Раҫҫейри монохуласене уйрӑм менеджерсем сыватӗҫ. Кун пек йышӑнӑва нумаях пулмасть ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ. Социаллӑ экономика пурнӑҫ енчен кӑткӑс монопрофильлӗ муниципалитетсенчен вуннӑшӗнче ҫывӑх вӑхатра проект офисӗсем уҫӑлмалла. Вӗсен пуҫлӑхӗсем пулса Мускавран ятарласа ҫирӗплетнӗ менеджерсем тӑрӑшӗҫ. Ҫав ҫынсен тӗп ӗҫ вырӑнӗ пӗчӗк хуласенче пулмӗ - лару-тӑрӑва вӗсем аякранах йӗркелесе-пӑхса тӑрӗҫ, кирлех пулсан вырӑна ҫитсе кайӗҫ.
Пирӗн республикӑри хуласенчен монопрофильлисен шутне Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри кӗрет. Раҫҫейӗпе ун йышшисем — 300 ытла.
Социаллӑ экономика енӗпе паян чи хӑрушӑ списокра 100 хула шутланать. Унта Канаш те лекнӗ. Маларах асӑннӑ тепӗр виҫҫӗшӗ лару-тӑру япӑхланас хӑрушлӑх пуррисен йышне кӗреҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи прокуратура ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен предприяти ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Надзор органӗн куҫӗ тӗлне лекнӗ организаци — «Техполимер» тулли мар яваплӑ общество. Унта шалӑва тӳлемесӗр тытса тӑнӑ тееймӗпӗр-ха, анчах ҫынсем ӗҫрен пӑрахнӑ кунах татӑлманнине прокуратура тӗрӗслевӗ ҫирӗплетсе панӑ. Унта тӑрӑшнисенчен пӗри нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, тепри ҫав уйӑхӑн 23-мӗшӗнче ӗҫрен тухса кайнӑ, анчах шалупа вӗсемпе татӑлма васкаман, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑна тӳленӗ. Ку вара РФ Ӗҫ кодексӗн 84.1 тата 140-мӗш статйисене пӑсни пулать.
Шалупа вӑхӑтра татӑлса пӗтмен предприяти пуҫлӑхне республикӑн Ӗҫ инспекцийӗ административлӑ майпа явап тыттарса 5 пин тенкӗ штрафланӑ.
Кун пирки пӗлекенни, тен, пӗлет те пулӗ, анчах илтменнисем те пур-тӑр. Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑхпа аппаланакансен Республикӑри бизнес-инкубатор бизнес-плансене тӳлевсӗрех хатӗрлесе парать. Ӑна укҫасӑрах ҫыртарас тесен район администрацийӗсене каймалла та тӗртев илмелле.
Бизнес-план валли кирлӗ ҫак хута вырӑнти тӳре-шара Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерстви ячӗпе ҫырса парӗҫ. Ун пек хут пуррисен бизнес-план тутарма хӑтланса укҫа тӑкаклама тивмӗ. Ку хут патшалӑх пулӑшӑвӗ илес тата ытти валли те кирлӗ.
Сӑмах май каласан, Республикӑн бизнес-инкубаторӗ усламҫӑсене ытти енпе те пулӑшу кӳни пирки ӗнентерет. Унта ҫак енӗпе ӗҫлеме пуҫлакансене те тӗрев кӳрессине пӗлтереҫҫӗ.
«Чӑвашавтодор» — панкрут. Ку йышӑнӑва ЧР Арбитраж сучӗ тунӑ. Халӗ суд тепӗр тапхӑра — конкурс производствине — пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫавӑн пекех суд тӗп директорӑн Станислав Леоновӑн полномочийӗсене илнӗ. Конкурс управляющийӗ халӗ Евгений Добрынин, «Ҫӗпӗрти антикризис управленийӗн эксперчӗсен центрӗ» арбитраж управляющийӗсен ассоциацийӗн пайташӗ, пулӗ. Вӑл парӑмҫӑн пурлӑхӗн шучӗпе уйӑхне 30 пин тенкӗ шалу илӗ.
Суд «Чӑвашавтодора» «Автокредо» тулли мар яваплӑ обществӑна 6 пин тенкӗ патшалӑх пошлини шыраса илмелле тунӑ.
Унччен вӑхӑтлӑх управляющийӗ Артем Кириллов ҫак шухӑш патне пырса тухнӑ: «Чӑвашавтодора» ятарласа банкрота кӑларнӑ. Компани юлашки 2 ҫулта тӑкаклӑ ӗҫленӗ-мӗн.
АКА | 28 |
Ӗҫ укҫине официаллӑ майпа тӳлеменни начаррине пӗлтернине юлашки вӑхӑтра Шупашкарти троллейбуссенче те илтме тивет. Социаллӑ ҫав рекламӑра пенсисӗр юлассипе хӑратаҫҫӗ-ха. Тепӗр тесен, пенсисӗр пачах пӗрех тӑратса хӑвармаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулассине тӗшмӗртме йывӑр мар ӗнтӗ.
Ӗҫ укҫине «конвертра» тӳлекенсене прокуратура та тӗрӗслесе тӑрать тесе пӗлтерет Зелфинас Карама прокурор. Шупашкар районӗнчи ҫак надзор органӗ, акӑ, «ТрубопроводГазСтрой» обществӑра ӗҫ саккунне пӑснине палӑртнӑ. Унта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑрӑшнӑ виҫӗ ҫынпа хут ҫырса аппаланман: илни пирки приказ та кӑларман, ӗҫ килӗшӗвӗ те туман.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.
Хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене хускатас тӗллевпе республикӑри тата федераци шайӗнчи МИХсенче тӑрӑшакансем кӑна мар, районтисем те пуҫтарӑннӑ. Пуҫлӑхсен пресс-службисем хӑш чухне ыйтусене «ала витӗр» кӑларни пирки илтме тивет те, Михаил Игнатьевпа иртнӗ пресс-конференцире апла чару пулмарӗ. «Усал сӑмахсемпе перкелешме кӑна юрамасть», — шӳтлесе илчӗ пресс-конференци пуҫланас умӗн Михаил Игнатьев Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи Светлана Каликова.
Журналистсем хускатнӑ ыйтусем хушшинче темли те пулчӗ: Шупашкарти трактор савучӗн шӑпи, ӗҫсӗр юлакансен мӗн тумалли, сӗт хакӗ йӳннине кура уншӑн ял ҫыннисене субсидилеме май ҫуккипе кӑсӑкланни, пӗчӗк йышлӑ шкулсене хупмасӑр май ҫуках-ши тени. Элтепер пурин ыйтӑвне те тӗплӗн те чӑтӑмлӑн хуравларӗ.
«Раҫҫейри Danone» компани пуҫлӑхӗ Бернар Дюкро «Газета.Ru» хаҫата панӑ интервьюра Томскри тата Шупашкарти савутсене сутма хатӗрри пирки пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр: асӑннӑ компанин Шупашкарти тата Томскри савучӗсене пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче кризиса пула хупнӑччӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 106 ҫын ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх пулнӑ. Халӗ вӗсенчен ҫуррине тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Ку уйӑхра тата тепӗр 53 ҫыннӑ ӗҫ шырама тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче Чӑваш Енӗн правительстви савутра тӑрӑшнисене пулӑшма, вӗсене ытти предприяти-организацие вырнаҫма май туса пама тӑрӑшнине ӗнентереҫҫӗ.
Ҫӗне Шупашкарти «Химпром» ҫӗнӗ продукт кӑларма тытӑнасшӑн. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх, унта спирт кӑларасшӑн. Анчах этил мар, изопропил спирчӗ.
Ку продукт рынокра питӗ кирлӗ. Кун валли савут 10,7 миллион тенкӗ инвестици хывать. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ку хӑйӗн хакне ҫур ҫулта кӑларӗ.
Савутра ҫулталӑкне 8 тонна таран спирт кӑларасшӑн. «Химпром» ку продукта унччен те туяннӑ. Анчах унпа водород перекиҫӗ хатӗрленӗ ҫӗрте усӑ курнӑ.
АКА | 05 |
Ҫӗршывра кризис хуҫаланать те пур ҫӗрте те «экономи» пырать. Мускава шапаша ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ каялла пушӑ кӗсьепе таврӑнма тытӑнчӗҫ. Бюджетниксен шалӑвне те «касни» пирки час-часах илтме тӳр килет.
Хайхи кризис ял ҫыннине те пырса тиврӗ. Тен, сӗт хакӗ йӳнелни те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ? Анчах сӑмахӑм кун пирки мар-ха. Пур ялта та тенӗ пекех юпасем ҫинче ҫутӑ пур. Пирӗн кӳршӗ ялах илер. Пысӑках мар, пӗр урам ҫеҫ. Анчах чылай юпа ҫинче ҫутӑ пур. 5-е те ҫитнӗ пуль. Ку пӗчӗк ялшӑн нумай. Пирӗн ялта — 130 кил. Каҫсерен хӑш-пӗр урамра — тӗп-тӗттӗм, куҫа йӗппе чиксен те нимӗн те курӑнмасть. Урамсене ҫутӑпа тивӗҫтересси камӑн яваплӑхӗ? Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, (тен, йӑнӑшатӑп та) ҫакна муниципалитетӑн пурнӑҫламалла. Анчах ку енӗпе ӗҫленине хальлӗхе курман. Лампочкӑсем ҫунса каяҫҫӗ — никам та улӑштармасть.
Хӑлхана ҫакнашкал хыпар кӗчӗ. Кӑҫал ял тӑрӑхӗн администрацийӗ урамсене ҫутӑпа тивӗҫтермешкӗн пӗлтӗрхи пек 150 пин тенкӗ мар, 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавна май перекетлеме тивӗ. Ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа юпа ҫинчи ҫутта 23 сехетчен ҫеҫ ӗҫлеттерӗҫ, кайран сӳнтерӗҫ.
Чӑваш Енӗн Правительствин пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗнче республикӑн Тӗплӗ юсав фондне уйӑрмалли укҫа виҫине йӑнӑш кӑтартни пирки патшалӑхӑн мар массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хытах сӳтсе яврӗҫ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ йышӑнура 927 миллиард (тӗрӗссипе миллион пирки сӑмах пырать) тенкӗ тесе кӑтартнӑ. 25 регион бюджечӗпе танлашакан ҫак суммӑна ҫырса хунишӗн кам айӑпли, кам вара ӑна пӑхса ҫитерейменни пирки ку хыпара илтнисем хытах шавларӗҫ.
Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна енӗпе ӗҫлекен комитет ларӑвӗ иртнӗ. Унта йӑнӑш документ пирки те калаҫса илнӗ. Республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина официаллӑ документа вӗсен министерствине ҫитернӗ чух вӑл тӗрӗсех пулнине пӗлтернӗ. Правительство йышӑнӑвне йӑнӑш цифрӑпа кӑларса яракансене явап тыттарассипе тыттармассине пӗлменниине ӗнентернӗ, мӗншӗн тесен ҫав цифрӑшӑн яваплисене ӗҫе илекенӗ эп мар тесе ӑнлантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |