Ача-пӑчана савӑнма нумай та кирлӗ мар вӗт. Муркашри шӑпӑрлансемшӗн нумаях пулмасть ҫавӑн пек кӑсӑклӑ мероприяти пулса иртнӗ. Район центрӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вӗсем валли интерактивлӑ шоу йӗркеленӗ.
Тӗрӗссипе, шоуна Санкт-Петербург хулинчи ҫӳллӗ пуканесен «Парадиз» театрӗ кӑтартнӑ. «Вовочкӑн ҫӗнӗ тӗлӗнтермӗшӗсем» ят панӑскер вӑхӑтӗнче шӑпӑрлансене мультфильмсенчи паттӑрсем стена ҫине чӗнсе кӑларса тӗрлӗ вӑйӑ выляттарнӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ача-пӑча валли дартс вӑййи те ирттернӗ, батут ҫинче сикме май килнӗ. Юлашкинчен мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнарпа юнашар тӑрса асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Ача-пӑча правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов эрнекун Хӗрлӗ Чутайра пулнӑ. Унта вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа йышӑннӑ.
Ачасен республикӑри тӗп хӳтӗлевҫи патне пулӑшу ыйтса тӑватӑ ҫын пынӑ. Ыйтусенчен ытларахӑшӗ тӑлӑхсен ыратӑвӗпе ҫыхӑннӑ — сӑмахран, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе. Кунсӑр пуҫне алиментран пӑрӑнакансем пирки те сӑмах хускатнӑ.
Уполномоченнӑй патне йышӑнӑва пынисене ҫавӑн пекех район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Алексей Порфирьев тата опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Алевтина Дадюкова итленӗ. Тӳре-шара ҫынсене хурав панӑ, ҫивӗчрех ыйтусене епле татнине Вячеслав Рафинов хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Ҫак ятпа Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлти «Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗ» бюджет учрежденийӗнче калаҫу сехечӗ ирттернӗ. Унта камсене чӗнни пирки ял тӑрӑхӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информацирен ӑнланса илме йывӑртарах-ха. Анчах ачасемпе калаҫу ирттернӗ тенине шута илсен вырӑнти шкулта вӗренекенсем-тӗр тесе тӗшмӗртме пулать.
Мероприяти вӑхӑтӗнче аслисем эрех-сӑра сиенӗ пирки ӑнлантарнӑ. Ҫакна ӑша хывтарма плакатсемпе ваттисен сӑмахӗсем тӑрӑх тӑрӑшнӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн тӗпренчӗкӗ пирки 11 ҫултан аса илнӗ. Амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламаннине кура ӑна хӑй вӑхӑтӗнче амӑш правинчен хӑтарнӑ.
Ҫавӑн йышшисенчен хӑшӗсем авӑра путнӑҫем путса пыраҫҫӗ те, ку вара ҫулсем шунӑҫем тӑна кӗрсе пынӑ. Хӗрарӑм телейӗ ачасен телейӗнче пулнине ӑнланса илнӗ май пурнӑҫне ылмаштарма талпӑннӑ. Халӗ, ав, вӑл ачипе пӗрле пулма ӗмӗтленет. Ҫавӑнпах вӑл опекӑпа попечительство органне ҫитнӗ, амӑш правине тавӑрса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑмӑн самай ӳснӗ хӗрӗ те амӑшӗпе пурӑнасшӑн иккен.
Ҫапах та ку ыйтура пӑнчӑ лартаканни, тӗрӗсрех, амӑш правине тавӑрса парасси ҫинчен йышӑну тӑваканни — суд. Опекӑпа попечительство органӗ вара унта тӑратма тивӗҫлӗ хутсене тишкерет.
Кулленхи ӗҫре суд приставӗсен мӗнпе кӑна тӗл пулма тивмест пулӗ. Кулӑшла ҫак тӗслӗх Ҫӗмӗрле районӗнчи Мыслец поселокӗнче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен 2010 ҫултанпа та аса илмен. Амӑш правине туртса илнӗ хыҫҫӑн тӗпренчӗке ача ҫуртне яни те пӑшӑрхантарман курӑнать амӑшне. Ывӑлне алимент тӳлесси пирки те шухӑшламан вӑл. Парӑм 150 пин тенкех ҫитсе кайнӑ. Алиментран хытах пӑрӑнакан амӑшӗ пирки кӗҫех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах хӗрарӑм кун хыҫҫӑн та парӑма татма талпӑнман кӑна мар, судран та пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче суд приставӗ суда ирӗксӗр илсе каяс тесе ун патне килне пынса ҫитнӗ. Пристав хӗрарӑмпа пӗрле пурӑнакан арҫын кӗтсе илнӗ. «Ют хулана тухса кайрӗ», — куҫне тартмасӑр суйнӑ лешӗ. Анчах пристав ӗненсе каялла ҫаврӑнса кайма васкаман — виҫ сехет ытла кӗтсе ларнӑ. Унтан пӳрте тепре кӗнӗ. Ҫавӑнта вӑл мачча ҫинче темле сасӑ пуррине сисет. Хӑпарса пӑхать те унта хӗрарӑм пытанса ларнине асӑрхать.
Алимент тӳлемен хӗрарӑм пирки ҫав кунах суд пулса иртнӗ, ӑна явап тыттарма йышӑннӑ.
Юпан 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе анни ҫинчен иртнӗ кунсенче эпир пӗлтернӗччӗ. 10-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫинчен илтмен-пӗлмен ҫын та юлмарӗ тейӗн.
Паянхи кунсенче вара ҫак ӗҫ-пуҫпа тепӗр пӗлтерӳ тухнӑ. Чӗрӗ юлнӑ, анчах хытах сусӑрланнӑ 12 ҫулхи арҫын ачана васкавлӑ 4-мӗш ушкӑн юнӗ кирлӗ, резусӗ — пурлӑ (положительный).
— Кашни кун тенӗ пек пирӗн патне — юн илекен республика центрне — сусӑрланннӑ ачана пулӑшас тесе ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем юн пама килеҫҫӗ. Шӑпӑрлана пулӑшма кӑмӑл тӑвакансем хӑйсен ирӗкепе паспорт илсе центра килме пултараҫҫӗ. Юн пама киличчен апатланмасан лайӑх пулӗ, центрта вара вӗсене чейпе тивӗҫтерӗҫ, юн панӑ хыҫҫӑн ҫимешкӗн укҫине те уйӑрса парӗҫ, — пӗлтерет аслӑ тухтӑр Любовь Яковлева.
Енчен те сирӗн ҫӳллерех асӑннӑ юн ушкӑнӗ пулсан, инкеке лекнӗ ачана пулӑшас тесен, эсир Шупашкар, Пирогов урамӗ, 9 («Кривов урамӗ» чарӑну) адреспа килме пултаратӑр. Юнкунпа кӗҫнерникун станци ирхи 8 сехетрен ӗҫлеме тытӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ шӑматкун, юпан 5-мӗшӗнче, инкек пулса иртнӗ — 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе аннӑ. Турра шӗкӗр, чӗрӗ юлнӑ.
Ача епле май балконран ӳкнине хальлӗхе тӗпчевҫӗсем пӗлеймен-ха. Пӑтӑрмах каҫхи пулса иртнине ҫеҫ калама пултараҫҫӗ. Тӑнне ҫухатнӑ шкул ачине 1 хутлӑ ҫумхуралтӑ ҫинче тупнӑ иккен — вӑл пуҫ шӑммине ыраттарнӑ, пуҫ мимине сиенленӗ тата ытти енчен суранланнӑ. Хальхи вӑхӑтра ача пульницара реанимаци пайӗнче выртать.
Пӑтӑрмах тавра тӗпчев ӗҫне ирттереҫҫӗ. Шкул ачи йӗркеллӗ кил-йышра ӳсни паллӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пирки ҫырмалли тупӑнсах тӑрать. Мӗн тӑвас тейӗн — тӑрӑшаҫҫӗ те, каласа кӑтартмасӑр чун чӑтмасть.
Ҫак уйӑхӑн 24, 25, 28-мӗшӗсенче унта «Куракана халаллани» мероприяти иртнӗ. Ун хӑнисем ачасем пулнӑ. Вӗсене чи лайӑх спектакльсенчи сыпӑксемпе паллаштарнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнчи сӑнсене пӑхатӑн та, пӗчӗкскерсене театр тем пекех килӗшни вӗсен хавас сӑнӗсенче сисӗнет. Фойере, акӑ, ачасене Такса йытӑ кӗтсе илнӗ. Анчах хамлатса та хӑрлатса мар, хавассӑн, ырӑ кӑмӑлпа.
Хайхискер ача-пӑчана театр ҫинчен каласа кӑтартнӑ, спектакле камсем тата епле хатӗрлени ҫинчен уҫӑмлатса панӑ. Тӗрлӗ спекталкьти сӑнарсем театрта епле тытмалли пирки те ӑнлантарнӑ. Сӑмахран, унта спектакль пуҫланиччен ҫур сехет маларах пымалла, капӑр ҫипуҫ тӑхӑнмалла, телефона сӳнтермелле, шавламасӑр ҫӳремелле, ретсем хушшипе иртнӗ чух ҫурӑма сцена енне туса утмалла.
Театра пынӑ-пынах — ачасен спектакль те курма май килнӗ.
Сӑнсем (39)
Америка ҫыннисене Раҫҫейри тӑлӑхсене усрава парас мар тесе федераци шайӗнче йышӑну тунӑччӗ-ха. Кемӗр облаҫӗн депутачӗсем вара хӑйсен тӑлӑхӗсене Америка ҫыннисене кӑна мар, ытти ют ҫӗршывсене те парас мар тесе палӑртнӑ.
Унти депутатсен шучӗпе «ку ыйту — Раҫҫейӗн шалти ӗҫӗ». Ют ҫӗршыва лекнӗ ачасен правине пурпӗрех пӑсаҫҫӗ тесе шухӑшлани вӗсене ҫапла йышӑну тума хистенӗ-мӗн. Пӗчӗкскерсен тӳсме тивекен йывӑрлӑхсен шутне унти «халӑх тарҫисенчен» пӗри, облаҫӑн саккун кӑларакан влаҫӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, ачасем ют ҫӗршыв чӗлхине пӗлменнине те кӗртнӗ.
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Кушкӑ вӑтам шкулӗнчи «Теремок» ача пахчинче «Пирӗн ҫутҫанталӑка упрӑр!» девизпа экологи сехечӗ иртнӗ. Антоноа З.П. воспитательница шӑпӑлансемпе «Ҫутҫанталӑри илемлӗхе курма вӗренер» темӑпа калаҫу ирттернӗ пулнӑ. Зоя Прохоровна ачасене этемӗн пурнӑҫӗ таврари ҫутҫанталӑкран тытӑнса тӑни ҫинчен каласа панӑ. Лайӑх экологи лару-тӑрӑвӗ вара этем ҫунҫанталӑкра хӑйне мӗнлерех тытнинчен килессине тӗплен ӑнлантарса панӑ.
Ачасем илем тӗнчине кӗрсе ӳкрӗҫ. Воспитательница чечексем ҫинчен, сиплӗ курӑксем ҫинчен, вӗсемпе еплерех усӑ курасси ҫинчен те каласа панӑ. Шӑпӑрласем вара чечексем ҫинчен сӑвӑсем каланӑ, кӑсӑклӑ тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыранӑ, чечексен уйрӑмлӑхӗсемпе пӗрпеклӗхӗсене сӑнама вӗреннӗ, вӗсен илемлӗхӗпе киленнӗ.
Ачасем ҫак калаҫу хыҫҫӑн ҫутҫанталӑк ҫине урӑх куҫпа пӑхма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Тавралӑх илемне хакламаллине ҫирӗппен асра тытса юлчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |