Ҫурлан виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Чӑваш Республикин тӗп хули пурне те пысӑк та савӑнӑҫлӑ уява — Шупашкар хули кунне — паллӑ тума йыхравлать. Ҫак куна халаласа Шупашкарта тӗрлӗ мероприятийӗсем ирттерме планланӑ. Йӑла тӑрӑх хулан ҫуралнӑ кунӗ тӗлнелле чӑваш ӳкеревҫисен пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулта ӳкернӗ ӗҫӗсем тӑрӑх ятарлӑ курав уҫать.
Кӑҫалхи «Савнӑ Шупашкарӑм» ятпа ҫӳрекен курав паян, ҫурлан 16-мӗшӗнче Президент бульварӗнчи паянхи вӑхӑтри ӳнер центрӑн залӗсенче уҫӑлнӑ. Йӗркелевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх курав яланхи пекех ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ пулӗ.
Шупашкарта ҫӳллӗ кӗлӗ тӑхӑнса тупӑшассипе ӑмӑрту иртнӗ. Унта 26 хӗр хутшӑннӑ иккен.
Старта тӑракансен кӗлли 8 сантиметртан ҫӳллӗрех кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнма тивнӗ иккен. Ҫапах та 14 сантиметр ҫӳллӗшне тӑхӑнса тупӑшӑва тухакан та тупӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫи вара — 13 сантиметр ҫӳллӗш кӗлӗ тӑхӑнса старта тӑнӑ Валентина Алексеева.
Ҫӗнтерес текенскернчен хӑшӗсен суранланасси те пулнӑ. Ытла хытӑ чупса пынине пула вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗрейменнипе куракансемпе тупӑшакансене уйӑрма лартнӑ тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ иккен. Теприсем ӳксе чӗркуҫҫине амантнӑ, хӑшӗн чупнӑ ҫӗрте пушмакӗ ураран хывӑнса ӳкнӗ, теприн пушмак кӗлли хуҫӑлса кайнипе ҫурма ҫулта ӑна тепӗр пушмакпа ылмаштарма тивнӗ.
Чӑваш Енре культура учрежденисене реорганизацилес ӗҫ малалла пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗпе халӑх пултарулӑхӗн ҫуртне пӗрлештерӗҫ. Йышӑнӑва правительство ларӑвӗнче ырланӑ.
Иккӗшне пӗр тытӑма пӗрлештернӗ хыҫҫӑн ӑна «Культура керменӗ тата халӑх пултарулӑхӗ» автономи учрежденийӗ туса хурӗҫ. Штатсене чакарассипе пирки каласан, республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов директор пуканӗ тата тӗп бухгалтерсен вырӑнӗсем кӑна пушанасса пӗлтернӗ. Ытти специалиста ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле-мӗн. Реорганизацие пула хысна укҫине 1,3 миллион тенкӗ ытла перекетлеме май килет иккен.
Тӳррипе вӑл кӑна мар-ха...
Шупашкар блогерӗ Этнер Егоров Ехрем купса урамӗнчи ҫуран ҫул ҫинче кӳренмелле ӳкерчӗк асӑрхани пирки хыпарлать «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Ҫуран ҫӳремелли ҫав урама халӑхра «Шупашкар Арбачӗ» тесе каланине те илме пулать.
Асӑннӑ урамра вырнаҫнӑ сӑра ӗҫмелли сӑна сӑнарлакан ӳкерчӗкре урӑ мар икӗ ҫын сӗтел хушшинчи ларать иккен. Урине сӑпата сырнӑскерсен сӗтелӗ ҫинче сӑра кружкисем-мӗн. Пуҫӗсене минретнӗ арҫынсен хыҫӗнче сӑра сутакан заведенирен ӳсӗр арҫынна алӑкран кӑларса янине сӑнраланӑ-мӗн. Ӳкерчӗк ҫине хӗрлӗ сас паллипе «Шупашкартан салам!» тесе ҫырса хунӑ иккен.
Ун пеккине курсан паллӑ блогер хытах тӗлӗннӗ. Ӳкерчӗке пӗр-пӗр хупахра шалта ҫакса хунӑ пулсан аплах тӗлӗнмессине палӑртнӑ вӑл. Анчах тӗп урамра ҫавӑн ӳкерчӗк ҫакӑнса тӑнине вӑл кӳренсе йышӑннӑ. «Ӑна илччӗр тесе хула администрацине ыранах ҫыру яратӑп», — тесе ҫырнӑ-мӗн Этнер хӑйӗн блогӗнче.
Пӳре чирӗпе аптӑракансем ӳлӗмрен ятарлӑ центрта сипленме пуҫлӗҫ. Вӑл паян Шупашкарта уҫӑлнӑ.
Центра хута ярассишӗн вуншар миллион тенкӗ хывнине палӑртнӑ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Ҫынсем хӑтлӑ та хальхи условиллӗ пульницӑсенче сипленччӗр тесе юлашки икӗ ҫулта 5 миллиарда яхӑн укҫа хывнине палӑртса хӑварнӑ вӑл. «Б. Браун Авитум Руссланд» компанин тӗп директорӗ Тйаги Судханшу ҫапла центрсем уҫассипе хӑйсем пысӑк опытлӑ пулнине асӑннӑ. Тӗнчере 250 ытла пулсан, Чӑваш Енрине шута илсен Раҫҫейре 18-а ҫитнӗ. Ҫынсемшӗн кунта чи савӑнӑҫли — чирлисене хысна шучӗпе сиплӗҫ.
Сӑнсем (16)
Республикӑн тӗп хулинче кӗҫех лифтсене юсама тытӑнӗҫ. Ҫак ӗҫе камӑн пуҫӑнмаллине ятарлӑ конкурс ирттерсех палӑртнӑ ӗнтӗ. «Монтажспецстрой» ятлӑ тулли мар яваплӑ общество ҫитес эрнере Эгер бульварӗнчи 30-мӗш А ҫуртри лифта юсама тытӑнӗ.
Ятарлӑ планпа килӗшӳллӗн кӑҫал республикӑн тӗп хулинчи Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш, Хевеш урамӗнчи 11/2-мӗш 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 15-мӗш, Ленинла комсомол урамӗнчи 32-мӗш тата 46-мӗш, Ҫӗрпӳ урамӗнчи 5-мӗш, Траткор тӑвакансен урамӗнчи 7-мӗш, Павлов мичман урамӗнчи 24-мӗш, Гузовски урамӗнчи 23-мӗш, Эгер бульварӗнчи 18-мӗш, 28-мӗш, 30-мӗш ҫуртри А блоксенчи ҫуртсенчи лифтсене ылмаштармалла. Ӗҫе пурнӑҫлама 46,7 миллион тенкӗ кирлӗ пулать. Ку укҫаран 35 миллионне Шупашкар хула хыснинчен уйӑраҫҫӗ, ыттине — ҫуртсенче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем.
Шупашкар хула кунне ирттернӗ май ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Чаршав уҫӑлас умӗн. Театрлӑ Шупашкар» мероприяти ирттермелле.
Аса илтеретпӗр, Республика кунӗнче кӑҫал пуҫласа Театр каҫне йӗркелеме палӑртнӑччӗ. Анчах ҫанталӑк начар пуласси пирки пӗлтернине кура ӑна урӑх вӑхӑта куҫарма тивни пирки пӗлтерчӗ ЧР Культура министерстви. Ҫапах та Ҫӗнӗ Шупашкарти сӑнав театрӗ палӑртнӑ вӑхӑтра «Ха-ха по-черному» шоуна пӗрех кӑтартнӑччӗ-ха. Ҫапах та палӑртнине ирттерӗҫех. Вӑл, вулакан ӑнланчӗ ӗнтӗ, Хула кунӗнче пулӗ. Ӑна курас текенсен республикӑн Наци вулавӑшӗ умӗнчи сквера пухӑнмалла. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ те 21 сехетчен пырӗ. Унта театрализациленӗ композицисене, спектакльсен сыпӑкӗсене, «Лебединое озеро» балет сценисене кӑтартӗҫ.
Темшӗн этеме хӑй тунӑ чарусӑр, тискер ӗҫӗсемшӗн чӗрчунпа танлаштараҫҫӗ. Ку вара тӗрӗсех-ши? Этем ӑс-тӑнлӑ пулсан та хӑш чухне хаярлӑхӗпе, хӗрхенӳсӗрлӗ пулнипе чӗрчунтан ирттерет. Этеме пӗр енчен тыткалӑшне кура икӗ ушкӑна пайлама май пур: пӗрисем — хута яраҫҫӗ, ӑсталаҫҫӗ, теприсем вара ют ҫын тунӑ пурлӑха аркатаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши, «алӑ кӗҫтет» чирпе аптӑракансем республика тӗп хулинче сахал мар курма пулать.
Иртнӗ эрнере хула кӳлмекӗнче 5 светильника аркатнӑ, урамри 1 ҫутӑ юпана хуҫнӑ имӗш. Чарусӑр ӗҫӗ тӑвакансене хальлӗхе тӗпчесе пӗлмен-ха. Администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кун ку ӗҫ-пуҫпа администрацилле тӗпчев иртет.
Раҫҫей Федерацийӗн пуҫиле кодексӗпе киллешӳллӗн вондализм ӗҫ-пуҫшӑн явап 14 ҫултан пуҫланать.
— Кун йышши пуҫтахланушӑн ашкӑнчӑка 50–100 МРОТ (250–500 пин тенкӗ) администраци штрафӗ е 6 уйӑхлӑ юсав ӗҫӗсем е тата 3 уйӑхлӑ администрациллӗ арест кӗтет, — пӗлтерет Инесса Иванова юрист.
Светильниксемпе ҫӳтӑ юпине каҫхи вӑхӑтра аркатнӑ. Шупашкар администрацийӗ хула пурлӑхне ватнӑ ашкӑнчӑксем пирки мӗн те пулин пӗлекен ҫынсене йӗрке хуралҫисене е хулари диспетчер службине «074» номерпа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
«Туй кӑлтӑксӑр иртмест», — каларӑш паянхи пурнӑҫра та хӑйӗн чӑнлӑхне ҫухатман. Савӑнӑҫлӑ пулӑмра та ятлаҫса е тытӑҫса илмеллӗх сӑлтавӗ яланах тупӑнать. Ав, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Иртнӗ кану кунӗсенче республика тӗп хулинче мӑшӑрланакан икӗ чун туй савӑнӑҫлӑ иртессе шаннӑ ӗнтӗ, анчах та шанни кӑлӑха пулнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар.
Туй вӑл тепӗр майлӑ хӗвешӳ: пур те таҫта васкаҫҫӗ, тӗл паллисӗр енчен енне чупкалаҫҫӗ, темрен юласран хӑраҫҫӗ. Васкакан вара вакка сикет. Кӑна ӗнтӗ ваттисем ахальтен мар каланӑ. Хайхи туйра вара качча тухакан хӗрӗн тантӑшӗ ватӑсем каланине чухласах кайман пулмалла. Пулас мӑшӑрсем ларса пыракан урапана хуса ҫитес тесе вӑл ҫул урлӑ каҫакан ҫуран утакансене те асӑрхаман, ҫапса кайнӑ.
«НТВ» хыпарланӑ тӑрӑх вӑйлӑ ҫапӑннине пула арҫынпа хӗрарӑм темиҫе метр малалла вӗҫсе кайнӑ. Иккӗшӗ те вара хӑйсем тӗллен ура ҫине тӑма пултарайман, вӗсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне туй хӑнисем кӳнӗ. Ҫав вӑхӑтра иртсе пыракан васкавлӑ пулӑшу урапи вара икӗ шӗремете пульница леҫнӗ.
Инкекре шар курнӑ хӗрарӑмпа арҫын самай сусӑрланнӑ.
Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ. «Toyota Camry» машинӑна тытса пыраканскер ун чух вӑл ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ иккен, Калинин тата Гагарин урамсен пӗрлештерекен ункӑра тепӗр йӗр ҫине кӗме хӑтланса «Лада Калина» машинӑна пырса лекнӗ. Инкекре ҫынсем аманман-ха. Машинӑсем кӑна кӑштах чӗрмеленнӗ.
Министр ҫумӗ правилӑна пӑсни пирки административлӑ протокол ҫырнӑ-мӗн. Министра 100 тенкӗлӗх штрафлама йышӑнни пирки хыпарлать «Ирӗклӗ сӑмах» сайт РИА Новости пӗлтернине тӗпе хурса.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |