Республикӑри мӗнпур районта кӑҫал шалти ресурссене шырама ӗмӗтленеҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби республика пуҫлӑхӗ районсенче тӗлпулусем йӗркелени пирки пӗлтерекен хыпарсенчен пӗринче палӑртса хӑварнӑ.
Тепӗр тесен, шырама ӗмӗтленеҫҫӗ тени тӗрӗсех те мар-тӑр-ха. Шалти ресурссене шырамалли пирки вырӑнти активпа йӗркеленӗ курнӑҫусенче республикӑна ертсе пыракансем палӑртаҫҫӗ.
Экономика пирки калаҫнӑ май ял хуҫалӑхне те манмаҫҫӗ иккен. Михаил Игнатьев Элтепер, сӑмахран, ку отрасль йывӑрлӑха пӑхмасӑрах аталанассине палӑртать. «Ҫӗр пур, ҫӗр ҫинче пурӑнакан тата ӗҫлекен ҫынсем пур. Акса-тӑвакан ҫӗрсен лаптӑкӗсене ӳстермелле, ахаль выртакан лаптӑксене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле. Кашни гектарпа тухӑҫлӑ усӑ курмалла», — тенӗ вӑл ҫавӑн пек тӗлпулусенчен пӗринче.
Тӗнчери лару-тӑру ҫивӗчленсен, банксем кредитсен проценчӗсене ӳстерсен халӑх самаях аптӑраса ӳкрӗ. Ара, нумайӑшӗ пурӑнмалли ҫурта кредитпа ҫеҫ туянаять-ҫке-ха.
Патшалӑх ку ыйтуран айккинче юлман. Влаҫ антикризис планӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре ҫурт-йӗр илмелли майсене лайӑхлатнӑ. Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа банксем ипотека кредитне 13 процентлӑ ставкӑпа пама тытӑнӗҫ.
Постановление Дмитрий Медведев премьер-министр пушӑн 13-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн ипотека кредичӗн ставки 13 процентран ытларах пулмалла мар.
Документра ҫӗршыври макроэкономика лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ май ипотека кредитне илес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнине палӑртнӑ. Ку йышӑну пӗрремӗшле рынокра туянакан ҫынсене пырса тивет.
Пӗлтӗр банксем ипотека кредитне вӑтамран 12,5 процентпа панӑ. Юлашки вӑхӑтра вара хӑшӗ-пӗри 20 процентпа сӗннӗ. 13 процентлӑ ставка тумашкӑн РФ Финанс министерстви укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшӗ. Ку 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗччен пулӗ.
Ӗҫпе тивӗҫтеркен республикӑри центрсем пӗлтерекен цифрӑсене тӗпе хурсан Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен шучӗ пысӑк марри курӑнать. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн регионти ӗҫсӗрлӗх шайӗ 0,7 процентпа танлашнӑ. Ку вӑл, тепӗр хут палӑртатпӑр, официаллӑ шута илни тӑрӑх. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 11 регионта Чӑваш Енринчен пысӑкрах-мӗн. Кунта 1,8 процентлӑ Пермь енне, 1,4 процентлӑ Ӗренпур облаҫне, 1,3-шер процентлӑ Пушкӑртстанпа Киров облаҫне, 1,1-ер процентлӑ Удмурт Республикине, Самарпа Сарӑту облаҫӗсене, 1 процентлӑ Мӑкшӑ Республикине тата Мари Эле, 0,8 процентлӑ Тутарстанпа Пенза облаҫне асӑннӑ.
Атӑҫлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен маларах асӑннӑ кӑтратупа 3-мӗш вырӑн йышӑнать. Шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх хисепӗ Раҫҫйере 1,3 процент пулнӑ, Атӑлҫи федераци округӗнче — 1,1 процент.
Пушӑн 4-мӗшӗнче ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин федераци тата вырӑнти суту-илӳ сечӗсен, ҫӑкӑр пӗҫерекен организацисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта мӗн пирки калаҫнине ӑнкарма йывӑр мар ӗнтӗ. Юлашки вӑхӑтра апат-ҫимӗҫ хакӗ пӑшӑрхантарать вӗт халӑха.
Тӗлпулура шухӑшсемпе ылмашӑннӑ, калаҫнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче апат-ҫимӗҫ хакӗ кӑшт та пулин чакма тытӑннӑ пулин те хӑшӗ-пӗри ӳссех пырать-ха. Суту-илӳ сечӗсен ертӳҫисем ҫакна тавар туса кӑларакансем хака хӑпартнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ-мӗн.
Тӗлпулура суту-илӳ сечӗсене пахча ҫимӗҫе вырӑнти ҫынсенчен, организацисенчен туянма сӗннӗ. Вӗсене кун тӗлӗшпе ӗҫлеме хатӗр организацисен ячӗ-шывӗпе те паллаштарнӑ.
Министр тӗлпулура ҫӑкӑр хакӗ пирки те сӑмах хускатнӑ. Ҫӑнӑхпа тивӗҫтерекенсене, ҫӑкӑр пӗҫерекен организацисене, лавккасене ҫӑкӑр хакне «шӑнтма» ыйтнӑ.
Крым Республикин Ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш Ен аграри ведомстви калаҫу ирттернӗ. Унта мӗн пирки сӑмах хускатнӑ?
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ делегаци нумай пулмасть Крымран, Севастопольтен таврӑннӑ. Иҫӗм ҫырли, панулми, ытти улма-ҫырла, пахча-ҫимӗҫ Чӑваш Ене Крымран килме пуҫлӗҫ. Вӗсем патне кунтан чӑваш ҫӗрулмине ӑсатма тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енре ял хуҫалӑх экономикӑри тытӑмра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пирӗн республика ял хуҫалӑх культурине ӳстерес енӗпе опытпа та пайланать. Халӗ ав крымсене ҫӗрулмипе пулӑшас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унта «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ӳстерме йывӑр-мӗн. Сӑлтавӗсем пур. Чи малтанах Украина Ҫурҫӗр Крым каналне хупнӑран уйсене шӑварма май ҫук.
Чӑваш Ене вара Крымран хаклӑ мар, тутлӑ улма-ҫырла килме тытӑнӗ. Халӗ ҫурутравра ял хуҫалӑх техники ҫителӗксӗр. Унччен крымсем ӑна Украинӑран тара илнӗ, паян вара ҫурмаутрава хӑйне тракторсем, комбайнсем кирлӗ. Чӑваш Ен Крыма ку енӗпе пулӑшма пултарӗ-мӗн. Унти ведомство Чӑваш Енре «Енисей» комбайнсем кӑларнипе кӑсӑкланаҫҫӗ.
«Пысӑк укҫа-и вӑл е пӗчӗк укҫа-и?» — тесе тек укҫа шутласа ҫӳретчӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пыракан камитсенчен пӗринчи сӑнар. 600 миллион тенкӗ пирки те тӗрлӗрен хаклама пулать-тӗр-ха. Апла-и, капла-и, анчах ҫав укҫана Канаша монохуласене модернизацилес тӗллевпе федераци хыснинчен уйӑрса пани, мӗн тесен те, ырӑ хыпар.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче унта монохуласене модернизацилес енӗпе тӑрӑшакан ӗҫ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унччен вӑл «Аталану тата тулаш экономика ӗҫ-хӗлӗн банкӗ» патшалӑх корпорацийӗн ертӳҫин ҫумӗпе, монохуласене модернизацилессипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫипе Ирина Макиевапа тӗлпулнӑ, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ».
Канаш пирки каласан, федераци хыснинчен килекен 600 миллион тенке «территорие аталантарма» ярӗҫ. Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр монохуласене ун пек тӗллевлӗ укҫа маларах лекнине пула шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх виҫине Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 хута яхӑн, Улатӑрта 5 хута яхӑн чакарма май килнӗ.
Анчах канма мар. Сӑмах кунта налук каникулӗ пирки пырать. Кун ҫинчен ҫӗршывӑн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви пӗлтернӗ иккен.
Шухӑшланине пурнӑҫа кӗртсен промышленноҫ предприятийӗсене тупӑшран илекен налукпа ҫӑмӑллӑх кӗрӗҫ. Асӑннӑ налука вӗсем халӗ 20 процент тӳлеҫҫӗ, ҫав шутран 18 проценчӗ регионсен хыснине юлать, ытти федерацине куҫать. Ку налука федераци хыснине пачах тӳлеттерме пӑрахасшӑн, регионсене каяканнин ставкине 5 процент чакарасшӑн. РФ Промышленноҫ министерстви налук каникулне 10 ҫул таранах парасшӑн. Страховой взнос тӳлессипе — 6 ҫул.
Налук ҫӑмӑллӑхӗ панине пула федераци хысни 10 ҫулта 159 миллиард тенкӗ ҫухатӗ, анчах ҫӑмӑллӑхсене кура ҫӗнӗ предприятийсем уҫӑлнине кура 2,2 триллион тенкӗ тухӑҫ курӗ.
Сӑмах май, ҫӑмӑллӑха пули-пулми сапаласшӑн мар. Вӑл чӗр тавар мар бизнеса тата инвесторсене пырса тивет. Укҫа хывакансене каласан, вӗсен ҫулталӑкне 20 миллион тенкӗрен кая мар, виҫӗ ҫулта 50 миллион тенкӗрен кая мар, пилӗк ҫулта 200 миллионран кая мар укҫа хывнине пӑхаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Турцири Раҫҫей Федерацийӗн посольствинче Чӑваш Республикин курав-хӑтлавне ирттермешкӗн патшалӑх саккасӗ пичетленни паллӑ пулнӑ.
Куравӑн тӗп тӗллевӗ — Чӑваш Республикин промышленноҫ, туризм, вӗренӳ, культура потенциалӗсене хӑтласси, Турципе ҫыхӑну йӗркелесси. Саккасра мӗн палӑртнӑ? Хӑтлав баннерӗсен дизайнне хатӗрлемелле, унта Чӑваш Республикин социаллӑ экономика аталанӑвне, экономикӑри тӗп тытӑмсене, Турципе ҫыхӑнса ӗҫленине, инвестици сӗнӗвӗсене, ял хуҫалӑхӗ пирки кӗскен палӑртмалла.
Хӑтлав сценарийӗнче ӗҫ (Чӑваш Республикинчи предприятисем тухса калаҫни) тата культура пайӗсем (чӑваш наци ушкӑнӗ тухни) пулмалла. Ҫавӑн пекех наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхса хӑтламалла.
Пуҫӗпех мар та, анчах ҫак специалистсен пулӑшӑвӗпе усӑ курса тӑкакланассине палӑрмаллах чакармалла. Ҫапла шухӑшлать иккен ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Раҫҫейӗн кӑҫалхи социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозне юсаса ҫӗнетнӗ май. Ку хута вӑл хӑйех улшӑну кӗртнӗ-ха.
Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек хатӗрленӗ прогноза нефтӗн баррелӗ 50 доллар тӑнине шута илсе хатӗрленӗ. Ҫӗршывӑн Экономика министерствин шучӗпе, ҫынсен тупӑшӗ 9 процент чакӗ.
Министерство шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсем апат-ҫимӗҫ мар тавар туянассине 10,5 процент чакармалла, тӳлевлӗ пулӑшу виҫине — 5 процент. Кӗмӗле перекетлес тесен чи малтанах ҫынсен юристсенчен 8,3 процент сахалтарах пулӑшу ыйтма тытӑнмалла, тухтӑрсенчен — 7,8 процент, культура мероприятийӗсене ҫӳрессине 7,6 процент чакармалла, турист ҫулҫӳревне — 6,7 процент.
Республикӑри организацисем пӗлтӗрхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче ӗҫленине тишкернӗ те хайхисем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗ таса тупӑш илнине палӑртнӑ.
382 организаци 13,4 миллиарда яхӑн тупӑш курнӑ, 168 компани 11,6 миллиарда яхӑн тӑкак тӳснӗ. Тирпейлекенсем уйрӑмах тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсем 478 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ. Курттӑммӑн тата ваккӑн сутакансем, автотранспорт тата йӑлари япала юсакансем те, пӗтӗмӗшле илсен, тупӑш илеймен. Вӗсен тӑкакӗ 297 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ял хуҫалӑх отраслӗ (тӗлӗнмелле те, савӑнмалла та) пуринчен ытла тупӑш курнӑ. Ҫак хисеп унта — 957,9 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Тӑкаклӑ предприятисен шучӗ йышланнӑ, вӗсен шучӗ 4,5 процент нумайланса 30,5 процента ҫитнӗ. Тупӑшсӑр ӗҫлекенсем транспортпа ҫыхӑнура (56,4%), ҫурт-йӗр фондне тытса тӑнӑ ҫӗрте (38,5%) уйрӑмах йышлӑ. Ял хуҫалӑхӗнче — сахал (4,8).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |