Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Транспортри пӑтӑрмах пирки Ямаш хӗрӗ хӑй каласа панӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.07.2018 10:39 | 2284 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Ку автобус водительне чӑваш чӗлхи килӗшмен
Ку автобус водительне чӑваш чӗлхи килӗшмен

«Канаш» – «Ямаш» маршрут ҫинче чӑвашла калаҫнӑшӑн ятлани пирки, ҫавӑншӑнах вырӑна ҫитермесӗр антарса хӑварнипе хӑратни пирки эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку пӑтӑрмах Ямаш хӗрӗпе Валентина Никитинӑпа утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ.

Фейсбукра ҫакӑн пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗ харкашу чӑваш чӗлхи пирки мар, ытла хытӑ калаҫнинчен пуҫланнӑ пуль тесе иккеленнӗ. Ӗнер вара Валентина ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни пирки хӑй каласа панӑ. Хӗрарӑма та, водителе те чӑвашла калаҫниех килӗшмен иккен. Руль умӗнче ларакан ҫын Ямаш хӗрӗ тӑван чӗлхепе ан пуплетӗр тесе автобуса та чарнӑ. Телефона сӳнтерсен кӑна транспорта хускатса малалла ҫула тухнӑ.

Лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ май Валентина хӑй Мускавра нумай ҫул пурӑннине, Раҫҫей тӗп хулинче те, чикӗ леш енче те чӑвашла калаҫни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна ниӑҫта та никам та кӳрентермен, тӑван чӗлхепе калаҫма чарман. Хальхи вӑхӑтра Валентина ҫак пӑтӑрмаха пуҫарнӑ ҫынсене явап тыттарас енӗпе ӗҫлет.

Чӑваш халӑх сайчӗ лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ. Канаш автовокзалӗнчен эпир комментари ыйтса ярса, халлӗхе хурав ҫитеймен-ха.

#чӑваш чӗлхи, #автобуссем, #транспорт, #Канаш районӗ, #Ямаш, #Канаш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 3199.70.7123
2018.07.21 15:12
Явап тыттармаллах!
Agabazar // 4204.23.3102
2018.07.21 19:28
Agabazar
Явап тыттармалла, айăплисене пурне те ятран асăнмалла. Халăха пĕлтермелле.

Халь ак çак япала пирки: "Фейсбукра ҫакӑн пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗ харкашу чӑваш чӗлхи пирки мар, ытла хытӑ калаҫнинчен пуҫланнӑ пуль тесе иккеленнӗ."

Кунашкал "чееленÿ" пирки акă мĕн. Тетелте калаçнине илтнĕ ĕнтĕ, хăшпĕр шовинист "чăваш" теес вырăнне "хамрьял" тесе йĕкĕлтет те, хăйне тап-таса пек кăтартма тăрăшать. Кунта та çакнашкал япалах. Вырăсла хыттăн калаçсан никам та ÿпкев тумасть, чăвашла кăштах сасса хăпартса калаçсанах — тÿрех сиксе ÿкеççĕ. Мĕншĕн тесен чăннипе сасса хăпартни мар, чăвашла калаçни тарăхтарать лешсене.
Agabazar // 4204.23.3102
2018.07.21 19:42
Agabazar
Чăвашсем пĕлеççĕ ĕнтĕ, куншкал ситуацисем пурăнан пурнăçра час-часах пулаççĕ. Анчах та ун пеккисене çын çине кăлармасăр хăвараççĕ.

Ямаш хĕрĕ Валентина Никитина вара халăха пĕлтерме шутланă. Çавăншăн ăна пурсăмăр та чĕререн тав тăвар.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.07.21 19:46
Сан таву кирлех мар кунта. Юристсен пулăшĕвĕ кирлĕрех.Ăçта пирĕн чаплă юристсем,писательсемпе поэтсем?
Agabazar // 4204.23.3102
2018.07.21 21:25
Agabazar
Ялтан Хоспочын, эп сире тав тума пачах та шутламан. Сире тав тумашкӑн сӑлтав пачах та ҫук.
Тав сӑмахӗ Мускав чӑваш пикине Валентина Никитинана пырса тивет.
Енчен те Валентина Никитина шӑпӑрт! ларнӑ пулсан, ку пӑтӑрмах пирки никам та нимӗн пӗлеймесӗрех юлатчӗ. "Ялтан" ятлӑ Хоспочын та <<Ӑҫта пирӗн чаплӑ юристсем,писательсемпе поэтсем?>> тесе сӳпӗлтетейместчӗ.
Ялтан // 9259.3.8429
2018.07.21 22:55
Юристсем çук пулас. Антарса хăварнă чух анса юлмалла пулнă. Малтан каланине çырса хумалла пулнă. Кайран скорый тата полици чĕнтермелле пулнă. Мана та ун пек калакансем пулкаланă,ытти çĕртре пĕрре те каламан,кунтах,Республикăрах,пирĕн тĕлĕнтерекенсем пур. Чăвашăн "тивĕçĕ" тесе анраççĕ. Пурин те тивĕçе теме пĕлеймеççĕ. Çăвар тулли каласа хурсан пĕр сăмах та хирĕç чĕнмен. Республика туллашеĕнче пĕр çын та чăвашла ан калаç темен. Кунта калакансем пулнă. Вывод тенине хăварах тăвăр. Пире хисеплекенсене кăна хисеплемелле. Хисеплеменнисене хисеплеккен "тивĕç" пулмалла мар..
Agabazar // 3879.83.8290
2018.07.22 03:18
Agabazar
Ачам, ҫавпӑтӑрмаха хак пама юрист, писсаччӗл, поэт пулни ним тума та кирлӗ мар.
А антарса хаварнӑ чух анса юлаканни эсӗ пул ӑна тепӗр чухне, юрать-и? Кунта, ку сайтра, инкек тӳснисене вӗрентсе ан лар!
Каппайланассине те пӑрах ним тӑхтаса тӑмасӑр. Кут хыҫӗнче каппайланакансем сансӑрах нумай. "Ҫӑвар тулли калакансене" нихҫан та курман, илтмен! Тӗрӗсрех каласан, курнӑ ӗнтӗ, анчах кун пеккисене мар, пачах тепӗр майлӑ: ҫӑвар туллин калакан шовинистсем хуҫаланаҫҫӗ пур тӗлте те! Мӗн вӑл Канаш—Ямаш ҫулӗ? Чӑваш Ен Варри! Калӑпӑр, Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ялӗ те ҫав ҫул ҫинчех вырнаҫнӑ!
Ку пӑтӑрмах пирки пӗлтерекен Валентина Никитинана тата Олеся Руссакована тепӗр хут тав тӑватӑп! Кунашкал пӑтармахсем 99,99% еннелле халӑха ним пӑлхатмасӑрах вӗҫленеҫҫӗ, вӗсене инкек куракансем ХӐЙСЕМ ҪЕҪ тӳссе ирттереҫҫӗ. Хальхинче те ҫавӑн пек пулма пултарнӑ. Тав Валентинана тата Олесяна!
Комментарисем татах ҫырас текенсене аса илтеретӗп: вӗсен шучӗ "вуннӑ" урлӑ каҫсан малтанхисем тухса ӳкме тытӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ку вырӑна ҫакӑн пек авӑрланӑ!
Ялтан // 9259.3.8429
2018.07.22 17:35
Ячĕшĕн кăна, "хисеплемеççĕ" тесшĕн пулсан пĕр япала пулать. СМИ тенинче "пиар компания" та çитет. Калаçма чарас текеннисене "ыттисене ун пек тума чарас тесен" пачах урăхла тăвас пулать. Кунта "буква закона" хуçаланмалла. Акапасар кокки, "ячĕшĕн кăна" пирĕн ахалех тулли,Николай Плотникова "чăвашла калаçма Китая ăсатнă " пулсан та ăсатаканни нимле майпа та айăпа кĕмен пулса тухать. Ĕçе пуçласан вĕçне çитермелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем