Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнчи объектсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура республикӑн строительство министрӗ Олег Марков шантарнӑ. Хальхи вӑхӑта илсен, объектсен 84,5 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ. Тӗп ӗҫене ҫитес уйӑхӑн ҫурри тӗлне вӗҫлесшӗн, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вара ҫуртсем хатӗрри пирки паспорт илме палӑртаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне тата кӑҫал республикӑри нумай хваттерлӗ 119 ҫурта тӗплӗ юсамалла. Михаил Игнатьев Строймина ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарсене вара ӳпкев сӑмахӗ те лекнӗ. Унти темиҫе ҫуртра ҫивитти шӑтнине пула шыв анать иккен. Вӗсене юсама подряд организацине вӑхӑтра палӑртманшӑн республика пуҫлӑхӗ хула влаҫӗсене хурланӑ. Шупашкар хула влаҫӗсене вара Николаев урамӗнчи ҫула хӑвӑртрах туса пӗтерме хушнӑ. Вӑл ҫул, ҫитменнине, ял хуҫалӑх пасарӗ патне транспорта кайма кирлӗ.
44 миллион тенкӗлле парӑма вӑхӑтра татса паманнишӗн «Шупашкар агрегат савучӗ» АУО-н хӑй тахҫан хуҫаланнӑ Ту-134Б-3 маркӑллӑ самолетпа «сыв пуллашма» лекнӗ.
Чулхулари суд приставӗсен служба управленийӗн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх республикӑри Раҫҫейӗн УФССП хушнипе Чулхула суд приставӗсем «Шупашкар агрегат савучӗн» пурлӑхӗ ҫине (самолёт) арест хунӑ, мӗншӗн тесен предприяти тепӗр организаци умӗнче 44 миллионлӑ парӑма кӗнӗ.
Паянхи кун самолёт парӑмлӑ организацийӗн элчисен яваплӑ сыхлавӗнче тӑрать. Вунӑ кун хушшинчи «Шупашкар агрегат савучӗ» организацийӗ укҫа тавӑрса памасан арестленӗ пурлӑха халӑх умӗнче хаклашса сутма палӑртнӑ.
РеформаЖКХ текен сайт управляющи компанисем, ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсем, ҫурт-йӗр кооперативӗсем тата ытти ятарлӑ копперативсем хушшинче вӗсен пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетсе рейтинг хатӗрленӗ.
Унта ҫӗршыври 13 пин ытла организаци кӗнӗ. Рейтинга Тутарстанри, Самар тата Волгоград облаҫӗсенчи организацисем уйрӑмах хастар хушӑннӑ-мӗн. «А» текен пысӑк рейтинга 13 организаци лекнӗ. Чи кӑмӑлли — вӑл йыша 6-мӗш йӗркене «Атал» управляющи компани лекни. Вӑл Шупашкарти Университет урамӗнче вырнаҫнӑ, вӑл тӑрӑхри ҫуртсене пӑхса-тытса тӑрать.
ВВВ шайри рейтинга 149 организаци лекнӗ. Чи ҫӳллӗ картлашкана — ӑна ААА тата АА тесе палӑртнӑ — никам та йышӑнайман.
Республикӑн Пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви автотранспорт хатӗрӗ сутассипе нумаях пулмасть аукцион ирттернӗ.
Унта малтанласа пурӗ тӑхӑр машина сутасси пирки пӗлтернӗ. Аукционта вӗсенчен ҫиччӗшӗ хӑйсен ҫӗнӗ хуҫине тупнӑ. Ҫичччӗшне сутса 132 пин те 895 тенкӗ укҫа тунӑ иккен. Хыпарта каланӑ тӑрӑх, ку вӑл малтан палӑртнинчен 2,6 хут хаклӑрахпа ӑсаннине пӗлтерет. Икӗ машина (кӗске хыпарта вӗсем мӗнлисем пулни пирки асӑнман) малтан палӑртничнен 5,9 тата 4 хут хаклӑрахпа сутӑннӑ-мӗн.
Туянас текенсем вара пурӗ 15 ҫын тупӑннӑ. Анчах вӗсенчен пӗри сататӑкне вӑхӑтра куҫарман пирки аукциона ӑна хутшӑнтарман.
Машина сутассине черетлӗ аукцион ҫитес уйӑхӑн 19 тата 26-мӗшӗсенче иртмелле иккен. Мӗн сутма палӑртни пирки Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 84-мӗш ҫуртри 46-мӗш пӳлӗмре ыйтса пӗлме пулать тесе хыпарлаҫҫӗ. Телефонне те кӑтартнӑ — (8352) 64-21-40.
Паян Шупашкарта парашютпа сикессипе Тӗнче кубокӗ уҫӑлать. Шел те, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫӗршыв командине чӑваш парашютистчӗсем лекмен. Ҫапах та кун пек мероприятие Чӑваш Енре йышӑнни пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе хӑюллӑнах калама пулать. Ҫавӑн шайри унчченхи мероприятисем пирӗн ҫӗршывра пӗтӗмпе те икӗ хутчен кӑна иртнӗ теҫҫӗ.
Кубок уҫӑлас умӗн республикӑн спорт министрӗ Сергей Мельников хӑй парашютпа сиксе пӑхнӑ. Унпа пӗрле тӗнчери парашют федерацийӗн контролерӗ Юрий Блашка хӑй сикнӗ-мӗн. Спорт министрӗ парашютпа пӗрремӗш хут сикнине пӗлтернӗ, ҫынсем мӗншӗн ку утӑма тунине ӑнланса илнине палӑртнӑ.
Ӗнер, ҫурлан 22-мӗшӗнче, Шупашкара вӗренӳ тата ӑслӑлӑх ӗҫӗн пайне сыхлакан федераллӑ службӑн ҫӗнӗ ертӳҫи Сергей Кравцов килсе ҫитнӗ. Талӑк хушшинче вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ, ача ҫурчӗпе психологи-вӗренӳ реабилитацийӗпе коррекци центрне кӗрсе тухнӑ. Унсӑр пуҫне ӗнер республика тӗп хулинче вӗрентекенсен конференцийӗ иртнӗ, Сергей Кравцов унта та тухса калаҫнӑ.
— Чӑваш Республикинчи вӗренӳ системи лайӑх аталану кӑтартать, унсӑр пуҫне федераллӑ проектсенчен нумайӑшне те хутшӑнать. Сирӗн тӑрӑхра пуҫтарнӑ сӑнава ҫӗршывӑн ытти хуласемпе ялсенче те усӑ курма мелле пулӗ, — тенӗ ертӳҫӗ.
Сергей Кравцовпа Михаил Игнатьев республикӑра вӗренӳ системине аталӑнтарас ыйтӑва татса панӑ. Республика Элтеперӗ вӗрентекенсен шалу укҫи мӗнлерех ӳсни ҫинчен ӑнлантарса панӑ тата ҫӗнӳ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнӗ пӗтӗм шкул ачасене йышӑнма хатӗр пулассине шантарса каланӑ.
Шупашкар хула кунӗ иртсе кайнӑран тӑватӑ кун ҫитрӗ пулин те коммуналлӑ хуҫалӑх службисем паянхи кун та уяв кӳрнӗ шырлӑхӗсене саплаштараҫҫӗ.
Хула кунӗ ҫитнӗ тӗлнелле республикӑн тӗп хулинче тирпейлӗх илӗм кӳрессипе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Уйрӑмах ӗҫченсем чечек йӑранӗсене йӗркелес, ҫумлас, шӑварас ӗҫре нумай вӑй хунӑ.
Шел пулин те уява паллӑ тума килнӗ хула ҫыннисемпе хӑнасем коммуналлӑ хуҫалӑх службийӗсен ӗҫӗ-хӗлнӗ тивӗҫлипе хакламан. Хӗрлӗ тӳремре чечек йӑранӗсене 50 яхӑн тваткал метр лаптӑкӑшра таптаса пӗтернӗ.
Паянхи кун хысна тулашӗнчи укҫаран юрӑхсӑрланӑ йӑрансене тивӗҫлӗ йӗркенӗ кӗртнӗ. Тирпей-илем кӗртекенсем хула ҫыннисемпе хӑнасене алӑпа тунӑ хитрелӗхе хаклама, перекетлеме ыйтаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкар хулинче пӗрремӗш автокинотеатр уҫӑлнӑ. Хулашӑн ку чӑннипе те савӑнӑҫлӑ хыпар, мӗншӗн тесен ку таранччен ун йышши кинотеатрсем пулман.
Республика тӗп хуллинче пӗрремӗш кинотеатра уҫас шухӑш ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнчех ҫуралнӑ. Анчах урапасен кинотеатрне чи малтанах палӑртнӑ кун уҫма май килмен — экран вырнаҫтарассипе тухнӑ чӑрмавсене пула куҫарма лекнӗ.
Хальхинче вара кинотеатр чӑн та уҫӑлнӑ, анчах вӑл кун урапасен йышӗ нумаях пулман иккен. Тен, куракансем автокинотеатр хальхинче те ӗҫлесе каймасть тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та килме васкаман. Килекенисене вара ҫӗнӗ кинотеатр савӑнтарнӑ, экран пӗчӗкрех пулни ҫеҫ кӑшт кӑмӑлсене хуҫнӑ.
Тепрехинче вара кинотеатр репертурӗнче «Шерлок Холмс» тата «Астрал» киносем пулӗҫ. Хӑҫан та пулин ҫак лаптӑкра чӑвашла кинона та курма пуласса та шанас килет.
Шупашкарти «Сӗт-ҫу бази» чарӑнура, кӗпер ҫине кӗмелли вырӑнта, эрне хушши хӑвӑртлӑха чарма ыйтакан ҫул-йӗр палли тӑрать. Пӗр енчен ку нимпе те палӑрман пулӑм тейӗн, анчах сехетре 20 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа кайма ыйтакан ҫӗнӗ ҫул-йӗри палли самантрах «80» ҫине куҫса ларнӑ. Ку «пултарулӑха» ашкӑнчӑксем хура сӑрӑпа усӑ курса тунӑ.
Хулари ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх «улшӑнӑва тӳсне» ҫӗнӗ ҫул-йӗр палли эрне хушшипех ҫул хӗрринче тӑрать-мӗн.
Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ майӑн Раща таврашӗнче кӗске шӑлаварсемпе чупакан спортпа туслӑ ҫынсене час-часах курма май лекет. Вӗсенчен пӗрисем Етернӗ шоссе хӗррипе, ятарласа асфальт сарнӑ тротуар тӑрӑх чупаҫҫӗ, теприсем вара Перентей вӑрманӗнче ӑсталнӑ спорт кӗтесӗнче шӑм-шака «ҫемҫетеҫҫӗ».
Паянхи кунчен Перентей вӑрманӗнчи спортпа хатӗрленмелли кӗтесре икӗ турник, тата пуленке ҫеҫ выртатччӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Мускав районӗн администрацийӗ вара сывлӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнакансем валли спорт тӳремне лайӑхлатма шут тытнӑ, ӗҫе Хула кунӗ ҫитичченех пуҫарӑннӑ.
Паянхи куна гимнастика хулине хута ярассипе ӗҫӗн ҫуррине тума та ӗлкернӗ: спорт хатӗрӗсемпе тренажерсене вырнаҫтарнӑ. Ҫитес кунсенче вара Етернӗ ҫулӗ енчен карта тытма пуҫлӗҫ.
Гимнастика хулине официаллӑ ҫак эрнере уҫма планланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |