Апат-ҫимӗҫ
![]() Юпа уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра «Моя планета» (чӑв. Манӑн планета) телеканал пулнӑ. Вӑл «Магия вкуса» кӑларӑм валли сюжетсем ӳкерме килнӗ. Телекуравра ӗҫлекенсем республикӑн тӗрлӗ районне ҫитнӗ, унта вӗсем чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрленипе паллашнӑ. Антон Зайцев ертсе пыракан телекӑларӑм эфира ыран, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре тухӗ. Тележурналистсем хӑш тӑрӑха ҫитсе мӗн ӳкернине пӗлес тесен ыран телевизор пӑхма манмалла мар. Чӑваш Енпе паллаштаракан кӑларӑма тепӗр хутчен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра тата 00 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |