Чӑваш Ене хурлантарнӑ тискер авари хыҫҫӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем пассажирсене илсе ҫӳрекен автобуссене тӗплӗн тӗрӗслеме тытӑннӑ. Эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен инспекторсем «Д» категориллӗ водительсем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ 197 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал тӑхӑр уйӑхра Чӑваш Енре автобуссемпе ҫыхӑннӑ 86 авари пулнӑ. Вӗсенче 7 ҫын вилнӗ, 139-ӑн суранланнӑ. Водительсен айӑпӗпе 66 авари пулнӑ.
Ытларах чухне автобуссемпе ҫыхӑннӑ аварисем ҫак сӑлтавсене пула пулаҫҫӗ: хӑвӑртлӑха пӑхӑнманни, водительсен йӗркесӗрлӗхӗ, ҫуран каҫмалли вырӑнсем патӗнче правилӑсене пӑхӑнманни, пассажирсене илсе ҫӳремелли правилӑсене уяманни, светофор патӗнче йӗркене пӑсни, дистанцие пӑхӑнманни.