Ҫитес уйӑхран, раштавӑн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарта ҫӗнӗ маршрут уҫӑлӗ. Вӑл Геннадий Айхин проспектне («Садовый» микрорайон) Старт урамӗпе («Ҫӗнӗ хула» микрорайон) ҫыхӑнтарӗ.
65-мӗш маршрутлӑ автобус Айхи проспекчӗпе, Дементьев, Богдан Хмельницкий, Юлиус Фучик, Калинин урамӗсемпе, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе кайса Старт урамне ҫитӗ. Каялла та ҫав маршрутпах ҫаврӑнса ҫитӗ.
Кунсӑр пуҫне маршрут ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен Чапаев, Николаев урамӗсемпе ҫӳрӗ. Ку маршрута Шупашкарти пӗр усламҫа шаннӑ.
Ҫак ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑри шкулсем валли ҫӗнӗ автобуссем туянма палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви ачасене шкула илсе ҫӳремешкӗн 9 ҫӗнӗ автобус саккас панӑ.
Пӗтӗмпе кун валли 14,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Пӗр автобус 1,6 миллион тенкӗ тӑрать. Ку укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Автобусра 22 вырӑн пулӗ. Вӗсенчен кашнинчех тахограф тата ГЛОНАСС спутник тытӑмӗ пулӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссем ПАЗ маркӑллӑ пулӗҫ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем республикӑна раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитмелле. Ҫапла майпа республикӑри хӑш-пӗр шкулта кивӗ автобуса ҫӗннипе ылмаштарӗҫ.
Шупашкарта ҫулсене сарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ярославль тата Энгельс урамӗсенче общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнмалла.
Халӗ ҫак икӗ урам ҫулне сарлакалатаҫҫӗ. Унта пӗтӗмпе чарӑну валли 16 павильон тума палӑртнӑ. Ҫак урамсемпе автобуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Ҫак объекта туса пӗтермешкӗн 26,6 миллион тенкӗ кирлӗ.
2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен хула администрацийӗ тепӗр виҫӗ объекта туса пӗтерме палӑртнӑ: Богдан Хмельницкий тата Юлиус Фучик урамӗсем хӗресленнӗ вырӑна, Гагарин тата Энгельс, Ярославль тата Калинин кӗперӗ хӗресленнӗ ҫӗрте.
2016 ҫулта тепӗр 5 вырӑна ҫӗнетесшӗн. Вӗсем — Мир проспекчӗпе Эгер бульварӗ, Ленин Комсомолӗпе Пролетари урамӗ, Гагарин тата Октябрь: 50 ҫул урамӗсем, Карл Маркс урамӗ тата Электроаппаратчиксен бульварӗ, Иван Яковлев проспекчӗ тата Ашмарин урамӗ хӗресленнӗ вырӑнсем. Ку ӗҫ, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 миллион тенке кайса ларӗ.
Шупашкарти маршрутлӑ автобуссенче чарӑну ячӗсене сасӑпа пӗлтерттерме ыйтасшӑн. Пассажирсене илсе ҫӳрекенсене Шупашкар хула администрацийӗ ҫак ӗҫе чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫлаттарасшӑн. Кун пирки мэрире иртнӗ ларура калаҫнӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх халӑха турттаракан хуҫалӑхсене чарӑну ячӗсене сасӑпа пӗлтерессине водительсем таран ҫитерме ыйтнӑ, вӗсемпе ку тӗлӗшпе калаҫусем ирттерме сӗннӗ.
Чарӑну ячӗсене пӗлтерессине халӑх ыйтнипе йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ информаци тӑрӑх сасӑпа пӗлтерессине мӗнле чӗлхепе тата мӗнле майпа йӗркелессине кӑтартман. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак ӗҫе Чӗлхе саккунне пурнӑҫласа икӗ патшалӑх чӗлхипе тусан пӑсмӗччӗ тесе асӑрхаттарасшӑн. Хальхи вӑхӑтра троллейбуссенче чарӑну ячӗсене икӗ чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ.
Паян ҫӗрле Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен автобусӗ йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Ку 00:56 сехетре пулса иртнӗ.
Чӑваш Енре регистрациленнӗ автобус Чулхула облаҫӗнчи Володарск районӗнчи «Мускав — Ӗпхӳ» автоҫулӑн 357-мӗш ҫухрӑмӗнче пырса ҫапӑннӑ. Автобус — «Мерседес», йывӑр тиевлӗ урапа «Ивеко» маркӑлли.
Телее, автобус самаях вӑйлӑ ҫапӑннӑ пулсан та никам та вилмен. Чулхула облаҫӗнчи МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Куракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн малти пайӗ самаях сиенленнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Саккун — саккунах. Ӑна пӑхӑнмасан явапа тытмалла. Урӑх ҫӗршывран Раҫҫее килекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла. Анчах миграци сакунне пӑсакансем, шел те, тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ.
Халӗ те, ав, Чӑваш Республикинче пӗр автобуса чарнӑ. Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсен, Раҫҫее килнӗскерсен, кирлӗ документсем пулман.
Тытса чарна автобус Бишкекран Мускава ҫула тухнӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чарнӑ. Унта ют ҫӗршыври 19 ҫын пулнӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен улттӑшӗн документсем пулманни ҫиеле тухнӑ.
Халӗ йӗркене пӑсакансен кашнин 2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Вӗсене Раҫҫейрен кӑларса ярӗҫ.
Шупашкарта троллейбуссен хӑш-пӗр маршрутне улшӑну кӗртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ылмашу 6-мӗш тата 12-мӗш маршрутсене пырса тивет.
Маршрутсене троллейбуссенне кӑна мар, автобуссенне те улӑштарӗҫ. Вӑл паянтан пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ. 1-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районсене Ленинла Комсомол урамӗпе иртсе виҫӗ кӗпер (Гагарин, Октябрь, Сӑкӑт) урлӑ кайӗ. 2-мӗш маршрута ларакансен вӑл Алькеш поселокӗнчи ҫӗнӗ микрорайона тата аталанса пыракан «Садовый» микрорайона ҫыхӑнтарнине асра тытмалла. 12-мӗш маршрут та урӑхла ҫӳреме тытӑнать. Маларах асӑннӑ «Садовӑй» микрорайонта пурӑнакансем ытйнипе-мӗн вӑл Суворов урамӗпе (унта 12-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ) иртсе Энергетиксен поселокне ҫитӗ. 26-мӗш маршрута «Финн айлӑмӗ» микрорайона ҫитерӗҫ. 8-мӗш маршрута хупса хурӗҫ.
Паян 17 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче маршруткӑпа КИА урапа ҫапӑннӑ, 14 ҫын суранланнӑ. Телее, вилекенсем пулман пулас.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра КИА урапа водителӗ айӑплӑ — вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Маршруткӑри ҫынсем Шупашкартан Тӑвая ҫула тухнӑскерсем пулнӑ иккен. Аманнисем хушшинче 6 ача пур.
Автобуссемпе ҫыхӑннӑ пысӑк пӑтӑрмахсем паян тата та пулнӑ. Тӗслӗхрен, Красноярск енӗнче автобуспа микроавтобус ҫапӑннине пула 11 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кунта вара автобус водителӗ айӑплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса вӑл макроавтобуса ним юрми аркатнӑ пулать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Красноярск енӗнче ыран хурлӑхлӑ кун пуласси пирки пӗлтернӗ.
Халӑха пӗр-пӗр пулӑшу кӳрекене палӑртас тесен тӳре-шаран халӗ чылай чухне конкурс ирттерме тивет. Ун пек туни конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшсе тӑнине пӗлтерет. Ансатрах чӗлхепе каласан, яваплисем хӑйсен ҫыннисене ҫул парасран асӑрханма пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерствин ӗҫченӗсем вара конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑсни палӑрнӑ. Ҫак кӑлтӑка маларах Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ асӑрханӑ, кайран асӑннӑ ведомство шухӑшӗпе республикӑн Арбитраж сучӗ те килӗшнӗ.
Министерство тӳре-шари «Шупашкар–Муркаш» маршрутпа ҫӳрекен 112-мӗш маршрута конкурссӑр-мӗнсӗрех «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине шанса панӑ иккен.
Ку маршрутпа малашне кам ҫӳрессине шучӗпе халӗ ҫӗнӗрен палӑртма тивӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Ҫимӗкре тата ваттисен кунӗнче транспорт мӗнлерех ҫӳресси пирки алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче ирхи 7 сехетрен пуҫласа каҫхи 7-ччен Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Ю.Фучик урамӗ таран, Карачура масарӗ патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патне ҫити, пассажир автобусӗсене, пассажир тата тиев турттармалли ирӗк пур ҫӑмӑл таксисене, ятарлӑ транспорта ҫеҫ ҫӳреме ирӗк парӗҫ.
Трансортсем Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи тӳремре тӑрӗҫ. «Чӑвашавтотранс» ертӳлӗхне 14-мӗш номерлӗ 40 автобусран кая мар, 10-мӗш номерлӗ 6 автобуса яхӑн, 249-мӗш номерлӗ 30 автобусран кая мар яма сӗннӗ.
ЧР Транспорт министерстви ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче 232-мӗш номерлӗ маршрутка (Явӑшри ҫӑвана ҫити каять) тата 331-мӗш маршуртка (Карачура масарӗ таран ҫитӗ) схемисене тӑсӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |