Тур сыхлатӑр та, инкекпе куҫа-куҫӑн тӑракан ҫын тем тума та хатӗр пуль ҫав ӗнтӗ. Шупашкарти тӳре-шаран пӗрин ҫавӑн пек лару-тӑру сиксе тухнӑ nf. Ӑна пӗр этем пуҫиле ӗҫ пуҫарассинчен ҫӑлма шантарнӑ. Хӑйӗнпе арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Юпан 10-мӗшӗнче вӑл тӗп хуламӑрти хайхи тӳре-шараран 120 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Шӑп та лӑп ҫав самантра капкӑна ҫакланнӑ та 31 ҫулти ултавҫӑ.
Суйса «кӗмӗл» кӗсьене унччен те пӗтӗрсе чиксе пурӑннӑ иккен-ха вӑл — ҫынсене е судра пулӑшма шантарнӑ, е тӳре-шарапа пӗр чӗлхе тупма. Ҫапла вара 1 миллион тенкӗ ытла илнӗ иккен. Ултавҫӑ-арҫынна унччен икӗ хут айӑпланӑ пулнӑ-мӗн. Анчах ҫавна вӑл урок евӗр йышӑнман-мӗн.
Ӗнер пирӗн республикӑра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш Катек ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче тӑр кӑнтӑрла пысӑк инкек пулнӑ.
Шупашкартан Вӑрмар районне хӗр илме каякан машина йӗпе асфальт ҫинче вылянса кайса хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл Белоруҫран килекен «Скания» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура хӑй те кювета чӑмнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкмен. Хӗре лартма каякан 6 машинӑллӑ кортежран пӗринчи, малта пыракан «БМВ» маркӑллӑ машина ҫинчи 22-25 ҫулти виҫӗ каччӑран пӗри те. Ҫав шутра авланма шут тытни те, чӗрӗ юлайман. «Инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-сужбин хыпарӗнче.
Тунтикун, юпан 7-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи судра Илле Иванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫпе вӗҫленекен лару пулнӑ теме пулать — ыран, юпан 10-мӗшӗнче, суд йышӑну кӑлармалла. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Лару пуҫланнӑ хыҫҫӑн Илле Ивановӑн ваккачӗ Николай Столбов ҫӗнӗрен хута кӗме ыйтнӑ — республика тулашӗнчи экспертсен ӗҫне шанманни пирки пӗлтернӗ, Шупашкарти экспертсен пӗтӗмлетӗвне ӗҫ ҫумне хушма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех Николай Столбов ваккат Мускавра вӗсем ыйтнипе ҫӗнӗ экспертиза тума тытӑнни ҫинчен те пӗлтернӗ. Айӑплакан ен хирӗҫленӗ хыҫҫӑн тӳре ку пӗтӗм хута кӗрӗве йышӑнма килӗшменни пирки пӗлтернӗ.
Ҫапла май тӳре суд тӗпчевне вӗҫленӗ, сӳтсе яву пайне куҫни пирки пӗлтернӗ. Айӑпланакан та, ун ваккачӗ те сӳтсе яву пайне куҫма вӗсене вӑхӑт кирлӗ тесе каланӑ пулин те суд вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтермен. Юлашкинчен ваккат ларуран тухса кайнӑ — ҫапла май тӳрен 10 минутлӑ тӑхтав тума тивнӗ. Ара, айӑпланакана ваккатсӑр хӑварма юрамасть-ҫке. Николай Столбов, паллах, таврӑннӑ — унӑн эмел ӗҫмелле пулнӑ-мӗн.
Чи малтан сӑмах айӑплакан ен илнӗ. Вӑл кӗскен тӗпчев епле пынине каласа панӑ. Прокурор та следовательсем те статья авторӗ Илле Иванов пулни пирки иккеленмеҫҫӗ иккен, вӗсем журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелли йышӑну кӑларттарасшӑн. Илле Иванов судри хӑйӗн юлашки сӑмахӗ валли хатӗрленме вӑхӑт ыйтнипе ҫеҫ ҫырлахма пултарчӗ. Тӳре вара унӑн юлашки сӑмахне итлемесӗрех (хатӗрленме вӑхӑт пулнӑ тесе) йышӑну кӑларма кайрӗ — ӑна ыран 13 сехет ҫурӑра пӗлтермелле.
Театр ӳнерне юратакансене Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра иртмелли ҫак пулӑм чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ кӳрессе шанас килет. Тӗп хуламӑрти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта нихӑҫан пулман балет кӑтартӗҫ. Ҫапла-ҫапла, кинотеатрта. Унччен чӑваш сцени ҫинче пулман та спектакльсем мар пулӗ те, анчах тӗлӗнтермӗшӗ — балета 3D форматпа кӑтартни.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче П. Чайковскин «Щелкунчикне» кӑтартӗҫ, 22-мӗшӗнче — А.Аданӑн «Жизельне», 29-мӗшӗнче каллех П. Чайковскин балетне — ун чухне «Акӑш кӳллине» курма май килӗ. 3D форматлӑ балета 19 сехетре кӑтартӗҫ.
Тӗрлӗрен кино-сериал таврашӗсенче час-часах ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинчи хирӗҫӗве пӑшал тытса татса панине асӑрхама тивет. Киносенчи лайӑхах мар ӗҫ-пуҫа чӑн пурнӑҫра та курма пулать иккен. Ҫакна нумаях пулмасть Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫирӗплетнӗ.
Юпан 4-мӗшӗнче каҫ кӳлӗмре Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗлтерӗшсӗр сӑлтавпа тытӑҫу пулса иртнӗ, унта вара сӑмахлассипе, чышкӑлассипе кӑна ҫырлахас темен, пӑшал та алла илнӗ. Кун ҫинчен республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.
Ведомство кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн, икӗ ушкӑн кафере апатланнӑ вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ пулнӑ. Кафери хурал йӗркене пӑсакансене тӳрех урамалла хӑваласа кӑларса янӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ кунпа вӗҫленмен-ха. Яшсем ҫурт кӗтесси еннелле пӑрӑннӑ та хирӗҫӗве малалла тӑснӑ.
Нумай та пулмасть пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ. 35 ҫулхи «Оса» сусӑрлакан пистолет хуҫи пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑнтан чи малтан тарнӑ, анчах кайран ҫав-ҫавах полицине шӑнкӑравласа янӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх пӑшала алла илме ӑна хӑйӗн ҫине ҫӗҫӗпе килекен ҫамрӑксем хӗтӗртнӗ иккен. Паяна ку информацие тӗрӗслеҫҫӗ, хальлӗхе хирӗҫӳре ҫӗҫӗ таврашӗ усӑ курнине полицире ҫирӗплетмеҫҫӗ-ха.
Чӳкӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗпе урапапа иртсе кайма йывӑрлӑхсем пулӗҫ — пушшех те хупса хумӗҫ, анчах та ҫула сарнӑ, тӗпрен улӑштарнӑ май ун тӑрӑх иртсе кайма ҫӑмӑлах пулмӗ. Унсӑр та унта час-часах ҫул пӑкӑланса ларатчӗ пулсан — сарас ӗҫсем пуҫланнӑ май лару-тӑру тата та йывӑрланмалла.
База тӑкӑрлӑкне пӗлтӗр тата кӑҫал самай юсарӗҫ — тӗпрен ҫӗнетсе хӑш-пӗр тӗлте икӗ йӑрӑмлӑ та туса хучӗҫ. Тротуарсем вырнаҫтарни вара ҫуран ҫӳренсемшӗн кӑмӑллӑ пулчӗ ӗнтӗ. Халь вара ҫак ӗҫӗн иккӗмӗш пайне тӑвӗҫ иккен — ҫак урамри 8-мӗшпе 19 ҫуртсем хушшинче ӗҫлӗҫ. Пӗтӗмӗшле юсав тӑршшӗ — 300 метр. Ӗҫе туса пӗтерсен шӑтӑклӑ-саплӑклӑ ҫул вырӑнне такӑр ҫул пуласса шанас килет. Унччен урапаҫӑсен, паллах, чӑтма тивӗ.
Ҫапла ӗнтӗ, пуян предприятисен чаплӑ машинӑсем кӑна мар, вӗҫмексем те (самолетсем) пур ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри хӑйӗн самолётне Шупашкарти аэропортра лартса пурӑннӑ. Анчах территорие тара илнишӗн вӑхӑтра тӳлеменнипе парӑм 180 пине ҫитсе кайнӑ. Аэропорт укҫана шыраса илес тесе тӳре патнех ҫитнӗ.
Суд тавӑҫпа килӗшсе «кӗмӗле» шыраса илмелле тунӑ. Йышӑнӑва суд приставӗсем патне ярса панӑ. Лешсем нумай кӗттермен — парӑмлӑ фирмӑн ЯК-40 вӗҫмекне арестлеме йышӑннӑ. Аренда хакӗпе кӑмӑлпа татӑлмасан приставсем ӑна сутса ярассипе хӑратаҫҫӗ.
М7 ҫул Шупашкара кӗмесӗр иртсе каять пулин те хальхи ҫавра ҫул паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерменни куҫ кӗрет — ӑна тепӗр хут ҫавӑрса ярасшӑн, урапасене Карачура, Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ витӗр чуптарасшӑн мар.
Нумай пулмасть ҫак ҫавра ҫулӑн ҫӗнӗ вариантне Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫӗнӗ ҫул Ишлей пӑрӑнчӑкӗнче пуҫланать те вӑрман витӗр иртсе сад пахчисен пӗрлӗхне килсе тухать (Карачура ҫывӑхӗнче сад пахчисем нумай — шӑп ҫавсем витӗр иртмелле ун). Малалла ҫул Йӑршу ялӗ ҫумӗпе (кунта Карачура вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрманне касасшӑн курӑнать; ҫывӑхра кӳлӗсем пуррине те манмалла мар) иртсе Лапсар ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем ҫине тухать. Ҫул Ассакасси ялӗнчен кӑнтӑр енӗпе (Асса пӗвинчен аяларах кӗпер тума палӑртнӑ), «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗ хушшипе иртмелле. Малалла ҫул Ҫӗньял енне каймалла, унтан вара уйсем тӑрӑх Толиккассине ҫавӑрса илсе Апаш патнелле тухмалла. Ку тӑрӑхра тарӑн ҫырма-ҫатра сахал маррине шута илсен пӗтӗмпе 7 кӗпер таранах тума палӑртнӑ.
Шупашкар район ҫынни Украинӑри Харьков хулин хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫак чыса асӑннӑ районти Якимово (1961 ҫулта Шупашкар хулине кӗнӗ) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Карпеев тивӗҫнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи умӗн вӑл Шупашкарти аэроклуба ҫӳренӗ, унтан Ҫар ретне тӑнӑ. Кӗҫех Карпеев та вӑрҫа лекет. Самолетпа вӑл 310 хутчен сывлӑша ҫӗкленнӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Карпеев авиацин генерал-майорӗ ҫар авиацийӗ валли специалистсем хатӗрленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Афганистанра командировкӑра пулнӑ.
Тӑхӑр теҫеткене ҫитнӗ пулин те Михаил Карпеев общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать иккен.
Чӑваш Ен могулисчӗ Елена Муратова ҫӗршывӑн Олимп сборнӑйне кӗрес шанчӑк пур. Унӑн ятне кандидатсен йышне кӗртнӗ. Олимп вӑййине хутшӑнма пултаракансен йышӗнче пӗтӗмпе 530 спортсмен иккен. Вӗсенчен пӗри, эсир ӑнлантӑр ӗнтӗ, — Елена Муратова.
Халӗ могул енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ Чилири йӗлтӗрпе ту ҫинчен ярӑнмалли Валье-Невадо курортра пухӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче спортсменсем Сочире вунӑ кунлӑха пуҫтарӑнӗҫ. Унта вӗсем тренировка ирттерӗҫ. Раштав уйӑхӗн 13–14-мӗшӗсенче вара Финляндире Тӗнче кубокӗ шайӗнчи ӑмӑрту иртӗ.
Хӗллехи спорт вӑййисен Олимп сборнӑйне пирӗн республикӑран 1972 ҫулта Владимир Воронков йӗлтӗрҫӗ кӗнӗренпе тек никам та лекни пулман. Ун чухне вӑл 10 ҫухрӑма чупассипе чемпион пулса тӑнӑ. Ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне лекекен Чӑваш Ен ҫыннисем каярах пулнӑ-ха, анчах вӗсем е урӑх регионшӑн, е урӑх ҫӗршывшӑн кӗрешӗве тухнӑ. 2006 ҫулта, акӑ, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Лилия Ефремова биатлонистка Украина ушкӑнӗшӗн тупӑшса спринт енӗпе бронза медале ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |