Нумай ачаллисем тесенех теприсем: «Ӗлӗк ним укҫи те паман, пурнӑҫӗ те йывӑр пулнӑ, пӗрех ҫуратнӑ. Халӗ укҫашӑн ҫуратаҫҫӗ», — теҫҫӗ-ха. Апла-и, капла-и, патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхпа мӗншӗн усӑ курас мар?
Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхпа регионти саккунсем ҫуккипе усӑ курайманнисем те пур. Тӗслӗхрен, пирӗн Чӑвашра та чӑрмав сисӗнет. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пӑхса хӑварнӑ ытти ҫӑмӑллӑхпа пӗрлех нумай ачаллисен, сӑмахран, ачисене шкулта тӳлевсӗр апатлантарма ирӗк пур. Шупашкар хулине илсен, ун пек майпа сахал тупӑшлисем кӑна усӑ кураяҫҫӗ. Тата... пурте мар — сахал тупӑшлисенчен 15–30 процентӗнчен ытла мар. Ҫак йӗркене «Шупашкар хулинчи муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсене апатлантарассине йӗркелесси» положенипе пӑхса хӑварнӑ.
Федералсем нумай ачаллӑ ҫемьесене тата вӗсем епле ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарнине вырӑнта йышӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ иккен. Нумай ачаллӑ кил-йышсене палӑртакан саккун, ытти хӑш-пӗр регионти евӗрех, пирӗн патра та ҫук-мӗн. Ҫапла вара Раҫҫей Президенчӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ Хушура нумай ачаллисене тӳлевсӗр апатлантармалла текен ҫӑмӑллӑх пурнӑҫа кӗреймест.
Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче шапӑрлансем «Верить в чудеса», «Веселая карусель» кӗнекесен авторӗпе Светлана Гордеевӑпа тӗл пулнӑ.
Светлана Гордеева сӑвӑсем, калавсем ҫырать, хӑш-пӗр кӗнекене хӑйех илемлетет. Унӑн «Верить в чудеса» кӗнеки авторӑн ӳкерчӗкӗсемпе пичетленнӗ, «Чи нумай вуланакан кӗнеке — 2008» конкурсра ача-пӑча литератури йышӗнче 2-меш вырӑна тивӗҫнӗ. Светлана Гордееван пултарулӑхне Раҫҫей шайӗнче те палӑртнӑ. 2011 ҫулта ача-пӑча литературин «Пегас» конкурсӗнче вӑл 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Светлана Гордеевапа «Кӗнекене чӗререн вула!» девизпа ачасен тӗл пулӑвне республикипех ирттерме палӑртнӑ.
Ача-пӑча кӗнекин эрни Трак шкулӗнчен пӑрӑнман. Унта Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне те паллӑ тунӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Шкула Любовь Петрова та ҫитнӗ. Вӑл — Чӑваш писателӗсен тата Писательсен халӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗн союзӗсен членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ.
Трак шкулӗнчи акт залӗ иртенпех савӑнӑҫпа тулнӑ. Вӗренекенсем сӗтелсем ҫинче выртакан кӗнекесене тимлӗн пӑхнӑ, тишкернӗ. Хӑйне евӗр куравра Любовь Алексеевна Петрова сӑвӑҫӑн, прозаикӑн кӗнекисем те пулнӑ.
Тӗлпулура Любовь Петрова хӑйӗн пӗрремӗш сӑввисене вуланӑ. Вӑл вӗсене 6-мӗш класрах ҫырнӑ. Вӗсем — анне, вӗрентекен, ачасем, юрату ҫинчен. Поэтесса ачасене тимлӗ итленӗшӗн тав тунӑ. 3-мӗш класра ӑс пухакан Александрӑпа Игорь ӑна сӑвӑсем парнеленӗ. Вӗренекенсем Любовь Петрована пултарулӑх каҫалӑкӗнче ҫитӗнӳ тума ӑнӑҫу суннӑ.
Ачалӑх теттесемпе, юмахсемпе ҫыхӑннӑ. Пӗчӗк чухне «Ҫарӑк», «Йӑвача» тата ытти юмахпа паллашман ҫын пур-ши? Ҫак кӗнекесем — хаклӑ тупра.
Надежда Григорьева (Яковлева) вара ачасене ӑсталанӑ юмах сӑнарӗсемпе паллаштарать. Вӑл Шупашкарти ача пахчинче ӗҫлет. Унта юмах сӑнарӗсен хӑйне евӗр кӗтес пур. Пӗтӗмпех Надеждӑн амӑшӗ Мария Михайловна ҫыхнӑ. Кӗтес пуян: халӑх тата литература юмахӗсен сӑнарӗсем пур.
Теттесем ҫемҫе. Мария Михайловнӑн ӗҫӗсем пӗчӗкскерсене савӑнтараҫҫӗ. Ачасем уйрӑмах пӳрнене тӑхӑнтартмалли теттесемпе выляма кӑмӑллаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» 18-мӗш ыркӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑччӗ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмне Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн гендиректорӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Кислов ертсе пырать.
Марафона хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра 2 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Унсӑр пуҫне ача-пӑча ҫи-пуҫне паракансем, ача-пӑча лагерьне кайма путевка уйӑракансем тупӑннӑ.
Кӑҫалхи марафонӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — уҫӑ кӑмӑллисем укҫана смс-хыпарсем янипе те куҫарма пултараҫҫӗ. «НИМЕ» (шӑп ҫапла, чӑвашла!) тесе ҫырмалла та 4647 номер ҫине ямалла. «Тепӗр чухне эпир укҫа куҫарассишӗн почтӑна е банка кайма е ӳркенетпӗр, е вӑхӑт хӗсӗкки пӗтерет», — тет Юрий Кислов. Кун пек вара килте е ӗҫре ларсах укҫа куҫарма май пур. Пӗр смс-хыпаршӑн 55 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ. Хыпара татти-сыпписӗр ярсан та юрать — чару ҫук.
Ут-лаша — тӗлӗнмелле выльӑх. Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн мӑн асаттесем ҫак чӗрчунсене юратнӑ, чи хисеплисен йышӗнче тытнӑ. Лаша таврашӗ вӗсене ӗҫре кӑна мар пулӑшнӑ, ҫавӑн пекех кӑмӑлӗсене те ҫӗкленех ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра та ав психологсем лашасем чуна лӑплантарма, кӑмӑла ҫӗклеме пултарни пирки калаҫҫӗ.
Ҫакна шута илсех ӗнтӗ иртнӗ шӑматкун Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш вӑтам шкул ачисем хулапа юнашар вырнаҫнӑ лаша витине ҫул тытнӑ. Авал Тӗкӗрҫ ялӗсем (халь вӗсен вырӑнӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкар) пулнӑ лаптӑкра вӗсене лашасем, ашаксем, понисем кӗтсе илнӗ. Ачасем вӗсем валли парнесем те илсе кайма манман — сахӑр, кишӗр, панулми. Инструкторсем пӑхса тӑнӑ май ҫак ҫимӗҫсемпе лашасене хӑналанӑ.
Паллах, утланса лармасӑр, ярӑнмасӑр лаша витинчен шкул ачисем кайман. Пӗтӗмешле вара вӗсене кунта килӗшнӗ, питӗ хаваслӑн таврӑннӑ вӗсем.
Пӗчӗк чух пиртен кашниех хӑвӑртрах ӳсме ӗмӗтленет. Аслисем калани те тӗрӗсӗн туйӑнмасть. Тепӗр тесен, тепӗр ашшӗ-амӑшне хӑйне те ашшӗ-амӑшӗ пулма вӗрентмелли куҫкӗрет.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче лартакан «Мымрёнок» юмах та эпир маларах калани пиркиех теме пулать. Килте ӑнланакан ҫукран пӗчӗк ача килтен тухса каять та виҫӗ хыр хушшинче ҫухалса каять. Унта вӑл Тӗклӗ тӗлӗнтермӗшпе тӗл пулать. Лешӗ хӑйӗн тусӗпе, Компьютерпа, пӗрле пулса ҫемьери ӑнланманлӑха татса пама пулӑшать.
Ку спектакле пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче мӗнпур амӑшӗпе аслашшӗ-кукамӑшӗ театрта тӳлевсӗрех курма пултарать. Пӗр пӗчӗк саманта кӑна шута илмелле. Укҫасӑр кӗрес тесен ачапа пымалла. Ҫулталӑкра пӗрре ҫапла майпа кайма май килекен ҫак парнене хӗрарӑмсем культура учрежденийӗ «Театра — аннепе» акци ирттернӗ май кайма тивӗҫеҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне вара унта «Театра — акци» пулнӑччӗ.
Пушӑн 6-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Интеллектуариум» ятлӑ ача-пӑча пӳлӗмӗ уҫӑлать. Вӑл шкул ҫулне ҫитмен ачасен кӑмӑлӗшӗн тӑрӑшасса тата пӗчӗккисене аталантарасса шанаҫҫӗ.
Пӳлӗме уҫас шут тытнисем Галинӑпа Михаил Быковсем. Вӗсем — Чӑваш Енӗн Ҫамрӑксен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗн ертӳҫисем. Хӑйсен шухӑшне пурнӑҫа кӗртме вӗсем социаллӑ проектсен республикӑра иртнӗ конкурсӗнче хӳтӗленӗ. Хыснаран уйӑрнӑ тупрана вӗсем ача-пӑча пӳлӗмне илемлетме, кирлӗ тетте туянма, пултарулӑха аталантармалли хатӗр, ҫав шутра кӗнекесем те, туянма янӑ.
Ачасен пӳлӗмне пӗчӗккисене тӳлевсӗр ҫӳреттерӗҫ. Кашни пымассерен 45-шер минут параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтпа усӑ курса ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе аппаланма пултарӗҫ. Пӗчӗккисене аталантармалли занятисене педагогсене, ӑсчахсене, пултарулӑх тата техника профессийӗсен ҫыннисене те явӑҫтарасшӑн.
«Интеллектуариум» ытларикунтан пуҫласа шӑматкунсерен, ирхи 10-ран тытӑнса кӑнтӑрла иртни тӑваттӑччен ӗҫлӗ. Пӳлӗм пӗр харӑс 10 ача йышӑнаяссине тӗпе хурса малтанах черете вулавӑш сайчӗ урлӑ е 62-38-12 телефонпа ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Л.Кассиль ячӗллӗ вулавӑшӑн ертсе пыракан библиотекарӗ Наталия Иванова тата Шупашкарти ӳнер училищин студентки Ольга Иванова 181-мӗш ача пахчин шапӑрланӗсемпе тӗлпулу иртттернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем ачасене ӳнерҫӗ-иллюстратор профессийӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсене кӗнеке ӳнер хайлавӗ пулнине, ӑна хатӗрлессишӗн чылай вӑй тӑкакланнине, ҫавӑнпа ӑна тирпейлӗ тытмаллине ӑнлантарнӑ. Шкул ӳсӗмне ҫитеймен ачасемпе «Ӳкерчӗке малалла тӑс» заняти те ирттернӗ. Унтан пӗчӗкскерсене «Йӑвача» мультфильм кӑтартнӑ. Ачасене ҫаврашкасене тӗрлӗ мелпе ӳкерме вӗрентнӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче шӑпӑрлансене кураври кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Унта ача-пӑчасен терлӗ конструкциллӗ кӗнекисем пулнӑ: тетте кӗнеке, хуҫланакан кӗнеке, сцена кӗнеке, альбом кӗнеке, панорама кӗнеке, музыка кӗнеки.
Пӗтӗм тӗнчери граждан оборонин кунне уявланӑ май ИӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗмӗрлери пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсене пушар хӑрушлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасем умӗнче Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗмӗрле районӗнчи тӗрӗслев ӗҫӗ пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Сабанцев, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн иструкторӗ Светлаа Николаева тухса калаҫнӑ.
ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем пирки каласа кӑтартнӑ, ҫулӑм тухасран мӗнле асӑрханмалли пирки пӗлтернӗ. Пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсем пушар тухас пулсан хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗреннӗ. Мероприятире пушар вӑхӑтӗнчи хӑрушсӑрлӑх тематикипе конкурссем, тупӑшусем, вӑйӑсем ирттернӗ. Юлашкинчен ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене ҫак темӑпах мультфильм кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |