Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен хупӑнасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл Danone концернӑн шутланать.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви вӑл савута сӗт сутса пурӑннисем ӑна хупнишӗн аптӑрамасси пирки пӗлтерет. Республикӑра ытти сӗт-ҫу савучӗ те ӗҫленине аса илтерет вӑл. Сӑмахран, Етӗрнере, Вӑрнарта, Куславккара, Тӑвайра пур, «Изамбаевский» текенни те ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх министерстви ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗн продукцийӗ республикӑри суту-илӳре 12,2 процент кӑна йышӑннӑ. Вӑл кӑларакан ҫимӗҫе хамӑр патри ытти савут та кӑларать, вӗсен пахалӑхӗ те лайӑх, оборудованийӗ те ҫӗнӗ йышши.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хупӑннине пула 140 ҫын (унчченхи хыпарта эпир «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлани тӑрӑх 300-е яхӑн /news/11077.html тесе каланӑччӗ) ӗҫсӗр юлать, вӗсене ӗҫе вырнаҫчӑр тесе Чӑваш Ен Правительстви йӑлтах тӑвӗ тесе ӗнентерет.