Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ульяна Михеева — конкурсра чи кӗҫӗнни

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.03.2016 10:26 | 2342 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗ ҫур ҫула ҫитрӗ: тата тепӗр уйӑхран вӑл хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тытӑнӗ. Кашни номинацире — вӗсем пӗтӗмпе ҫиччӗ — лайӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем шутне кӗме пултаракан ӗҫсем пур. Куракансем кӑмӑлласа пӑхакан видеосем те сахал мар. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Настя Федорова, Ямашри Филимоновсем, Ӗпхӳ хӗрачи Анна Михайлова, Комсомольски тӑрӑхӗнчи Аслӑ Чурачӑк ачи Сергей Лукиянов куравсем шучӗпе малтисен шутӗнче пыраҫҫӗ. Халӑх вӗсене юратса пӑхать.

Ҫавӑн пекех конкурса ӗнер чи пӗчӗк хӗрача Ульяна Михеева калакан «Параппан» сӑвӑ ҫитрӗ. Ульяна 3 ҫулта, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрет. Унӑн воспитателӗнчен Лина Паркинӑран килнӗ ҫак ӗҫ шӑпах 50-мӗш пулчӗ. Ку конкурса Хӗрлӗ Чутайсем питӗ хастар хутшӑнаҫҫӗ, вӗсене уйрӑммӑн тав тӑвас килет.

Аса илтерӗпӗр, конкурс ака уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗшӗччен пырать. Ӑна Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттереҫҫӗ. Унӑн положенийӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче, «Шкулта» интернет журналта, Чӑваш халӑх сайтӗнче паллашма пулать.

#ЧНК, #конкурссем, #Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Мӑн Этмен, #ачасем, #ача пахчисем, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем