Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Элӗк районӗнче канашлу ирттернӗ. Унта муниципалитет харпӑрлӑхӗпе тивӗҫлипе усӑ курмалли, патшалӑх программисене пурнӑҫа йӗркеллӗ кӗртмелли ҫинчен калаҫнӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗнче Республика кунне уявламаллине шута илсе ку мероприятие хатӗрленес ыйтӑва та канашлура хускатнӑ. «Республика кунне ҫӳллӗ шайра ирттерме мӗнпур ҫыннӑн пӗрлешмелле», — тесе хушнӑ Михаил Игнатьев элӗксене.
Канашлӑва районти тӳре-шарасӑр пуҫне Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин, хӑш-пӗр ведомствӑпа министерство пайташӗсем хутшӑннӑ. Элӗк районӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнипе пӗрлех (ку темӑпа раойн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов тухса калаҫнӑ) кӑҫалхи плансене палӑртса хӑварнӑ.
Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ канашлу паян Улатӑр районӗнче те иртнӗ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗсене пӗрлештернӗ.
Реорганизаци пирки хушӑва Ветеринари тата фитосанитари федераци служби 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ тытӑм «Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗ» ятлӑ.
Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Алексей Палькин пурнӑҫлать. Вӑл 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен хупӑнасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл Danone концернӑн шутланать.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви вӑл савута сӗт сутса пурӑннисем ӑна хупнишӗн аптӑрамасси пирки пӗлтерет. Республикӑра ытти сӗт-ҫу савучӗ те ӗҫленине аса илтерет вӑл. Сӑмахран, Етӗрнере, Вӑрнарта, Куславккара, Тӑвайра пур, «Изамбаевский» текенни те ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх министерстви ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗн продукцийӗ республикӑри суту-илӳре 12,2 процент кӑна йышӑннӑ. Вӑл кӑларакан ҫимӗҫе хамӑр патри ытти савут та кӑларать, вӗсен пахалӑхӗ те лайӑх, оборудованийӗ те ҫӗнӗ йышши.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хупӑннине пула 140 ҫын (унчченхи хыпарта эпир «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлани тӑрӑх 300-е яхӑн /news/11077.html тесе каланӑччӗ) ӗҫсӗр юлать, вӗсене ӗҫе вырнаҫчӑр тесе Чӑваш Ен Правительстви йӑлтах тӑвӗ тесе ӗнентерет.
Danone концерн Шупашкарти сӗт-ҫу савутӗнчен пӑрахса каяссине пӗлтернӗ. Ҫавна пула ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен 300-е яхӑн ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлӗ.
Danone укҫа-тенке ҫӗршывӑн урӑх хулисенче хывма палӑртать: производствӑна вӑл хӑйӗн Самарти, Саранскри, Хусанти савучӗсене яма палӑртать. Томскри савута та концерн хупассине пӗлтернӗ. Шупашкарти сӗт-ҫу савутне хупса урӑх хулана куҫса кайнине концерн савут технологи енчен тӗлӗшӗнчен япӑхнипе, рентабельлӗх пӗчӗккипе тата тавар сутаслӑх чакнипе ӑнлантарать-мӗн.
Ӗҫсӗр юлакансене Danone укҫа-тенкӗ енчен кӳрентермессе шантарать. «Ӗҫ законодательствипе пӑхса хӑварнинчен ытларах тӳлӗпӗр. Эпир вӑл енчен яваплӑ компани», — тесе ӗнентерет иккен концерн хӑйӗн пресс-релизӗнче.
Чӑваш Енри промышленность предприятийӗсем Архангельск облаҫе ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе тухса кайнӑ. Вӗсем вӑл тӑрӑхра паянтан пуҫласа раштавӑн 18-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Пирӗн тӑрӑхран кайнӑ йыша республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Михаил Резников, экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫула пысӑк промышленность организацийӗсен — «Ҫеҫпӗл» предприятин, «Технотрон» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ, «Элкон» обществӑн, «Техноприбор» предприятин, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн, «Яхтинг» обществӑн — ертӳҫисем кӗнӗ.
Чӑваш Ен делегацийӗ Архангельск облаҫӗн ертӳҫисемпе, унти тӳре-шарапа тӗл пулма, Северодвинскри «Севмаш» производство пӗрлешӗвне, карапсем юсакан «Звездочка» центра ҫитсе курма палӑртса хунӑ.
Ҫӗршыври сахал тупӑшлӑ ҫемьесене апат-ҫимӗҫ картти пама тытӑнасшӑн. Вӑл еплерех пулассине, карттӑ ҫинче мӗн чухлӗ пулассине хальлӗхе калама хӗн. Мӗншӗн тесен карттӑна пурнӑҫа кӗртесси пирки сӗнӳсене РФ Правительствине килес ҫулхи нарӑсра сӗнӳсем тӑратасшӑн.
Электронлӑ апат-ҫимӗс картти ҫине патшалӑх куҫаракан укҫана пухса пыма май килмӗ. Ун ҫине ҫын хӑй хуракан суммӑна вара патшалӑх ӳстерсе пама килӗшет. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, тепӗр ҫурри таран.
Программӑпа куҫаракан укҫа-тенке ют ҫӗршывран кӳрсе килекен апат-ҫимӗҫе тата апат-ҫимӗҫ мар тавара туянма юрамӗ.
Апат-ҫимӗҫ картти пама тытӑнни сахал тупӑшлисене те, ҫӗршывӑн потребитель рынокне те тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ.
Маларах ку программӑна е килес ҫултан, е 2017-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме тытӑнасси пирки РФ Промышлнноҫ министрӗн статс-ҫыруҫи Виктор Евтухов асӑннӑччӗ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертӳҫисемпе видеоканашлу ирттернӗ. Унта республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен ҫутҫанталӑк газӗшӗн парӑм пухӑнса кайни пирки чарӑнса тӑнӑ.
Хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсенче газшӑн парӑм 29 процента ҫити ӳссе кайнӑ. Республикӑри пӗтӗм парӑмран 50 проценчӗ «Коммуналлӑ технологисем» общество тӳлеменнипе пухӑннӑ-мӗн. Юлашки икӗ ҫулта вӑл уйрӑмах пысӑк парӑм пуҫтарса янӑ.
Районсемпе хуласен парӑмӗсене илес пулсан, чи парӑмлисем вӑрнарсем, йӗпреҫсем, куславккасем, сӗнтӗрвӑррисем, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар хулисем.
«Кашни министр хӑйӗн пайӗшӗн яваплӑх тытать, ҫакӑн пекех муниципалитетсен ертӳҫисен те ҫакна лайӑх ӑнланмалла, вӗсем те муниципалитетшӑн яваплӑ», — тесе ҫирӗп асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев.
Граждан обществин аталанӑвӗн фончӗ Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен тухӑҫлӑхӗн черетлӗ рейтингне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев танлаштарӑмра чи ҫӳллӗ шайра тӑракан ушкӑна кӗнӗ. Малтанхи рейтинг кӑтартӑвӗпе танлаштарсан, вӑл виҫӗ карт ҫӳле хӑпарнӑ.
Михаил Васильевич хальхинче 70 балл пуҫтарса Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регион хушшинче хисеплӗ 6-мӗш вырӑна тухнӑ.
Асӑннӑ округра Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ.
Ку хутӗнче танлаштарӑмра пуҫласа Раҫҫейри 85 субъект пуҫлӑхӗн тухӑҫлӑхне тишкернӗ. Регионсен ертӳҫисене тӗрлӗ критерисемпе танлаштарса хакланӑ. Халӑх тата экспертсен хаклавне, регионсенче пурӑнакансен укҫа-тенкӗн тупӑшпе тӑкак пайне тата ыттине шута илнӗ. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне, экономика аталанӑвне, регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне тата ыттине те тӗпе хунӑ.
Рекламӑна чӑвашла хатӗрлекенсем те пуррине «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ асӑрханӑ. Чӑвашра пурӑнса ун пеккинчен тӗлӗнсе савӑнмалла та мар пек те, анчах тӑван чӗлхепе ҫырнине Чӑвашра курсан хальлӗхе чӑннипех те савӑнатпӑр. Ҫакӑн сӑлтавӗ ҫиелтех — чӑвашла реклама курма хӑнӑхман эпир.
«Ирӗклӗх» ушкӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «чӑвашла реклама, чӑваш чӗлхипе усӑ курни — хальхи вӑхӑтра суту-илӳ ӗҫӗнчи ытти организацисем хушшинче палӑрмалли, аудиторине «йӑл култармалли» тата тавар туянакан чӑвашсене (республикӑри чи йышлӑ халӑха) савӑнтарса хӑйсен енне ҫавӑрмалли меслетсенчен пӗри» пулнине палӑртать.
Чӑвашра чӑвашла реклама кирлине кунта ӗҫлекен хӑш-пӗр усламҫӑ хушшинче Раҫҫей шайӗнче ӗҫлекен пысӑк гипермаркетсемпе банксем те пуррине палӑртмалла.
Ҫав вӑхӑтрах «Ирӗклӗх» «вырӑнти хӑш-пӗр пӗчӗк кантурсем вара хӑйсен пуклак пуҫлӑ ертӳҫисемпе хӑйсен ятне те, информаци хӑмисене те, тавар этикеткисене те чӑвашла ҫырмасӑр-куҫармасӑр «перекет» тӑваҫҫӗ», — тесе асӑнать.
Паян пирӗн республикӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2012-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ указсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе йӗркеленӗ республикӑри ӗҫ ушкӑнӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ.
Республиrӑн Правительствин пуҫлӑхӗ социаллӑ сферӑри организацисенче тӑкаксене оптимизацилессипе ӗҫе малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Ҫапла туни, премьер-министр шучӗпе, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакансен уйрӑм категорин шалӑвне ӳстерме май памалла.
Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Раҫҫей Президенчӗн Указне тӗпе хурса республикӑра наркологи службине модернизациленине пӗлтернӗ. паянхи кун тӗлне регионти учрежденисенче пурӗ 55 врач-нарколог тӑрӑшнине каланӑ.
Чӑваш Республикин пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен Патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Наталья Тимофеева патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курманнине палӑртнӑ.
Сӑнсем (10)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |