Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче (вӑл кун эрнекуна лекет) Шупашкарти «Mega Galaxy» ятлӑ культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики-2010» ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Кӑҫал вӑл 4-мӗш хут пулӗ.
Ӑмӑртӑва пурӗ 17-25 ҫулхи 13 хӗр хутшӑнӗ. Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Элӗк районӗн пикисем пулӗҫ. Шупашкар хулинчен те пӗр хӗр хутшӑнӗ.
Ӑмӑртуҫӑсен чи хитре, чи маттур, чи сӑпайлӑ, чи ӗҫчен пике вырӑнне йышӑнма хӑйсене тӗрлӗ енчен кӑтартма тивӗ — чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе ун кун-ҫулне те пӗлмелле, чӑваш тумне тӑхӑнса хӑйсен илемне те кӑтартмалла, пултарулӑхпа та палӑрмалла. Ӑмӑрту вӗҫӗнче вӗсен тата жюрие чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе хӑналамалла. Паллах, хӑйсем хатӗрленӗскерпе, лавккара туяннипе мар.
Мала тухнӑ хӗр пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Чӑваш пике» ӑмӑртӑва хутшӑнӗ — унта вара ытти регисонсенчи пикесемпе тупӑшса маттурлӑха кӑтартма тивӗ. Ӑмарту Шупашкарта (иртӗ ҫулсенче Мускавра ытларах иртетчӗ) кӑҫалах иртӗ.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта халӑхпа ӗҫлекен тӗрлӗ енлӗ организацисен канашлӑвӗ иртӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен чӗлхине упраса хӑварассипе тата вӗсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Канашлу 11 сехетре пуҫланӗ, Хӗрлӗ тӳремри 5-мӗш ҫуртра иртӗ.
Канашлура хускатма палӑртнӑ ыйтусем:
1. Халӑхӑн чӗлхе суверенитечӗ.
2. Халӑхӑн тата кашни ҫынӑн чӗлхе прависем.
3. «О внесении изменений в некоторые акты Российской Федерации" (в части изменения понятия и структуры государственного образовательного стандарта)» ятлӑ 309-мӗш федераллӑ саккун тата ӑна вӗрентӳ системине кӗртнин пӗлтерӗшӗ.
4. Регионсен чӗлхисем тата тӗп мар халӑхсен чӗлхисем пирки калакан Европӑри харти.
5. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхе ыйтӑвӗсем. Паянхи пулӑмсем тата правасем.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн шкул ҫулне ҫитменнисен тата пуҫламӑш классен кафедри тата «Чӑваш Ен вӗрентӳҫисен ассоциацийӗн» пуҫламӑш клас вӗрентекенӗсен секцийӗ Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта «Формирование индивидуальной траектории развития учащихся начальных классов в информационной среде школы» семинар ирттерчӗҫ. Семинара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрле районӗнчи пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Хӑнасене шкулӑн пуҫламӑш класӗсенче тӗрлӗ тӗслӗ уҫӑ уроксене кӑтартрӗҫ. Волков В.Г. директор пӗлтернипе, халӗ шкулта ҫӗнӗ информаци технологисемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Директора информаципе компьютер технологийӗсем тӗлӗшӗнчен пулӑшакан Толмачев С.Г. шкулӑн пӗтӗмӗшле информаци уҫлӑхӗнчи пуҫламӑш звено епле ӗҫлени пирки каласа пачӗ, тӗслӗх валли NetSchool программӑна илчӗ. Путеров В.М. инженер-программист Moodle системӑпа паллаштарчӗ.
Семинарӑн тӗп пайӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн шкул хӑнисем Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейне ҫитсе курчӗҫ.
Ванкуверта паян (вырӑнти вӑхӑтпа — ӗнер, 18 сехетре) 5 сехет ирхине хӗллехи XXI олимпиадӑна уҫрӗҫ.
Дэвид Пирс ҫырнӑ кӗвӗ янранӑ май мероприятие Канадӑн генерал-губернаторӗ Микаэль Жан, Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге тата 4 индей йӑхӗсен ертӳҫисем тухрӗҫ. Индей йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене ҫак олимпиадӑна ирттерме туса лартнӑ ҫуртсемпе сооруженисем вӗсен ҫӗрӗ ҫинче ларнӑран чӗннӗ.
Чи малтан хӑнасене йышӑнакан патшалӑхӑн гимнӗ янрарӗ, унтан вара индей йӑхӗсен ертӳҫисем хӑйсен сӑмахне каларӗҫ. Кайран вара, йӑлана кӗнӗ йӗркепе, стадион ҫулӗ ҫине чи малтан Греци сборнӑйӗ тухрӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ыттисем.
Раҫҫей сборнӑйӑн ялавне хоккей ушкӑнӗн капитанӗ Алексей Морозов тытса пычӗ.
Ванкуверти олимпиадӑна Раҫҫейрен 179 спортсмен хутшӑнӗ. Малтанхи олимпиадӑпа танлаштарсан — пӗр ҫын ытларах. Раҫҫей спортсменӗсем 75 награда пуххишӗн тупӑшасшӑн. Ылтӑн медальшӗн 100 пин евро, кӗмӗлшӗн — 60 пин евро, пӑхӑршӑн — 40 пин евро пама шантарнӑ.
Чӑваш Енрен олимпиадӑна хутшӑнакан ҫук. Ҫавах та ҫак спортсменсене асӑнса хӑварма пулать: Нкеирука Хилариевна Езех (кукамайӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи ялта пурӑнать), Максим Александрович Чудов (амӑшӗ — чӑваш, Пушкӑртстанран), Лилия Николаевна Вайгина-Ефремова (Шупашкарта ҫуралнӑ, Украин сборнӑйӗнче шутланать) /информацие кунтан илнӗ/.
Нарӑсӑн 12-13-мӗшӗсенче Шупашкарта чӑваш эстрада юррисен черетлӗ XI «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурс иртӗ.
Кӑҫал 40 ҫын ытла хутшӑнать. Ӑмӑртун пӗтӗмлетекен турне пурӗ 16-35 ҫулсенчи 30 юрӑҫ (Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Сарӑту хулипе облаҫӗ) тухнӑ. Ку тура тухиччен вӗсем маларах вырӑнти ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе мала тухнӑ.
Пӗтӗмлетӳ турӗ нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Юрӑҫсен ӑмӑрту валли эстрада юррипе (поп, джаз, этно-поп) хальхилле кӗвӗлесе илемлетнӗ халӑх юрри хатӗрлемелле. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче гала-концент пулӗ, вӑл 18 сехетре пуҫланӑ. Курма килекенсем ҫӗнтерӳҫӗсен пултарулӑхӗпе тепӗр хут паллашӗҫ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенни — Чӑваш наци конгресӗ. Конкурса ирттерме Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министерстви тата Вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин Министерстви пулӑшаҫҫӗ.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленипе «10-11 классен чӑваш литератури учебникӗсемпе хрестоматийӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫавра сӗтел тӗллевӗ — авторсене учебникпа хрестоматисен ҫӗнӗ кӑларӑмӗ валли сӗнӳ парасси. Калаҫӑва кашни районтанах килнӗ вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Канашлӑва Чӑваш Республикинчи тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Г.Л.Никифоров уҫрӗ. Чи малтанах 10-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекин авторӗ В.Г.Родионов профессор тата 11-мӗш класс вӗренӳ кӗнекин авторӗ Г.И.Федоров профессор сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗ кӗнекесен тытӑмӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.В.Ядранская, Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М.Виноградов, Чӑваш наци лицейӗн вӗрентекенӗ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Е.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти 27-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс класӗнче вӗрентекенсен республикӑри семинарӗн 2-мӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле теми: "Тӑван чӗлхене вӗрентессипе тата сарассипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ меслетсем". Иккӗмӗш лару "Шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри электронлӑ хатӗрсем" темӑпа иртрӗ. Семинара йӗркелекенсем — хулари 27-мӗш шкулпа «Язык успеха» ют ҫӗр-шыв чӗлхисен шкулӗ. Семинара Красноармейски районӗнчи вӗрентекенсен пӗр ушканӗ те хутшӑнчӗ. Вӗсем — салари 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем З.П.Михайловӑпа В.М.Михайлов, Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗрентекенӗ И.Н.Антонова тата Пикшик шкулӗн вӗрентекенӗ Л.А.Тихонова.
Семинара хутшӑннисем асӑннӑ шкулӑн 2, 3 тата 5-мӗш класӗсенчи чӑваш чӗлхи урокӗсенче электронлӑ ӳкерчӗклӗ словарьпе, телекоммуникаци технологийӗсемпе, информаципе коммуникаци ресурсӗсемпе тата Чӑвашла интернетпа усӑ курас ыйтусемпе ҫыхӑннӑ уҫӑ уроксем итлерӗҫ. Уроксене Сармосова Г.Л. — пӗрремӗш категориллӗ учитель, Кузьмина О.И. — иккӗмӗш категориллӗ учитель, Еслюкова Е.
Шупашкар 2010 ҫула ҫӗнӗ гимнпа кӗчӗ: Шупашкар хула депутачӗсенчен, пултарулӑх ҫыннисенчен йӗркеленӗ комисси гимн конкурсне килнӗ 55 ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Порфирий Афанасьев сӑввипе Раҫҫей халӑх артисчӗ Филипп Лукин кӗвӗленӗ «Шупашкар» юрӑ ҫӗнтернӗ тесе йышӑннӑ.
Гимна хула депутачӗсем пӗр саслӑн йышӑннӑ, ҫӗнӗ гимн вырӑнне ҫирӗплетнӗ. Шел те, хальлӗхе ӑна хула сайчӗнче тупма май ҫук — унта Анатолий Кипеч сӑввипе кӗвӗленӗ Г. Максимов юрри ҫеҫ...
Ку гимн пирки ҫыравҫӑсем хушшинче тытӑҫу та пулса иртнӗ иккен — Порфирий Афанасьева плагиатшӑн айӑплаҫҫӗ.
«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Паян, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика университетӗнче «Чӑваш сӑмахлӑхӗпе халӑхӑн йӑла ӑспурлӑхне тӗпчесе вӗрентмелли ӑслайсем» ятлӑ Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Виталий Петрович Станьял 70 ҫула ҫитнӗ ячӗпе ирттерчӗҫ. Паллӑ ӑсчах, ҫыравҫӑ, вӗрентӳҫӗ, таврапӗлӳҫӗ тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ хут тӑрӑх 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ шӑп кӑнтӑрла пуҫланчӗ — ӑна Андреева Евдокия Александровна, чӑваш филологи факультечӗн деканӗ уҫрӗ. Вӑл конференци йӗркипе паллаштарчӗ — кашни хутшӑнакан вӗрентевҫе ӗнентерӳ хучӗ пама, кашни доклада кӗнекепе пичетлесе кӑларма шантарчӗ. Ун хыҫҫӑн Виталий Петрович сӑмах илчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл пособисене хатӗрлес ыйту ҫинче кӗскен чарӑнса тӑчӗ. «Кӗнекене кӑларсан ун усси пултӑр, ахаль шыв юхтарни ан пултӑр.
Ҫак кунсенче, «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Украина культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗн Петр Чичкановӑн (1922-2008) асӑну каҫӗ иртнӗ. Паллӑ ӳнерҫӗ, писатель, журналист хӑйӗн кун-ҫулне сумлӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне тӗпчессипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл 1949 ҫулта, ҫар хаҫатӗнче ӗҫленӗ чухнех, пуҫӑннӑ: сӑвӑҫӑн портретне ӳкерме пуҫланӑ. Каярах Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннӑ тӑрӑхсене — Теччӗне, Кейӗве, Симферополе, Евпаторие, Остера — ҫитсе килнӗ, сӑнӳкерчӗксем тунӑ, асаилӳсем ҫырса илнӗ. Петр Чичканов тӑван чӗлхепе виҫӗ кӗнеке кӑларнӑ; «Кӑвар чӗре» (1965), «Ҫӗн Кун ачи» (1989), «Сенкер Десна» (1992). Йӑхташӑмӑр ҫавӑн пекех асӑннӑ музее йӗркелес ӗҫе те хастар хутшӑннӑ.
Асӑну каҫне Раҫҫей Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи, Н.Пӑрчӑкан, музей ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |