Шупашкарти 5-мӗш музыка шкулӗнчи ача-пӑчасен «Соловушки» ансамбль ҫитес вӑхатра Сочие тухса кайӗ. Вӗсем Олимп вӑййисем хупӑннине халалланӑ мероприятире юрлӗҫ.
Ҫамрӑкскерсем спорт ҫинчен юрӑсем шӑрантарӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем «Пусть всегда будет солнце!» юрра, Раҫҫей Гимнне шӑрантарӗҫ. Олимп репертуарӗнче — 12 юрӑ. Ачасем ушкӑнпа чылай ҫӳренӗ. Маттурскерсем Раҫҫей шайӗнче тата халӑхсем хушшинче иртнӗ конкурссене хутшӑннӑ. Олимпиада хупӑннине халалланӑ мероприятие каймашкӑн ачасен ҫирӗп суйлав витӗр тухмалла пулнӑ: пӗр вырӑна — ултӑ ҫын. Вӗсемпе Сочире Александр Васильев ертӳҫӗ пулӗ. Ачасем пин-пин ҫынлӑ хорта ӑҫта тӑмаллине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсене хорӑн ҫӳлти сылтӑм енче, улттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш ретсен хӗрринче, курма пулать.
Элӗк районӗнчи Вутланти шкулта вӗренекен ачасем хӗлле кайӑк-кӗшӗке йывӑррине аса илтереҫҫӗ. Ҫунатлӑ туссене ҫынсем сырӑшсем ҫакса парса тата кайӑксене тӑрантарса пулӑшма пултараҫҫӗ. Сырӑша ӑсталама йывӑрах та мар. Йывӑҫран ҫапса тӑваймасан картонтан е пылак сӗткен курупкинчен те хатӗрлеме пулать.
Вутланти шкулти кӗҫӗн классенче вӗренекенсем сырӑшсем туса ҫакса хума та ӗлкӗрнӗ. Ун валли вӗсем пластмасса савӑтсемпе, фанерӑпа, курупкӑсемпе усӑ курнӑ. Халӗ вӗсем апат та тӑтӑшах хурса параҫҫӗ, кайӑксене куллен тӑрантараҫҫӗ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗр пуҫласа ҫӗнӗ акци йӗркелерӗ. Ун чухне вӑл «Театра — аттепе» текен мероприяти йӗркеленӗччӗ. Пӗлтӗр ӑна куракансем кӑмӑлтан йышӑннине кура, ун чух театра 600 ытла куракан пынӑ, кӑҫал та ирттерӗҫ.
Хальхинче ҫамрӑк куракансемпе вӗсен ашшӗсене (аслашшӗсемпе кукашшӗсем пырсан та хаваспах кӗртӗҫ) «Ылтӑн чӑх чӗппи» вырӑсла юмах курма чӗнеҫҫӗ. Ачисене театра ертсе пынӑ арҫынсене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Билета шӑпӑрлансем валли кӑна туянма тивӗ. Спектакль нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑнтӑрлахи 12 сехетре пуҫланӗ. Спекталкь умӗн ачасем валли конкурссемпе вӑйӑсем тата хатӗрлӗҫ. Тата, паллах, парнесем!
Ку юмаха Владимир Орлов ача-пӑча поэчӗ тата драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ. Вӑл ҫӗр ҫинчи чи хавас, чи ӑслӑ, чи вӑйлӑ ашшӗ пирки каласа кӑтартать. Ҫакӑн пек шухӑшлать юмахри чӑх чӗппи хӑйӗн ашшӗ, Кашкӑр, пирки.
Спектакль Пӗтӗм Раҫҫейри фестивальсене темиҫе хутчен те хутшӑнса тивӗҫлипе палӑрнӑ. Мускавра иртнӗ «Юмах тӗнчи» фестивале хутшӑнса вӑл дипломпа таврӑннӑ. Юмахри сӑнарсенчен пӗрне калӑпланӑ Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Почалкина вара «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» ята тивӗҫнӗ.
Ҫакӑн ҫинчен республикӑн ачасен тӗп хӳтӗлевҫи Вячеслав Рафинов Етӗрне районӗнче вырӑнти хула тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ чух чарӑнса тӑнӑ.
Паянхи кун Етӗрне районӗнче ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнӑ ачасем 113-ӗн иккен. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшне, 71 ачана, опекунсен ҫемйине илнӗ, 25-шне — усрав ҫемьене. 27 ача — тӑлӑх, 64-шӗ ашшӗ-амӑшӗ пур ҫинчех вӗсен хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ, 9-шне аслисем хӑйсен кӑмӑлӗпе опекӑна пама килӗшнӗ.
Тӗлпулура тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйту пирки самай калаҫнӑ. Тӗрӗсрех, вӑл программа епле пурнӑҫланни пирки. Виҫӗм ҫул Етӗрне районӗнче 8 ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ, пӗлтӗр — 10. Чи савӑнтараканни — ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлакансен хисепӗ чакни. Ҫакна Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов палӑртса хӑвранӑ.
Хальхи вӑхӑтра профессилле усрав ҫемьесем йӗркелес ыйту тавра та пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Калаҫнӑ май ун йышши Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗнче пуррине тавҫӑрса илнӗ. Профессилле усрав ҫемье йӗркелес шухӑшлисем ытларах чух — педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем иккен.
Кӑҫал Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ пӗрремӗш пепкене чӑваш ятне панӑ. Кун пирки районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет.
Пӗрремӗш куннех администрацин ЗАГС уйрӑмӗнче тӑватӑ ачана ҫырнӑ иккен. Чи пӗрремӗш хута вара Аслӑ Пӑла Тимешри Вера Петровна Черновӑпа Вячеслав Васильевич Николаевсен кил-йышӗ илнӗ. Килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх вӗсем хӑйсен пепкине чӑвашла ят панӑ — арҫын ачана Атнер ятпа регистрациленӗ.
Ырӑ йӑла кӑҫал малалла та тӑсалтӑрччӗ! Чӑвашла ят панӑ ачасен йышӗ самай ӳстӗрччӗ!
Кунта сӑмах Шупашкарти шкулсем пирки пырать. «Хӑрушсӑр шкул» программӑна пурнӑҫласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан мӗнпур шкула видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ иккен. Чӗлхесӗр «хуралҫӑсем» вӗренӳ учрежденине кӑна мар, ун тавралли территорие те пӑхса тӑраҫҫӗ. Камерӑсем халь пулса иртекен самантсене ӳкернисӗр пуҫне маларах сӑнарланине те упраҫҫӗ иккен.
Ҫитес ҫул вара Шупашкарти шкулсем тавралли картасене ылмаштарма тытӑнасшӑн. Территорие пырса кӗнӗ ҫӗре шлагбаумсемпе турникетсем вырнаҫтарасшӑн иккен. Ҫавсем ачасене шкулта сыхлама-асӑрхама питех те кирлӗ-мӗн.
Красноармейски районӗнче «Ачасене — шӑккӑлат» Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи акци ирттернӗ. Вырӑнтисем ку вӑл йӑлана кӗнӗ мероприяти пулни пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна сусӑр, тӑлӑхсем, юрлӑ пурӑнакан ҫемьесенчи ачасене валеҫсе парас тесе йӗркеленӗ.
Акци чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 20-мӗшӗччен пынӑ. Пӗр уйӑхра 400 ытла шӑккӑлат пухнӑ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан шӑккӑлата икӗ хут ытла пухма май килни пирки вырӑнтисем хавхаланса пӗлтереҫҫӗ. Ырӑ ҫынсем пуррине палӑртма вара чӑннипех те кӑмӑллӑ. Четвертти ялӗнче пурӑнакан Елена Павлова, акӑ, 14 шӑккӑлат туянмалӑх 500 тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Пылак кучченеҫе ачасене районта ирттернӗ ҫӗнӗ ҫул уявӗнче валеҫсе панӑ.
Полицейски сӗтев илме хӑтланни пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен ӗнер кӑна эпир хыпарланӑччӗ. Паян, акӑ, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ йӗрке хуралҫипе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫ пирки пӗлтерет. Ку тӗслӗх право хуралӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫын 13 хӗрача ҫумне ҫулӑхнипе ҫыхӑннӑ.
Усал ӗҫе Шупашкар районӗнчи 32-ри арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хайхи Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче кинолог-инспекторта тӑрӑшать-мӗн. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл мӑшӑрӗ опекӑна илнӗ хӗрача ҫумне ӳсӗр пуҫпа ҫулӑхнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки хӗр пӗрчи усрав амӑшне систернӗ, лешӗ — йӗрке хуралҫисене. Ку ӗҫ пирки халӗ тӗпчев пырать.
Усрава илнӗ ҫемьесенчи ачасене Словение канма яраҫҫӗ. Ку вӑл Ачасен интересӗсене хӳтӗлес енӗпе хатӗрленӗ наци стратегине пурнӑҫа кӗртнӗ май пурнӑҫланать. Канма ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 8-мӗшӗччен май килӗ. Усрав ҫемьери ачасене унти Терме Чатеж курортра канаҫҫӗ.
Унта пирӗн республикӑри 12 ҫемье лекнӗ. Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав йыша Элӗк районӗнчи Анаткассинчи Павловсем те кӗнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстереҫҫӗ. Ҫын ачисене усрава вӗсем пуҫласа 2006 ҫулта илнӗ. Хӗрачасем пурте Юнтапари шкулта вӗренеҫҫӗ: Анюта пиллӗксемпе кӑна вӗренет, Аннӑпа Саша — тӑваттӑ тата пиллӗкпе.
The Daily Mail хаҫат Венгрири сайра тӗл пулакан пулӑм пирки хыпарланӑ — амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ачи 3 уйӑхран ҫуралнӑ. Тӗнчипе унашкаллине унччен икӗ хут кӑна сӑнланӑ иккен. Ку виҫҫӗмӗш хут пулса тухнӑ иккен. Ҫуралнӑ ачан сывлӑхӗ лайӑх тесе пӗлтереҫҫӗ.
Хайхи инсульт хыҫҫӑн 31 ҫулхи хӗрарӑмӑн пуҫ мими вилнӗ, вӑл ҫав вӑхӑтра 15 эрне ӗнтӗ хӗрӗхчӗрнеллӗ пулнӑ. Амӑшӗ вилнӗ пулин те тухтӑрсем хырӑмри ачи сывланине пӗлнӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе тата ача ашшӗпе канашланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма пурнӑҫӑ тытакан хатӗрсемпех хӑварма йышӑннӑ. Ҫапла май 3 уйӑх хушши амӑшӗн юнне сиплӗ шӗвекпе тивӗҫтерсе тӑнӑ.
Виҫӗ уйӑх хушшинче тухтӑрсене ҫӑмӑл пулман — амӑшне инфекцилле чирсем лекесрен сыхлама тивнӗ. Ӳчӗ шыҫса ан кайтӑр тесе кӗлеткине кашни кун хускатнӑ, йӑваланӑ, лутӑрканӑ. Амӑшӗн тӑванӗсем те кашни кун тенӗ пекех ҫывӑхра пулнӑ — ҫуралас пепкипе калаҫнӑ, кӗвӗ-ҫемӗ терапине ирттернӗ.
Утӑ уйӑхӗнче вара кесарь касӑмӗпе усӑ курса ачана амӑш амалӑхӗнчен кӑларнӑ. Унӑн йывӑрӑшӗ кило ҫурӑпа танлашнӑ, ҫавӑнпа та ӑна тӳрех инкубатора вырнаҫтарнӑ. The Daily Mail пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑх каялла ачана пульницаран киле леҫнӗ. Ачан сывлӑхӗ чипер пулин те тухтӑрсем ӑна сӑнасах тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |