Пассажирсене 63-мӗш маршрутпа турттаракан Шупашкарти водительсемпе ӗнер тӗлпулу иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, транспорт, энергетика тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ тӗлпулӑва вырӑна тухса йӗркеленӗ.
Пуҫтарӑннисемпе нарӑсӑн уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен ҫул укҫи хакланассине, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сӳтсе явнӑ. Пассажирсене турттаракан транспорта ятарлӑ вырӑна лартмаллине те асӑрхаттарнӑ. Транспортра ҫынсемпе епле тытмалли пирки те калаҫу пулнӑ.
Ҫул-йӗр правилине пӑсмалла марри ҫинчен те тӳре-шара сӑмах пуҫарнӑ. Аса илтеретпӗр, пассажирсене коммерци маршручӗпе турттаракан автобуссен ӗҫне нумаях пулмасть тӗрӗсленӗччӗ. Шупашкарта чи хӑрушӑ маршрутсен шутне 61-мӗш тата 65-мӗш номерлисене кӗртнӗччӗ.
Сызраньтен Шупашкара икӗ хӗрарӑма илсе килнӗ. Вӗсем маршруткӑра ҫынсен кӗсйинчен укҫа вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарти полици уйрӑмне пӗр кунра 5 ҫын пулӑшу ыйтса килнӗ. Вӗсем пурте пӗр евӗрлӗ ӑнлантарнӑ: маршруткӑран тухнӑ хыҫҫӑн енчӗкре укҫа ҫухалнӑ е телефон «ураланнӑ». Хайхискерсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсене хӑйсем ҫухатма пултарайман. Пурте икӗ хӗрарӑма сӑнласа кӑтартнӑ.
Хӑшӗ-пӗри енчӗкре карточкӑпа пӗрле пин-кода упрать. Шӑпах ҫавӑнпа усӑ курнӑ вӑрӑсем. Полицейскисем вӗсен йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Анчах ҫав вӑхӑталла лешсем хуларан тухса тарма ӗлкӗрнӗ.
Каярахпа ҫак хӗрарӑмсем тахҫанах шыравра пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӗсем вӑрӑ-хурахла 15 ӗҫ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑмсене Сызраньте тытса чарнӑ. Полицейскисем ҫак хӗрарӑмсенчен шар курма пултарнӑ ҫынсене хӑйсем патне пыма чӗнеҫҫӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 15 минутра «Вятка» ҫул ҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫывӑхӗнче, маршрутка ҫунма тытӑннӑ.
Ку «Хусан – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пулнӑ. Транспорт ҫул ҫинче кайнӑ ҫӗртех ҫунма пуҫланӑ. Руль умӗнче 34 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл маршруткӑран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ та чарӑннӑ. Пассажирсене урама кӑларнӑ. Юрать, салонра ҫын нумай пулман — тӑваттӑн ҫеҫ. Вӗсене тепӗр автобуса лартса янӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем пушара часах сӳнтернӗ. Телее, ку инкекре никам та суранланман. Халӗ ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Кун пек шартлама сивӗ тахҫанах пулман. Урамра сивӗ сӑмсана чӗпӗтет. Чылайӑшӗ машинине те тапратаймасть. «Мускав – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус вара ҫул ҫинчех ҫӗмӗрӗлнӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре М-7 автоҫулӑн 603-мӗш ҫухрӑмӗнче автобус ванса кайнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан автобуса полицейскисем асӑрханӑ. 27 градус сивӗре транспортӑн топливо насусӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Салонра 32 пассажир пулнӑ. Вӗсем салонра 20 минут ларнӑ.
Патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӑтӑрмаха лекнисене пулӑшнӑ — пассажирсене урӑх автобуссене лартса янӑ.
«Чӑвашавтотранс» ҫӗнӗ автобус туяннӑ. Ахальли мар. Вӑл сусӑрсене илсе ҫӳремешкӗн меллӗ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуса «Доступная среда» программӑпа килӗшӳллӗн туяннӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӑл Шупашкарти урамсемпе ҫӳреме пуҫлӗ.
Автобусра – 22 вырӑн. Унтах кӳмепе лармалли пӗр вырӑн пур. Транспорта пӗтӗмпе 53 ҫын кӗме пултарать.
Сӑмах май, унашкал автобуссене унччен те туяннӑ. Ун пеккисем хулара ҫӳреҫҫӗ. Водитель чарӑнура сусӑр ларнине курсан алӑка уҫнӑ чухне ятарлӑ пусма антарать.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хӑш-пӗр маршрутпа автобус ҫӳреттерессине «Чӑвашавтотранс» ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗнчен тытӑнса, акӑ, «Чебоксары-1 — Степаново» (чӑв. Шупашкар-1 — Ямаш) маршрутпа турттарма тытӑннӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем 175-мӗш номерлӗ маршрутпа «Цивильск—Словаши» (чӑв. Ҫӗрпӳ—Славаш) тата 217-мӗш маршрутпа «Вурумсют—Цивильск—Чебоксары» (чӑв. Вӑрӑмҫут—Ҫӗрпӳ—Шупашкар) ялӗсене хулапа ҫыхӑнтарӗҫ.
Сӑмах май, иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче «Чӑвашавтотрансӑн» Вӑрмарти пассажирсен автотранспорт предприятийӗн водителӗсем забастовка ирттернӗччӗ: ирпе вӗсем ӗҫе тухманччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗ.
«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ «АвтоВАС» акционерсен обществинчен тарма шутланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерни чӑна килнӗ курӑнать. Валерий Петровский ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн аккаунтӗнче хальтерех кӑна хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ларса килнӗ хулапа хула хушшинчи автобус вокзал умӗнчи шлагбаум патӗнче чарса ҫынсене унта антарнӑ. «Пассажирсем асапланаҫҫӗ», — тесен эсир кулатӑр кӑна пуль», — ҫырнӑ «Фейсбукра» Америкӑри журналсенче хайлавӗсем акӑлчанла пичетленекен автор.
Аса илтеретпӗр, «Чӑвашавтотранс» ПУПӑн автобусӗсем АО автовокзалӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пӑрахасшӑнччӗ. Ҫакна «Чӑвашавтотранс» билет хакӗн 20 проценчӗ, багаж тӳлевӗн 50 проценчӗ «АвтоВАСа» юлнипе сӑлтавланӑччӗ.
Чӑваш Енре саккуна пӑсса пассажирсене турттаракан водительсене тупса палӑртас енӗпе рейд ирттернӗ. Ҫак вӑхӑтра патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем 1518 автобуса тӗрӗсленӗ.
Мероприятие ирттернӗ вӑхӑтра водитель айӑпӗпе ҫул ҫинче пӗр инкек пулнӑ. Унта пӗр ҫын суранланнӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем рейса ҫула тухнӑ чухне паракан хутсӑр ҫӳренӗ 11 водителе тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе автобус водителӗсен тӗлӗшпе 169 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн вӗсене тӳрлетме сакӑр хушу хучӗ панӑ.
«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ «АвтоВАС» акционерсен обществинчен тарма шутланӑ. ПУПӑн автобусӗсем АО автовокзалӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пӑрахасшӑн. Ҫакна «Чӑвашавтотранс» билет хакӗн 20 проценчӗ, багаж тӳлевӗн 50 проценчӗ «АвтоВАСа» юлнипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, ку цифрӑсене «Правда ПФО» интернет-хаҫата республикӑн транспорт министрӗ Михаил Резников илсе кӑтартнӑ.
Кӑҫал «Чӑвашавтотрансран» «АвтоВАС» ҫӑмӑллӑхлӑ билтесен 20 процентне, укҫа ҫине куҫарсан ку 22 миллион тенкӗпе танлашнӑ, суд урлӑ шыраса илнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑллӑхлӑ категорие турттарнишӗн унитарлӑ предприятие хыснаран пӗр пайне кӑна субсидилеҫҫӗ-мӗн.
Маршрутсене оптимизацилес шутлӑ «Чӑвашавтотранс» Шупашкарти Хулаҫум вокзалпа усӑ курма пӑрахасшӑн. Хӑйӗн транспортне вӑл Вокзал ҫумӗнчи автостанцирен (вӑл унитарлӑ предприятин структура подразделенийӗ шутланать) ҫӳретме тытӑнасшӑн.
ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче троллейбуспа, автобуспа, маршруткӑпа ҫӳремелли билет хакне хӑпартасси пирки калаҫнӑ. Общество транспорчӗпе ҫӳренӗшӗн тата багажшӑн тӳлемелли укҫа виҫине пысӑклатас проекта ырланӑ.
Ҫӗнӗ тарифсем 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Хулаҫум автовокзалӗнчи автобуссемпе ҫӳремешкӗн те хаклӑрах пулӗ. Юлашки хутчен хаксене 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӳстернӗ. Хальхинче билет хакӗсем мӗнле пулассине вырӑнти хӑйтытӑмлӑх палӑртӗ.
Ларура йышӑннӑ тӑрӑх, кашни муниципалитет билет тата пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакне палӑртма пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |