Шупашкар хула администрацийӗ ҫулсерен суту-илӳ павильонӗсемпе киоскӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртессипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлет. Кӑҫал та хула мэри ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерсе юрӑхсӑр, кивӗлнӗ сӑн ҫапнӑ объектсене палӑртнӑ.
— Шупашкар хула администрацийӗ чӗретлӗ инвентаризаци вӑхӑтӗнче киоск, суту-илӳ павильонсен хуҫисене хӑйсен объекчӗсене ҫитес вӑхӑтра тивӗҫле сӑн кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарнӑ, — пӗлтереҫҫӗ Шупашкар администрацийӗн пресс службийӗнче.
Хула мэри те кӑҫал киосксен ҫур пайӗ улшӑнасса палӑртать.
— Юпа уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр 10 павильонӑн тулаш питне ҫӗнӗ сӑн кӗртме планланӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хула ҫыннисемпе, хӑнисене яланах илӗртсе тӑма республика тӗп хулинче тасалӑхпа илем кӳрессипе пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере хулари 10 оъекта реконструкциленӗ.
Утӑн 4-7-мӗшӗсенче Коми Республикинчи Сыктывдин районӗнчи Выльгорт ялӗнче «Завалинка» ятпа ҫӳрекен халӑх юррине шӑрантаракан пултаруллӑх ушкӑнӗсен регионсем хушшинчи Х фестивалӗ иртнӗ. Юбилейлӑ фестивале ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен — Коми, Мари Эл, Карели, Удмурт республикисенчен тата Киров, Архангельск, Вологодск, Самар, Мурманск, Ярославль, Чулхула облаҫӗсенчен — 30 коллектив хутшӑннӑ.
Асӑннӑ фестивальте республика чысне Шупашкарти икӗ ушкӑн — «Акаци» культура кӗрменӗн «Укӑлча» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Алевтина Щетинина) тата вырӑс юррисен «Ылтӑн ҫӑлкуҫсем» халӑх ансамблӗ (ертӳҫи Татьяна Григорьева) — хӳтеленӗ. Пултаруллӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене жюри членӗсем — Питерти культура академин вӗрентекенӗсем тата Раҫҫейри паллӑ «Балаган Лимитед» юрӑҫсен ушкӑнӗн солисчӗсем хакланӑ.
«Укӑлча» ансамбль конкурс программине хутшӑнма 2 хӑна юрри тата ташӑ такмакӗсем хатӗрленӗ. Хӑйсен юрӑ-ташшипе пирӗн ентешсем фестивале пуҫтарӑннӑ ҫынсене пурне те тыткӑнлама пултарнӑ.
Конкур пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх наци йӑли-йӗркисене тытса пынишӗн «Укӑлча» ансамбле II степеньлӗ лауреат дипломне тивӗҫтернӗ.
Ыран Раҫҫей Почтин ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ. Унӑн Чӑваш енри филиалӗн кӑҫал тата тепӗр паллӑ кун та пур-мӗн. Шупашкарта почта кантурӗ пурри пирки истори хучӗсенче пуҫласа асӑннӑранпа 220 ҫул ҫитнӗ. Паян Чӑваш Енре пурӗ 402 почта уйрӑмӗ, вӗсенчен 324-шӗ яллӑ вырӑнсенче ӗҫлет, куҫса ҫӳрекен уйрӑм та пур. Юлашкинчен калани — автомобиль ҫинче вырнаҫнӑскер. Вӑл эрнере темиҫе хут темиҫе сехетлӗхе пырса каять. Хаҫат-журналпа тӗрлӗ корреспонденцие, йӑнӑшмастӑп пулсан, Пӑрачкав районӗнчи темиҫе яла ҫитерет.
Професси уявӗ умӗн ҫак тытӑмра тӑрӑшакан Чӑваш Енри виҫӗ ҫын чыслава тивӗҫнӗ — вӗсене «Ҫыхӑну ӑсти» хисеплӗ ят панӑ. Вӗсем пурте Людмилӑсем: Раҫҫей почтин Чӑваш Енти филиалӗнче тӑрӑшакан пӗрремӗш категориллӗ инженер Людмила Васильева, Шупашкар почтамчӗн участок пуҫлӑхӗ Людмила Чукова тата Ҫӗрпӳ почтамчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Николаева.
Шупашкарта вырнаҫнӑ «Ладушка» аптека эмел тавраш туянакана хӑйӗн патне «Пирӗн хаксем чи йӳннисем!», «Кӗрсе тух та ӗнен!» йышши сӑмахсемпе илӗртнӗ.
Рекламӑна ӗненсе пӗри унта кӗрсе эмел туяннӑ. Анчах кайран тепӗр аптекӑна ҫитет те ҫав эмел 1 тенкӗ те 65 пус йӳнӗрех тӑрать иккен. Суеҫтерет тесе аптека пирки вӑл Монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енти управленине евитленӗ. Лешсем вара апла тыттарма юраманнине кура 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Камӑн мӗн шухӑш теҫҫӗ те, ҫаплах ӗнтӗ — кашни ҫыннӑн хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ. Чун ыратнипе тепӗр чух ҫынсем таҫта та ҫитеҫҫӗ. Ҫапла тунӑ та республикӑн тӗп хулинчи Ислюков скверӗ ҫумӗнчи ҫуртсенче пурӑнакансем. Ҫак эрнере вӗсем федерацин Чӑваш Республикинчи инспекторӗ Геннадий Федоров патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӗсем маларах асӑннӑ скверпа юнашар теннис корчӗ тума пуҫлас хыпара пӑшӑрханса йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен шучӗпе унти ҫӗре урӑх тӗллевпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Унта та кунта суту-илӳ тата кану ҫурчӗсем уҫнӑран шикленнипе те иккӗленсе кайнӑ-тӑр-ха вӗсем. Ҫитменнине тата унта хӑпартма палӑртакан ҫурта офис валли арендӑна парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑ имӗш. Кунсӑр пуҫне тата асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ май ҫӗр ишӗлсе пырсан корт шыва каймӗ-и тесе те шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Геннадий Федоров вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, ҫынсем калакан лаптӑк ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ-мӗн. Влаҫӑн ҫынсен шухӑшне тӗпе хумаллине палӑртӑн май федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ ҫӗрпе епле усӑ курсан аванраххине хаклама яваплӑ структурӑсене хушнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Анисимов вара асӑннӑ лаптӑкра тӑватӑ теннис корчӗ тата сахал хутлӑ администраци ҫурчӗ тума палӑртни, анчах унти пӳлӗмсене никама та тара памасси пирки каланӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене маларах ку ыйту кӑсӑклантарман та. Пур та — аван. Пӗрех мар-им епле ӑшӑнни? Халӗ вара ку ыйту ӑшӑ шывпа усӑ куракансене пурне те кӑсӑклантарать.
Ҫапла, хваттерти шыв икӗ майпа ӑшӑнать. Специалитсем уҫӑ тата хупӑ тытӑм ҫине уйӑраҫҫӗ. Ҫавна кура ҫынсем ӑшӑ шывшӑн тӗрлӗрен тӳлеҫҫӗ. Пирӗн епле-ши тесе пуҫ ватакансен ыйтӑвне уҫӑмлатма пулӑшас тӗллевпе Шупашкарти тытӑм компанисенчен пӗри — «Эткер» — Трактор тӑвакансенчен проспектӗнчи ҫуртсене журналистсене экскурсие чӗннӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗ Иван Никитин ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, уҫӑ тытӑм текеннинче шыв ансат меслетпе ӑшӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун йышшисенче шыва ӑшӑ сетӗнчен тӳрремӗнех илеҫҫӗ. Вӑл шыв таса, анчах ун пахалӑхӗ начартарах иккен. Хупӑ тытӑмра пӑрӑхпа пырса ӑшӑтмалли прибор патне ҫитет.
Вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, Венгри ҫӗршывӗнчен ача-пӑча делегацийӗ Шупашкара хӑнана ҫитмелле. Ку йӑлана Шупашкарпа Эгер (вӑл шӑп та лӑп Венгрире вырнаҫнӑ) хулисем тӑванлашнӑ хыҫҫӑн пуҫарса янӑ. Ҫавна май утӑн 14-31-мӗшӗсенче венгр ача-пӑча ушкӑнӗ кану программипе килешӳллӗн сывлӑха ҫирӗплетекен тата пӗлӳ паракан «Бригантина» центрта кун каҫаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ йӗркеленӗ культура мероприятийӗ программипе килешӳллӗн килсе ҫитнӗ хӑнасене хулан паллӑ вырӑнӗсемпе, наци историйӗпе тата йӑла-йӗркисемпе паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех хула музейӗсенче, кану паркӗсенче, кондитер фабрикинче, тӗрлӗ предприятисенче экскурсисем иртерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне венгр ача-пӑчисем хула ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ку икӗ тӗрлӗ хулари ҫамрӑксем хушшинче туслӑ ҫыхӑнусене йӗркелеме пулӑшӗ.
Пӗлме, 2007 ҫулта Шупашкарти пултаруллӑ ача-пӑча ушкӑнӗ Эгер хулин муниципалитечӗ йыхравӗпе «Культурӑсен тӗлпулӑвӗ» халӑхсем хушшинчи ача-пӑча лагерьне кайса курнӑ. Унта вӗсене хула историйӗпе, культурипе, паллӑ вырӑнӗсемпе, йӑла-йӗркесемпе паллаштарнӑ.
Ҫак кунсенче республикӑра ҫемье пахалӑхӗсене упраса хӑварас тӗлӗшпе тата ачана пӑрахтарнӑ пулӑмсене хирӗҫ тӑма чӗнекен «Пурнӑҫ парнеле!» ятпа акци иртет.
Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталану министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кунсенче хӗрарӑмсен канашӗнче уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Кӑмӑл тӑвакансем унта психологсемпе, юристсемпе тата социаллӑ ӗҫченӗсемпе тӗл пулса кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе явма пултараҫҫӗ.
Паян Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницинче «Пепке ҫураласса кӗтни» ятпа пур хӗрарӑмсен пултаруллӑх ӗҫӗсенчен ятарлӑ курав уҫнӑ. Презединт пепкелӗх центрӗнче вара пулас амӑшсен дефилене ирттереҫҫӗ.
Республикӑра ҫак эрнере Раҫҫей шайӗнче иртекен маунтинбайкпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва Вӑрмар районӗнчи Мусирма ял таврашӗнче Алексей Трафимова асӑнса уҫнӑ.
Утӑн 13-14-мӗшӗнче Шупашкарта велочупу-маунтинбайкпа Раҫҫей кубокӗшӗн тӑваттӑмӗш этапӗ иртет. Спортсменсен ӑмӑртура хӑйсен маттурлӑхне икӗ дисциплинӑпа кӑтартмалла пулӗ: утӑн 13-мӗшӗнче — «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри», утӑн 14-мӗшӗнче вара 11:00 сехетре — профессионаллӑ велосипедистсем хушшинче «Кросс-кантри» олимп дисциплинипе вӑйлисене палӑртӗҫ.
Раҫҫей кубокӗшӗн ирттерекен ӑмӑртӑва утӑн 13-мӗшӗнче 10:30 сехетсенче уҫма палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ирттереҫҫӗ.
Тунтикун, утӑн 8-мӗшӗнче, Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев тата Раҫҫейри патшалӑх канашлӑвӗн вӗренӳ пайӗн председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарти 88-мӗш «Березенька» ача пахчине укҫа-тенкӗ тата техника енчен тивӗҫтерес тесе 500 пин тенкӗллӗ ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Сертификата «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ятпа ҫӳрекен ыркӑмӑллӑх марафонта пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗрен уйӑрнӑ.
Асӑннӑ ача пахчи хӑйӗн ӗҫне 1970 ҫулта пуҫланӑ. Унтанпа вӑхӑчӗ самай иртнӗ, ҫавӑнпа та юлашки ҫулсенче учрежденине юсас, ҫӗнетес ыйту ҫивӗччӗн тӑрать иккен. Пӗлтӗр ача пахчине 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ пулнӑ, ҫакна пула учрежденире урай ҫӗнӗрен сарма тата ача-пӑча сӗтел-пуканӗ таврашне туянма май килнӗ. Кӑҫал хула хыснинечен ремонт ӗҫӗсем валли тата 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ, ку укҫана чӳрече блокӗсене улӑштарнӑ ҫӗре тата крыльца ремонтлас ӗҫе уйӑрнӑ.
Ача пахчи учрежденийӗн ертӳҫи Елена Кадирова пӗлтернӗ тӑрӑх иртнӗ кунсенче тивӗҫне сертификата вӗсем спорт площадки валли тӗрлӗ оборудовани туянма палӑртнӑ.
— Кӑҫал республика тӗп хулин ача сачӗсене юсама пӗтӗмпе 80 миллион тенкӗ уйӑрма планланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |