Чӑваш Енре «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци каллех вӑй илнӗ. Ӑна ҫулсерен ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Акци чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен иртет. Ӑна ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви йӗркелет.
Акципе килӗшӳллӗн, аслисем ача ҫуртӗнчи шӑпӑрлансене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илме пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫапла майпа Ҫӗне ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илеҫҫӗ.
Ачана ҫемьене вӑхӑтлӑх илес тесен вырӑнти опекӑпа попечительлӗх органӗсене ҫитмелле, кирлӗ документсем пухмалла.
Ачасем хӑйсене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хальлӗхе 143 ача Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илме хатӗрленет.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Хӗл мучи вара ачасене хӑйӗн патне хӑнана чӗнет. Шупашкар ачисем Ҫӗнӗ ҫул уявӗн хуҫи патӗнче нумаях пулмасть пулса курнӑ.
Тӗп хулари пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан ачасем тӗнче шайӗнче ирттернӗ «Мӗн вӑл — туслӑх?» конкурсра ҫӗнтернӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсене Хӗл мучин ҫӗршывне официаллӑ майпа чӗннӗ.
5-мӗш класс ачисем Аслӑ Устюг хулинче темиҫе кун пурӑннӑ. Вӗсем хӗл мучине саламлӑ юрӑ шӑрантарса панӑ. Вӗсем ӑна видео ҫине ӳкернӗ. Ҫавӑн пекех ачасем Хӗл мучипе калаҫнӑ, ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ.
Чӳкӗн 18-мӗшӗнче уяв иртнӗ. Ачасем Асамлӑх шкулӗнче вӗренме пултарнӑ, унта асамҫӑн сертификатне илнӗ. Ун чухне Хӗл мучи ҫӗршыври пӗрремӗш чӑрӑша ҫутнӑ.
Паян Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче икӗ ҫулхи ачана вӗлернӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухассипе лару иртнӗ.
38 ҫулти арҫын икӗ ҫулти ывӑлне кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗлернӗ. Хыҫҫӑнах вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ.
Чылай преступление ҫын ӳсӗр пуҫпа тӑвать теҫҫӗ те йӗрке хуралҫисем, тӑван тӗпренчӗкне вӗлерекен ҫын ӳсӗр пулни пирки асӑнман прокуратура ҫак факт пикри хыпарланинче. Арҫын тӗнче курӑмӗ ыттисенчен расна пулнӑ-мӗн. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫ — чӑн-чӑн пулӑм, ӑна урӑхларах ирттермелле. Ҫапла шухӑшласа арҫын ывӑлне вӗлернӗ. Унтан вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ.
Вилнӗ ачан тӑванӗсем усал ӗҫе тӑвакан ҫук пулин те пуҫиле ӗҫе чарса лартма килӗшменнине кура паян ҫак ӗҫпе республикӑн Аслӑ судӗнче суд пуҫланнӑ.
«Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫ центрӗнче нумаях пулмасть «Чӗрӗлӳ калчисем» республикӑри конкурс-вӑйӑ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра нумай мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата республикӑри К. Иванов ҫулталӑкне халаллаҫҫӗ те, «Эткер» те ятарлӑ ҫулсем пирки манман.
Конкурс тӗллевӗ пирки «эткерҫӗсем» тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе тата культурипе кӑсӑкланассине ӳстересси тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫав шутра, паллах, Константин Ивановпа та.
Республика шайӗнче конкурса пухиччен ӑна районсенче йӗркеленӗ. Куҫӑн мар тура Муркаш тӑрӑхӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ. Муркашри шкулта вӗренекенсем (вӗсене Надежда Багрова тата Людмила Игнатьева ертсе пынӑ) район чысне республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫнӗ.
Конкурсҫӑсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Константин Ивановӑн хайлавӗсен вӑрттӑнлӑхӗ» ятпа — ӳкерӳпе декораципе прикладной ӳнере, «Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ» ятпа — юмах-халапа инсценировкӑланине тата таврапӗлӳ ӑс-тӑн турӗ йӗркеленӗ.
Конкурса Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Тӑвай тата Шупашкар районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен 209 ӗҫ тӑратнӑ.
Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен хушшинче К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул, Н.И. Ашмарин ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалласа республика шайӗнчи «Чӑваш чӗлхипе литературин вӗренӳ содержанийӗ» («Тӑван чӗлхепе литература вӑрттӑнлӑхӗсем») Интернет-конкурс иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 138 учитель хутшӑннӑ. Вӗсенчен 7-шӗ тулай чӑваш шкулӗсенчен пулнӑ. Конкурса Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри ертсе пынӑ.
Учительсем чӑваш чӗлхипе тата литературипе 10 ыйтӑва хуравланӑ. «Ыйтусем ҫӑмӑлах пулмарӗҫ курӑнать», — теҫҫӗ конкурса йӗркелекенсем. Унтан уйрӑмах йывӑррисем тесе ҫаксене пӑхмалла тесе палӑртнӑ:
1. Кайраклӑ пайӑр ята кирлӗ формӑна лартса ҫырӑр.
Константин Иванов Чӗмпӗртен Слакпуҫне таврӑнмассерен (Кайраклӑ) кая-кая килнӗ, унта халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ.
2. Чӑваш пуплевӗнче сӑмах майлашӑвӗ окситони ритмӗпе палӑрать тенине мӗнле ӑнланмалла?
3. Предложение вулӑр. Пӗчӗк сӑмах мӗнле пуплев пайне пӑхӑнать.
4. Н.И. Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗнчен илнӗ предложенире нумай пӑнчӑ вырӑнне мӗн ҫырмалла?
Пичче арӑмӗ ман арӑмпа … пулать".
Пурте тӗрӗс хуравланӑ ыйтусем пулман.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ача-пӑча юррисен республикӑри конкурсӗ иртет. «Сентти» ят панӑскере кӑҫалхипе улттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна йӗркелекенӗсем — республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи.
Конкурса пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан шкулсенче ӑс пухакансем е тата клубсене ҫӳресе юрӑ ӑсталӑхне утптакан 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Солистсен 2 тӗрлӗ хайлавран тӑракан программа кӑтартмалла. Вӗсенчен пӗрне кӗвӗ-ҫемӗсӗр юрлама тивӗ, теприне — музыка инструменчӗпе каланӑ май. Фонограммӑпа усӑ курма юрамасть. Юрӑ жанрӗ кирек епли те пулайрать: сӑпка юрри, хӑна юрри, лармана пухӑнсан шӑрантараканни, салтак юрри, тӑлӑх юрри... Такмак каласан та юрать.
Конкурса хутшӑнакансен ҫипуҫӗ этнографи сӑнарне ҫывӑх пулнине те хаклӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть 5 ҫулти Варвара Гусельщикова ҫырнӑ сӑвӑсене тата вӑл ӳкернӗ картинӑсене хӑтланӑ. Хӗрача пушӑ вӑхӑтра акварельпе, гуашьпе, кӑранташпа ӳкерме юратать, сӑвӑсем ҫырать.
Варварӑн ашшӗпе амӑшӗ Наталья тата Дмитрий ятлӑ. Вӗсем ачине пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Варвара ташлама та юратать-мӗн. Ҫавӑн пекех вӑл акӑлчан чӗлхине вӗренет.
Хӗрача пӗррехинче амӑшӗпе ӗҫрен таврӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пуҫне сӑвӑ йӗркисем килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене блокнота ҫырса пынӑ. Кӑштахран ЧР Писательсен пӗрлӗхӗ Варварӑна хӑйсем патне сӑвӑсемпе паллаштарма чӗннӗ. Унта ӑна кӗнеке кӑларма сӗннӗ.
Варварӑн пӗрремӗш кӗнеки 100 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Хулари тӗрлӗ вулавӑша 10-шар кӗнеке парнеленӗ вӑл. Халӗ Варвара юрӑсем ҫырма та хӑтланать-мӗн.
Чӑваш Енре икӗ тӑлӑха хваттертен кӑларса ярасшӑн. Хваттерӗ вӗсен амӑшӗн.
Ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйран ачасен асламӑшӗ пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта ачасен амӑшне (вӑл та тӑлӑх шутланнӑ) ятарлӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен хваттер тивӗҫнӗ. Анчах нумаях пулмасть вӑл аварире вилнӗ. Ачисене вара халӗ асламӑшӗпе ашшӗ пӑхаҫҫӗ.
Амӑшӗ вилсен ҫемьене Муркаш район администрацийӗнчен хут килнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе ашшӗн хваттертен тухса каймалла-мӗн. Сӑлтавне ӑнлантарнӑ: хваттере ятарлӑ фондран пӗр-пӗр ҫынна панӑ, ӑна урӑххисене хӑварма права ҫук. Хваттере приватизацилемелли тапхӑр, 5 ҫул, иртмен-ха.
Ку ӗҫе ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тӗрӗсленӗ, халӗ вӑл ун тӗлӗшпе ӗҫлет. Хальлӗхе уполномоченнӑй ачасене хваттертен кӑларса яма ирӗк паман.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен культура керменӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсен «Шкул шӑпчӑкӗ» республика конкурсӗ иртнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шутӗнче Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Республикинчи учительсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ те пулнӑ.
Чӑваш халӑх юррисене юрлакансен ӑмӑртӑвне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчӗк районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата шкул Ҫӗpпӳ хулисенчен ачасен 11 фольклор ушкӑнӗ, 28 солист, учительсен 6 фольклор ушкӑнӗпе 9 солист хутшӑннӑ.
Солистсемпе фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑхӗн хӑна, салтак, вӑйӑ, ӗҫ, лирика юррисене шӑрантарнӑ. Уяв каҫӗнче сюжетлӑ вӑйӑсемпе юрӑсем, такмаксемпе ташӑсем пӗp-пӗринпе ылмашса пынӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта тискер ӗҫ пулнӑ. Каҫхи 6 сехет тӗлӗнче Эгер бульварӗнчи пӗр общежитире 3 ҫулти ачана вӗлернӗ.
Инкек пулнӑ вырӑна йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ачана ашшӗ вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Арҫын киле ӳсӗр килнӗ. Ача макӑрнӑ сасӑ ӑна питӗ тарӑхтарнӑ ахӑртнех. Ҫавӑнпа вӑл пӗчӗкскере чышкипе ҫапнӑ. Ача сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Ӑнӑҫсӑр ҫемьен тусӗ каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ шӑматкунах кӑвак ҫӳренӗ. Вӗсен тата пӗчӗкки пур. Вилни шӑпах асли.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, ашшӗне тӑтӑшах ӳсӗр курнӑ. Амӑшӗ те эрех ӗҫкеленине палӑртнӑ вӗсем.
Ачана ҫапнӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах медиксем килнӗ те пӗчӗкскер вилнине палӑртнӑ. Унтан шурӑ халатлисем полицейскисене чӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |