Иртнӗ ҫулшӑн ҫӗр, транспорт тата пурлӑх налукӗсене тӳлес ыйтусене уҫӑмлатма Федерацин налук службин инспекцийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Ӑна хальхинче авӑнӑн 18, 19-мӗшӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ.
Маларах каланӑ налуксене ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӳлемелле.
Ыйтса пӗлес тесен специалистсем патне ҫитсе килме ан ӳркенӗр. Вӗсенчен вӑл е ку территорире мӗнле виҫепе тӳлеттерни тата ҫӑмӑллӑхсем пуррипе ҫукки пирки ыйтса пӗлме май килӗ.
Унсӑр пуҫне налук органӗсем ярса панӑ уведомленисенчи ҫӗр, транспорт, пурлӑх налукӗсен виҫисем тӗлӗшпе тӳрлетӳсем кӗртмешкӗн ыйтса ҫырма пулать.
Уҫӑ алӑксен кунӗсенче налук инспекцийӗсем ҫак графикпа ӗҫлӗҫ: авӑнӑн 18-мӗшӗнче — 8-тан пуҫласа 20 сехетчен, авӑнӑн 19-мӗшӗнче — 10-ран пуҫласа 15 сехетчен.
Информаци коммуникацийӗсен «Танлаштарӑм» (Рейтинг) центрӗ ҫӗршыври регионсене ертсе пыракансен утӑ-ҫурла уйӑхӗсенчи ӗҫне хакланӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев унчченхи 25-мӗш йӗркерен 21-мӗшне йышӑннӑ.
Михаил Игнатьев ҫӳлерех картлашка йышӑннине хаклакансем республикӑра усламҫӑсем валли лайӑх условисем туса панине, демографи тӑрӑмне, ҫӗнӗ шкулсемпе ача пахчисем уҫӑлнине, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе лару-тӑру аваннине палӑртаҫҫӗ.
Танлаштарӑма йӗркеленӗ чух, чӑн та, уҫӑ ҫӑлкуҫри материалсемпе тата регионсенчи тата ҫӗршыв шайӗнчи экспертсен шухӑшне те усӑ курнӑ-мӗн.
Маларах Чӑваш Ен инвестици климачӗ енӗпе ҫӗршывра тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Питӗрти экономика форумӗнче палӑртнӑччӗ.
Налукҫӑсем хыснана «тупра» пухас тесе налукпа парӑмлӑ уйрӑм усламҫӑсем тата предприяти-организацисем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Федераци налук службин Тӑвайӗнчи районсем хушшинчи пайӗ парӑмсене шыраса илме нумаях пулмасть ҫула тухнӑ. Налукҫӑсемпе пӗрле федерацин тепӗр служби те — суд приставӗсем — ҫӳренӗ.
Рейда тухнӑ ушкӑнсем Канаш хула ярмӑрккине, «Мега-Центр» тата «Лидер» суту-илӳ центрӗсене тата предприяти-организацисене ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче виҫӗ парӑмҫӑн пурлӑхне арестленӗ. Шӑл юсакан «Мега-Дент» фирмӑнне, сӑмахран, — 49 пин тенкӗ тӑракан оборудованине, «Стройсервис» обществӑнне — компьютерӗсене, принтерӗсене, факсне тата сканерне, Е.П. Ефремова уйрӑм усламҫӑнне вара — столовӑй хатӗрӗсене. И.В. Плотников уйрӑм усламҫӑ тавара арестлеттерсе тӑман, 29 пин тенкӗ парӑмпа вырӑнтах татӑлнӑ. «Услада» тулли мар яваплӑ обществӑнне ҫумӗнче пур 6 пин тенкине илсе кайнӑ.
Мускавран Чӑваш Ене сурӑх ҫӑмӗ туса илме укҫа килет. Федераци хыснинчен Ял хуҫалӑх министерстви урлӑ уйӑракан ҫак «кӗмӗле» Раҫҫейри 26 региона пама йышӑннӑ. Ятарлӑ хушӑва ҫӗршывӑн правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Укҫана ял хуҫалӑхне, ял хуҫалӑх продукцийӗн рынокне, чӗртаварне тата апат-ҫимӗҫне 2013–2020 ҫулсенче аталантарасси ҫинчен калакан федераци программипе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ.
Списока пирӗн республика та лекнӗ. Анчах пире ытти региона лекнӗ чухлех тивӗҫмӗ — 10,7 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе вара тӗп хуларан маларах асӑннӑ 26 региона 53,5 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Пуринчен ытла — 179,5 пин тенкӗ — Пушкӑртстана ӑсатаҫҫӗ. Тутарстан валли 134,8 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, Ӗренпур облаҫӗ валли — 128,4 пин тенкӗ.
Паян, ҫурлан 27-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Кредит организацийӗн ӗҫ тӑвакан органӗсен прависене чарса лартнӑ.
Раҫҫейӗн Банкӗ кун пек татӑклӑ утӑм патне ахальтен пырса тухман. Етӗрнери коммерци банкӗ банк ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗсене тата Раҫҫейӗн Банкӗ ыйтнине пӑхӑнса пыман. Тупӑша айккине ярассипе кӗрешекен федераци саккунӗ ыйтнине те вӑл ӑша хывсах кайман-мӗн. Унсӑр пуҫне тата «кредиторсемпе вкладчиксемшӗн хӑрушлӑх пуррине кура» лицензие илни пирки Bankir.ru информаци агентстви пӗлтерет.
Активсен виҫине «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне ҫӗршывра 630-мӗш йӗркере пулнӑ. Банк вкладсене страхлакан тытӑмра пулнӑ май унта укҫа упракансен пӑшӑрханма кирлӗ мар: «кӗмӗле» тавӑрса парӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществинче Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров пулнӑ. Республика тата район шайӗнчи пуҫлӑхсем кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ.
Альбина Егорова Чӑваш Ен аталанни пирки каласа кӑтартнӑ май экономика ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тунине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра ҫӗнӗрен ҫӗнӗ производство вырӑнӗсем уҫаҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса параҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли ача пахчисем уҫнине те асӑнса хӑварнӑ Альбина Егоровна. Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тесе тӑвакан ӗҫсен шутӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫнине асӑнса хӑварнӑ.
Георгий Егоров вара Шупашкар районӗнчи лару-тӑру пирки чарӑнса тӑнӑ.
Хапрӑкра тӑрӑшакансем ҫул-йӗрпе, тӗплӗ юсавпа, ҫӗнӗ урамсене ҫутӑ кӗртессипе тата ҫӳп-ҫаппа ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Сӑнсем (11)
Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне республикӑри патшалӑх граждан службинче 5,5 пин ҫын ӗҫленӗ. Ҫав шутран чылайӑшӗ, 4075 ҫын, федерацин влаҫ органӗсенче, 1397-шӗ — республикӑн влаҫ органӗсенче. Тӳре-шаран йышӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчинчен чакнӑ. Федерацин влаҫ органӗсенче халӗ унчченхинчен 44 ҫын сахалтарах тимленипех ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, республика шайӗнчисенче 14 ҫын сахалтарах ӗҫлет.
Шалӑва илсен, федераци шайӗнчи тӳре-шаран вӑл ҫулталӑкра 0,7 процент чакса уйӑхра вӑтамран 25,7 пине ларнӑ. Республика шайӗнчи влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансен пӑшӑрханмалла мар: иртнӗ ҫулхи ҫур ҫултинчен вӗсен вӑл 2,4 процент ӳснӗ, вӑтамран 30,2 пин тенке ларнӑ. Вӑтамран илсен кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енри тӳре-шаран шалӑвӗ пӗрремӗш кварталтинчен 1,4 пин тенкӗ ӳссе 30,2 пин тенкӗпе танлашнӑ. Процент ҫине куҫарсан шалу вӗсен 4,86 процент пысӑкланнӑ.
Республикӑра апат-ҫимӗҫ кӑна мар, ҫурт-йӗр хӑпартмалли материалсем хакланса пыраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра кӑна стройматериалпа строительство конструкцийӗ 1,3 процент хакланнӑ. Ку вӑл — ҫӗртме уйӑхӗпе танлаштарсан. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каяллахипе танлаштарса пӑхсан стройматериал туянма 4,6 процент хаклӑрах ларать.
Строительствӑра кирлӗ хатӗр-хӗтӗре уйрӑммӑн тишкерсен, битум туянма уйрӑмах хакла ларать. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнченинчен 12,8 процент хӑпарса кайнӑ. Плита тавраш, кирпӗч кирлисен кӗсьене 1,3–2,4 процент ҫӳхетме тивнӗ. Хӑйӑр та хакланнӑ — 1 процент.
Ҫав вӑхӑтрах тимӗртен тунӑ шыв тата газ пӑрӑхӗ 4,1 процент йӳнелнӗ, арматура, строительство хутӑшӗ, хатӗр бетон 2,3–1,2 процент, силикат кирпӗч — 0,01 процент.
Чӑваш Енре 4418 ҫын тупӑшӗ 1 миллион тенкӗрен иртнӗ. Ҫав шутра 4276-шӗн тупӑшӗ 1 миллионран пуҫласа 10 миллион таран ларнӑ, 10 миллионран тытӑнса 100 миллион тенкӗ таран тупӑш курнисем — 116-ӑн, 100 миллионран пуҫласа 500 миллион тенкӗ таран «кӗмӗл» туса илнисем — 23-ӗн. Ҫулталӑкра 500 миллион тенкӗрен ытла тупӑш курнисем те пур. Вӗсем — виҫҫӗн.
Миллионерсен шучӗ пирӗн республикӑра 21,4 процент нумайланнӑ. Кунта 1 миллион тенкӗрен пуҫласа ҫур миллиард таран тупӑш илнисем таранах ҫапла каламалла. Ҫур миллиардран ытларах илекенсем ҫапах та сахалланнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлач–утӑ уйӑхӗсенче ҫичӗ ҫавӑн чухлӗ пайта курнӑ, кӑҫал, ав, — виҫҫӗн кӑна.
Пурлӑх пирки деклараци тӑратасси те кӑҫал ӳснӗ. 94,2 пин ҫав хута налукҫӑсем патне ҫитернӗ. Пӗлтӗр ун йышшисем 10,6 процент сахалрах пулнӑ.
Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин республикӑн социаллӑ-экономика аталанӑвӗн прогнозлӑ кӑтартӑвӗ пирки йышӑну алӑ пусса хатӗрленӗ.
Республикӑн Экономика министерстви шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, тӗп капитала укҫа хывасси кӑҫал 9 процент чакмалла. Иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан ку цифра пӗчӗкрех: пӗлтӗр укҫа-тенкӗ хывасси 11 процент чакнӑ, 2013 ҫулта — 17 процент. Тӗп капитала укҫа хывасси килес ҫул та сахалланӗ. Анчах кӑҫалхи пекех мар, 3 процент кӑна. Ку вӑл — планпа.
Продукци пӗтӗмӗшле туса илесси пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан кӑҫал 94,5 процент пуласса шанаҫҫӗ. Ваккӑн тавар сутаслӑх 4,6 процент чакӗ. Ҫурт-йӗр хута ярасси 0,3 процент хушӑнмалла.
Укҫа хӑй хакне ҫухатнине (инфляцие) 13,9 процент тесе планланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |