ӗҫрен ирӗк ыйтмасӑр, документа лӑпкӑн тата васкамасӑр хатӗрлсе пама май парӗ.
Ача шкул ҫумне ҫирӗплетнӗ территорире регистрациленнӗ пулсан е унӑн ҫӑмӑллӑхсем пур пулсан, заявленине пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пама май пур. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вара, пушӑ вырӑнсем юлнӑ пулсан, ачасене урӑх шкула та ҫыртарма май пулӗ. Заявленине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, шкула хӑйне кайса е МФЦ урлӑ пама юрать.

Раҫҫей киноактерӗ Максим Лагашкин Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери шкул ачисемпе тӗлпулу ирттернӗ.
Ку мероприяти «Чтецкие программы» проектпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Максим Лагашкин — актер кӑна мар, «Знание» обществӑн лекторӗ те. Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем унпа хаваспах тӗл пулнӑ, унӑн лекцине тимлӗн итленӗ.
Максим Лагашкин артист артист ҫулӗ ҫине мӗнле тӑни пирки, тӗллевсемпе ӗмӗтсем патне мӗнле ӑнтӑлмаллине каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне хӑй мӗнле кӗнекесем вулама кӑмӑлланине та асӑннӑ. Юлашкинчен актер шкул ачисем валли ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) телекӑларӑма чӑваш хӗрарӑмӗ мӑнукӗпе хутшӑннӑ.
Аса илтерер: телекӑларӑма Пӗрремӗш каналпа эрнекунсерен кӑтартаҫҫӗ.
Алина Артемьева капитал-шоун уяв умӗнхи кӑларӑмӗн хутшӑнаканӗ пулнӑ. Вӑййа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ. Пирӗн ентешӗн «ерохвостка» сӑмаха пӗлмелле пулнӑ. Раҫҫей ҫурҫӗрӗнче пурӑнакансем ытла талпӑнуллӑ хӗрарӑма ӗлӗк ҫапла каланӑ.
Алина мӑнукӗ Ева чӑвашла юрӑ юрланӑ тата сӑвӑ вуласа панӑ. Леонид Якубович ӑна пукане парнеленӗ, анчах вӑл тӳрех хӑйӗн шӑллӗсемпе йӑмӑкне аса илнӗ — вӗсем валли те парне ыйтнӑ. Ҫапла вара ӑна тата тепӗр пукане, шӑллӗсем валли те парне панӑ.
Ева чӑвашла хитре калаҫать, амӑшӗн амӑшне вӑл куками тесе чӗнет.

Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче пӗчӗк чиперккесен конкурсӗ иртнӗ. Сцена ҫине «Чӑваш Енӗн пӗчӗк мисӗ – 2026» конкурсӑн финалне хутшӑнма тивӗҫ пулнисем тухнӑ.
Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗри тепринчен чипер пулнӑ. Ҫулне кура мар чӗрӗскерсем сцена ҫинче хӑйсене тытма пӗлеҫҫӗ.
Тӗп титула — конкурсӑн Гран-прине — Злата Егорова ҫӗнтерсе илнӗ. «Ҫамрӑк» категорире кӑшӑла Диана Тимофеева, Алина Корнилова тата Ксения Петрова илме тивӗҫ пулнӑ.
«Мини» категорире Ксения Михайлова, Анна Тяжелова тата Таисия Краснова ҫӗнтернӗ. «Little» категорири кӑшӑлсене Валерия Слепова, Ксения Кудряшова тата Полина Апанаева тӑхӑннӑ. Пурте маттур, пурте ӑшшӑн саламланине илтме тивӗҫ.

Юстици ӗҫӗсен Патшалӑх служби кӑҫал ачасене ытларах мӗнле ят хунисене тишкернӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ашшӗ-амӑшӗ арҫын ачасене ытларах ҫак ятсене панӑ: Матвей, Михаил, Роман, Иван, Марк, Лев, Александр, Илья, Артем тата Дмитрий. Хӗрачасене вара ытларах ҫак ятсене хунӑ: София, Ева, Мария, Анна, Полина, Мирослава, Екатерина, Александра, Варвара тата Ксения.
Паллах, сайра тӗл пулакан ятсем те пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа арҫын ачасене сайра панӑ ятсен хушшинче Петр, Серафим, Арслан, Иоанн тата Ермак пулнӑ. Хӗрачасен хушшинче вара ҫак ятсем сайра тӗл пулаҫҫӗ: Эвелина, Афина, Камила, Лия тата Виталина

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 12-мӗш шкулӑн Г. Н. Волков академик ячӗллӗ музейӗнче «Чӗрӗ урок» иртнӗ. Ӑна чӑваш чӗлхи вӗрентекен Анисия Игнатьева ертсе пынӑ.
10-мӗш А класра вӗрентекенсен хӑйне евӗрлӗ уҫӑ урокне Николай Ишентей чӑваш ҫыравҫи хутшӑннӑ.
Урока ертсе пынӑ Анисия Павловна ҫыравҫӑпа кӗскен паллаштарнӑ, унтан калем ӑстине хӑйне сӑмах панӑ.
Николай Ишентей (чӑн хушамачӗ Петров) — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ, кайран университетра литература енӗпе вӗреннӗ.
Тӑван колхозра инженер пулса ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑ ачасене шкулта вӗрентнӗ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ.

Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Тӗтрери чӗрӗп» юмахӑн премьери иртрӗ. Ӑна Сергей Козлов кӗнеки тӑрӑх Байрас Ибрагимов режиссёр лартнӑ. Спектакль умӗн театр директорӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наталья Ахмед кӑҫал вуннӑ пинмӗш билет туяннӑ куракансене саламларӗ. Вӗсене «Тӗтрери чӗрӗп» юмах валли ятарласа хатӗрленӗ парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ.
Спектакль куракансене асамлӑ та философиллӗ юмах тӗнчине кӑтартса пачӗ. Вӑрман тӗлӗнмелле тӗнче пулса тӑчӗ. Видеоэффектсем, капӑр тумтирсемпе декорацисем, актерсен ӑста вӑййи «тӗтрен» асамлӑхне питӗ лайӑх кӑтартса пачӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе пӗрле Чӗрӗпӗн ҫулҫӳревне чунтан-чӗререн киленсе пӑхса ларчӗҫ. Чӗрӗп сӑнарне Елизавета Лаврова ҫамрӑк артистка калӑпларӗ.
Спектакль хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ. Спектакль вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. Ку постановка пӗчӗк ачасем валли те, аслӑраххисем валли те юрӑхлӑ пулнине палӑртрӗҫ.
Ҫамрӑксем билетсене «Ҫемье» нацпроектӑн пайӗ пулса тӑнӑ Пушкин карттипе туянма пултараҫҫӗ.

Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен тӑваттӑмӗш класс ачисем республика шайӗнче иртнӗ ӑс-тӑн вӑййисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисен XXXI «Чӗлхе ӑстисем» ӑс-тӑн вӑййисен турӗ нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче онлайн мелпе иртнӗ. Ӑмӑртура республикӑри мӗнпур хуласемпе муниципаллӑ округсенчи 700 ытла ача хутшӑннӑ. Елчӗк муниципаллӑ округӗнчен ӑс-тӑн вӑййисене Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ.
Эрнекун пӗтӗмлетӳ тунӑ. Елчӗк ачисем хӑйсене питӗ лайӑх кӑтартма пултарнӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхе» номинацире Александр Мудрецовпа Мария Васильева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхипе илемлӗ вуласси» номинацире Егор Харлампьев вара пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майя Григорьева иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
