Улатӑрта Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне хӑйне евер паллӑ тунӑ. Улатӑрсем ҫав кун ҫемйисемпех тухса ӑҫталла ҫул тытнине никам та тавҫӑрас ҫук. Ача ҫуратмалли ҫурт патне!
Ун чухне Кӳмесен парачӗ иртнӗ. Кунашкал уяв Улатӑр хулинче виҫҫӗмӗш хут иртет ӗнтӗ. Ӑна чиркӳ ҫыннисем йӗркелеҫҫӗ.
Парад ирхине чиркӳ патӗнчен пуҫланнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем, кукамӑшӗсемпе кукашшӗсем хула урамӗпе ача ҫуратмалли ҫурт таран утнӑ. Ахальтен мар унталла ҫул тытнӑ вӗсем. Ҫапла майпа улатӑрсем ҫӗнӗ чуна ҫут тӗнчене килме пулӑшакан тухтӑрсене тав тума шутланӑ.
Тухтӑрсем валли вӗсем ятарласа чӗре евӗр пысӑк торт пӗҫернӗ. Вырсарни шкулӗн тата ача пахчин шӑпарланӗсем концерт хатӗрленӗ, вӑйӑ вылянӑ, конкурссем ирттернӗ.
Кӑҫал ҫуралнӑ ачасем те парнесӗр юлман. Вӗсен ашшӗ-амӑшне сувенирсем парнеленӗ. Уяв вӗҫӗнче тӳпене шурӑ кӑвакарчӑнсене вӗҫтернӗ.
Кӗҫех Хӗрлӗ Чутай районӗнче ача-пӑчашӑн ырӑ пулӑм пулмалла. Хӗрлӗ Чутайра ҫулталӑк вӗҫӗччен ача пахчи туса пӗтермелле.
Строительсем графикран кая юлса пыраҫҫӗ пулин те ӗҫе вӑхӑтра туса пӗтерме шантараҫҫӗ-мӗн. Хальлӗхе унта пӗрремӗш хута хӑпартнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине туса пӗтерессине Хӗрлӗ Чутайри халӑх чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Мӗншӗн тесен унта ача пахчинче вырӑн парасса 240 шӑпӑрлан кӗтет.
Ҫӗнӗ ача пахчинче 160 вырӑн пулӗ. Планпа килӗшӳллӗн, строительсен объекта ҫулталӑк вӗҫӗнче памалла. Вӗсем халӗ кая юлса пырсан та ӗҫе пахалӑхлӑ тӑвассине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Янӑшри вӑтам шкула кӑҫалхи ҫурлан 15-мӗшӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ пирки тӗрлӗрен сӳтсе явакан-калаҫакан пулчӗ. Пысӑках мар ялта 165 ача вӗренмелӗх шкул кирлӗ мар текенсем те ҫав шутра тупӑнчӗҫ.
Тӗрӗссипе вара Янӑшри 9 клас вӗренмелли хальхи шкул та, кӳршӗллӗ Мӑн Мамӑшри вӑтам шкул та тахҫанах кивелнине вӑл тӑрӑхрисем аван пӗлеҫҫӗ. Янӑшри ача пахчи вара пӗчӗк кӑна ҫуртра вырнаҫнӑ. Унччен йӗркеллӗ ача пахчиех ялта пулнӑ-ха, кайран ҫав учрежденисене урӑх тӗллевпе ӗҫлеттерме тытӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫынсене хваттер тума тесе сутса янӑ.
Янӑшра халӗ ҫӗклесе лартнӑ ҫӗнӗ шкулта шкул ҫулне ҫитменнисем валли 40 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Ачасемпе шӑпӑрлансем валли икӗ бассейн тунӑ, шкул умӗнче спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗ те пур. Унта ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Паян шкулти строительство ӗҫӗсемпе паллашма Янӑша республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫитсе килнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнче ачасен «Мини-мисс» конкурс иртнӗ. Унта Стемасри Любовь Созонова, Диана Тынтаева, Восход поселокӗнчи Ульяна Константинова, Ольга Сурикова, Иваньково-Ленино ялӗнчи Софья Казанцева хутшӑннӑ. Вӗсем пурте — 7–10 ҫулсенче.
Пӗчӗкскерсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ. Кайран «Эпӗ пысӑк пулсан» тема тавра калаҫнӑ. Вӗсем мӗнле кӗвӗсене итлесе пӗлнӗ, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ…
Конкурссем вӗҫленсен жюри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Мини-мисс» ята Софья Казанцева ҫӗнсе илнӗ. Артист пултарулӑхӗпе Любовь Созонова палӑрнӑ. «Мисс черченлӗх» номинацире Ульяна Константинова палӑрнӑ. Ольга Сурикова «Мисс граци» пулнӑ, Диана Тынтаева та куракансене тӗлӗнтернӗ.
Шел те, юлашки ҫулсенче Шупашкарта ҫӳллӗ ҫуртсен чӳречисенчен ачасем тухса ӳкни пирки тӑтӑшах илтме пулать. Шалти ӗҫсен министерстви ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать те.. Анчах ҫак сӑмахсем пурин хӑлхине те кӗмеҫҫӗ пулмалла. Акӑ нумаях пулмасть Шупашкарта каллех чутах инкек пулман.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 45 ҫулти амӑшне административлӑ явап тыттарӗҫ. Вӑл 6 ҫулти ывӑлне асӑрхаса ӗлкӗреймен. Амӑшӗ ывӑлне пӑхмасӑр хӑварнӑ. Ача вара чӳрече янахӗ ҫинче ларнӑ.
Полицие ҫынсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсем 4-мӗш хутри чӳрече ҫинче арҫын ача ларнине курсан сисчӗвленнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: ҫав хваттерте 6 ҫулти ачине воспитани паракан ҫемье пурӑнать.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑй ҫав вӑхӑтра телефонпа калаҫнӑ. Ача ун чухне пӳлӗмре пулнӑ. Анчах кайран вӑл тепӗр пӳлӗме выляма кайнӑ. Ывӑлне чӳрече янахӗ ҫинче ларнине каярахпа ҫеҫ курнӑ. Ача урине урамалла усса ларнӑ. Телее, инкек пулман.
ШӖМ аслисене ачасен тӗлӗшпе тимлӗрех пулмаллине тепӗр хут аса илтерет.
Чӑваш Енре ачасем ҫуллахи каникулта шкул ҫумӗнчи уйлӑхсенче канаҫҫӗ. Паллах, ку вӗсен сывлӑхӗшӗн те, тавракурӑмӗшӗн те лайӑх.
Анчах республикӑри пӗр уйлӑхра пӑтӑрмахсӑр пулман. Вӑрнар районӗнчи пӗр уйлӑхра санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнманни пирки ЧР Прокуратурин сайчӗ хыпарлать.
Вӑрнар районӗнчи уйлӑха специалистсем ашшӗ-амӑшӗ ыйтнипе тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Ҫакна кура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, айӑплисене дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ.
Тӑлӑх ача хӑрӑк турат пекех. Унӑн та ҫемье ӑшшине туйса курас килет. Ача ҫурчӗсен ӗҫченӗсем, опекӑпа попечительлӗх органӗсем кун тӗлӗшпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа, ултӑ уйӑхра, 13 тӑлӑх ачана шута илнӗ. Халӗ, телее, вӗсем пурте ҫемьесенче воспитани илеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 13 ачаран виҫҫӗшӗ — тӑлӑх. Тепӗр 10-шӗ социаллӑ тӑлӑхсем. 5 ачан ҫывӑх ҫыннисенчен пӗрне ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. 2 шӑпӑрланӑн амӑшӗ тӗрмере ларать, 2-шне амӑшӗ хӑварнӑ. Пӗр ачан амӑшне шыраҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне ашшӗ-амӑшӗ ҫуралнӑ ачине хӑварасси пирки пӗлтерсе 5 хыпар ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫав амӑшӗсемпе, ҫывӑх тӑванӗсемпе калаҫнӑ. Ҫакӑ пулӑшнипе тӑватӑ ачана ҫемьерех хӑварма май килнӗ. Пӗрне вара опекӑна панӑ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта 2013 ҫулта 24 тӑлӑха тупса палӑртнӑ. 2014 ҫулта вара кунашкал 32 ачана шута илнӗ.
Республика кунӗнче муркашсем те хӑйне евӗр мероприяти ирттернӗ. Районти вулавӑшсенче тӗрлӗ ӑрури ҫынсем валли кӗнеке куравӗсене тишкернӗ, таврапӗлӳ сехечӗсем иртнӗ, ачасем валли конкурссем, викторинӑсем йӗркеленӗ.
Вулавӑшсем йӗркеленӗ мероприятисем ҫамрӑк ӑрӑва пуян историпе паллашма, чӑваш халӑх йӑли-йӗрки пирки лайӑхрах пӗлме пулӑшать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсем вулакансем патне урама тухнӑ. Урамри «Ҫӗршывӑм манӑн Чӑваш Ен, сана саватӑп чӗререн!» библиокафе Муркашри ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Унта канакансем Чӑваш Республики пирки кӑларнӑ литературӑпа паллашма, Шупашкар пирки вуласа пӗлме пултарнӑ.
Ачасем викторинӑри ыйтусене хуравланӑ, фольклор вӑййине вылянӑ. Ачасем ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллашнӑ.
Ҫу иртни пӗрре те сисӗнмест. Акӑ пӗр уйӑх та хыҫа юлса пырать. Ачасем те, ахӑртнех, каникулти кунсем ылмашӑннине сиссе юлаймаҫҫӗ.
Вӑхӑчӗ иртет-ха, анчах ачасем шкула ҫӳремесен те килте ахаль лармаҫҫӗ. Сӑмах — Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗн шӑпӑрланӗсем пирки. Вӗсем каникула усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Вӗсем килте те ӗҫлеҫҫӗ, шкул пахчинче те тӑрӑшса вӑй хураҫҫӗ.
Ку кӑна мар. Яманчӳрел ачисем яла тирпей-илем кӗртес ӗҫе те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ав унта ҫӑва патне илсе ҫитерекен ҫула юсанӑ. Ачасем аслисенчен юлмасӑр унта ӗҫленӗ. Унтан вӗсем спорт стадионӗнче шӑматкунлӑх ирттерсе тасатнӑ.
Ачасем ӗҫлеме те, тавракурӑмне анлӑлатма та пӗлеҫҫӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районӗнчи шыв управне те ҫитсе курса унпа паллашнӑ.
Сӑнсем (17)
«Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӑҫал та хӑйсен авалхи аслашшӗсен ҫӗрӗнче тулай чӑвашӗсен 39 ачи канӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хӑйӗн сайтӗнче.
Тулай чӑвашсен ачисем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен канӗҫ.
Министрество пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку ачасем — чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадисемпе конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекен шкулсен чи лайӑх ачисем тата чӑваш чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе интересленекенсем».
Вӗсем пирӗн пата Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Чӗмпӗр, Сарту, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенчен тата Мускавран ӗнер килсе ҫитнӗ.
2005 ҫултах пуҫланнӑ йӑлапа килӗшӳллӗн «Эткер» уйлӑх ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унӑн тӗллевӗ — ачасене чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине явӑҫтарасси. Ку тӗллеве пурнӑҫлама Вӗренӳ, Культура, Сывлӑх министерствисем тата Чӑваш наци конгресӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |