Паян ирпе, ҫынсем ӗҫе васканӑ самантра, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Ҫавна пула транспорт ҫӳресси ҫур сехетлӗхе чарӑннине пӗлтереҫҫӗ. 23 ҫулти ҫамрӑк водитель тытса пыракан автобус сакӑр машина ҫине пырса кӗнӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче лекнӗ автобус 12-мӗш маршрутпа ҫӳренине асӑннӑ. Транспортра 5 ҫын ларса пынӑ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те аманманнине ӗнентереҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, автобусӑн тормозӗ ванма пултарнӑ. Анчах ку версие хальлӗхе ҫирӗплетме иртерех. Куракансем каланӑ тата водитель пӗлтернӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетме май пур.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Сӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аваринче ҫӑмӑл машинӑсем хытах лапчӑнни курӑнать.
Шупашкарта Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Икӗ ен экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулура Шупашкарта Китайри автобуссене ҫӳреттересси пирки калаҫнӑ. Хулара хальлӗхе троллейбуссемпе автобуссем ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Троллейбусӑн линине тӑсмашкӑн йывӑр, автобус бензинӗ вара тавралӑха варалать. Мӗн тумалла? Электробуссем ямалла. Ҫапла калаҫса татӑлнӑ тӗлпулура. Вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен те таса-мӗн.
Аньцинра унашкал транспорта кӑлараҫҫӗ. Шупашкар чиновникӗсем ӑна хула валли туянасшӑн. Ку кӑна мар, Шупашкарта Аньцинпа пӗрле ҫак производствӑна хута ярасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Аса илтерер: 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта транспорт реформи пулмалла.
Шупашкарта транспорт реформине ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Улшӑнусене 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗртесшӗн. Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хӑш-пӗр улшӑну пулнӑ ӗнтӗ. 34-мӗш тата 36-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫланӑ.
Шупашкарти маршрут карттине Питӗрти ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата проект институчӗ тишкерсе ҫӗннине хатӗрленӗ. Ҫапла майпа пӗр ҫулпа ҫӳрекен маршрутсене чакарасшӑн, ҫынсене ытларах троллейбуспа ҫӳреттересшӗн.
15 пассажир автобусӗ маршрутне улӑштарнӑ ӗнтӗ: 7-мӗш (Воробьев композиторсен, Ярославль, Сергий Радонежский, Калинин, Текстильщтксен, Энергетиксен урамӗсемпе те кайӗ), 12-мӗш (Воробьев композиторсен, Калинин, Николаев, Энгельс урамӗсем хушанӗҫ), 20-мӗш (Яковлев проспекчӗ, Ашмарина, Орлов, Айзман урамӗсем, Канаш ҫулӗ, Аш-какай комбиначӗ), 22-мӗш (Никольски проспекчӗ, Гухзовский урамӗ, Горький проспекчӗ, Шупашкар: 500 ҫул урам), 26-мӗш ("Финская долина" микрорайона кӗмӗ), 30-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Гагарин, Фучик, урамӗсем, Айхи проспекчӗ, Хмельницкий урамӗ, Улатӑр ҫуле хушӑнӗҫ), 32-мӗш (Университет урамӗпе Чантӑра ҫитӗ), 33-мӗш (Фучик урамӗпе, Президент бульварӗпе, Гладков урамӗпе те кайӗ), 35-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Ярославль, Воробьев композиторсен урамӗпе кайӗ), 41-мӗш (Трактор тӑвакансен проспекчӗпе, Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Машиностроительсен, Гремячево, Соляное проезчӗсемпе ҫӳрӗ), 44-мӗш (Мускав, Никольски проспекчӗсемпе, Граждан, Чернышевски урамӗсемпе ҫулӗ тӑсӑлӗ, "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 46-мӗш (Яковлев проспекчӗпе, Гладков урамӗпе, Президент бульварӗпе, Фучик урамӗпе малалла кайӗ), 47-мӗш (Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Яковлев проспекчӗпе кайса "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 52-мӗш (Университет урамӗпе, Етӗрне ҫулӗпе Заовражныйне ҫитӗ), 54-мӗш (Мускав проспекчӗпе, Пирогов, Шупашкар: 500 ҫул, Уруков, Савут, Пирогов урамӗсемпе, Мускав проспекчӗпе "Радужный" микрорайона кӗрӗ).
Шупашкарти «Соляное» микрорайона «Чӑвашавтотранс» предприятин 24-мӗш номерлӗ автобусӗсем ҫӳренине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах вӑл маршрут сайра-хутра хутланӑран автобуса кӗтсе илме питех те хӗн. Ҫавна кура ҫынсен ирӗксӗрех альтернативлӑ транспорт: маршрут ГАЗелӗ, троллейбус, питех васкасан такси — шырама тиветчӗ.
Ирпе тата каҫпа, халӑх ӗҫе васканӑ самантра, 24-мӗш автобуса малашне кашни 15 минутра ҫӳретме шантараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер хыпарланӑ.
24-мӗш маршрут Шупашкарти «Хулаҫум» вокзалтан «Элеватор» чарӑнӑва ҫитет. Унта вӑл Николаев урамӗпе иртсе «Энергозапчасть» чарӑну патӗнчен каять. Каялла та автобус маршручӗ ҫав ҫулпах иртет. «Соляное» микрорайонпа ҫыхӑнтаракан маршрут вӑл тӑрӑхрисемшӗн тинех меллӗ пулӗ.
Тӑвай районӗнче шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобус ҫырмана анса кайнӑ. Хӑрушӑ аварире 25 ҫын вилнӗ.
Ҫав кун ирхине автобуса 65 ҫын ларнӑ. Автобусра Тӗнеяль, Йӑнтӑрччӑ ялӗнчи ҫынсем пулнӑ. Транспорт Тӑвай ялне ҫитсен ҫырмана анса кайнӑ. Кайран ҫакна палӑртнӑ: автобусӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Аварире 30 ҫын йывӑр аманнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай ларать. Ӑна районти ҫынсем, организацисем, предприятисем пухнӑ укҫапа ҫӗкленӗ. Республикӑри ытти район-хулари ҫынсем те ҫак сӑваплӑ ӗҫрен юлман.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Мускавра тӗрлӗ ҫӗре ҫӳрекен 265 автобуса тытса чарнӑ. Вӗсем тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑррине пула кӑлтӑклӑ пулнӑ. Тытса чарнӑ автобуссем хушшинче Мускавран Шупашкара ҫӳрекеннисем те пулнӑ.
Тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑр транспорта ятарлӑ стоянкӑна кайса лартнӑ. Йӗркесӗр транспорт пассажирсене вӑрттӑн, саккунлӑ мар майпа турттаракансен пулни паллӑ.
Пассажирсене турттаракансем тенӗрен ҫакна аса илтерер. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнине, анчах ҫӗртме уйӑхӗнчине унта тӳлеменнине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑвашавтотранс предприятире шалӑвӑн пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Шупашкарти тӳре-шара республикӑн тӗп хулинчи транспорта пуҫӗпех ҫӗнетесшӗн. Ҫавӑн валли вӗсем ҫӗнӗ троллейбуссем тата халиччен пирӗн регионта пулман электробуссем туянасшӑн.
Электробуссем аккумуляторпа ӗҫлеҫҫӗ. Унӑн вӑйӗ ҫула тухсан 20 ҫухрӑм ҫӗнме ҫитнине пӗлтереҫҫӗ.
Транспорта ҫӗнетес ыйтупа Шупашкар хула администрацийӗнче ӗнер канашлу иртнӗ. Унта Беларуҫ Республикин Раҫҫейри элчелӗхӗн Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫи Олег Исаев хутшӑннӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ ҫитес вунӑ ҫулта техника паркне йӑлтах ҫӗнетесшӗн. Ҫулсерен 25 троллейбус туянасшӑн.
Ҫакна та палӑртмалла: республикӑн тӗп хулинче маршрутсене ҫӗнӗлле йӗркелесшӗн, троллейбуссене ытларах ҫӳретесшӗн, ГАЗельсен йышне чакарасшӑн.
ЧР Транспорт министерстви ҫӳллӗ мар икӗ автобус туянасшӑн. Кашни 6,6 миллион тенкӗ тӑрать.
Аукцион ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртмелле. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 60 кунран автобуссене Шупашкарти Республика тӳремне илсе ҫитермелле.
Ку автобуссем М3 категориллӗ, метанпа ӗҫлеҫҫӗ. Салона 25 ҫынран кая мар вырнаҫать. Автобусра сусӑрсене кӗмелли платформа пулӗ. Ҫавӑн пекех пассажирсене пӗлтермелли таблосем вырнаҫтарӗҫ.
Гаранти 3 ҫул пулӗ. Икӗ автобусӑн малтанхи хакӗ — 13,25 миллион тенкӗ. Ӑна республика хыснинчи укҫапа туянӗҫ.
Шупашкарта икӗ хутлӑ экскурси автобусӗсем ҫӳретме тытӑнасшӑн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «City Sightseeing Moscow» компани президенчӗпе Сергей Лаврентьевпа, «City Sightseeing Kazan» ертӳҫипе Музаффара Собержановпа калаҫнӑ.
Хӑнасем хулапа паллашнӑ. Экскурси хыҫҫӑн вӗсем хула лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ. Проекта тӗрӗс йӗркелесен Шупашкар Атӑл ҫинчи туризм центрӗ пулассине пӗлтернӗ.
Икӗ хутлӑ автубуссем ярсан экскурси маршручӗ 1 сехете яхӑн тӑсӑлассине пӗлтереҫҫӗ. Билет хакне пӗр талӑк ҫухатмӗ. Пӗр сӑмахпа, туристсем пӗр чарӑнура тухса хулапа паллашма, кайран каллех автобуса ларма пултараҫҫӗ.
Автобуса 55 ҫын вырнаҫӗ. Сусӑрсем валли ятарлӑ вырӑнсем пулӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра хулари маршруткӑсене хупас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Транспорт сетьне оптимизациленӗ май темиҫе маршруткӑна пӗтересшӗн.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫак ыйту пирки калаҫнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх хушшинче соцыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсем троллейбуссемпе ҫӳреме килӗшнине, маршруткӑсем кӑмӑла кайманнине пӗлтернӗ-мӗн. Ҫавна май тӳре-шара хулари транспорт сетьне улшӑнусем кӗртесшӗн.
Ларура ҫак сӗнӳсене йышӑннӑ:
- 20 маршрута хупмалла, ҫав шутра 10, 14, 16, 18, 21, 24, 34, 36, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссемпе маршруткӑсене.
- 16 автобус тата 2 троллейбус маршрутне улӑштармалла.
- 22-мӗш маршрутлӑ троллейбуса йӗркелесси.
Кунсӑр пуҫне транспортӑн пӗр пайне ҫӗнетесшӗн. Улшӑнусем кӗртесси пирки документа ҫак эрнере пичетлӗҫ, кун хыҫҫӑн сӳтсе явӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |