Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Элтепер пулас шухӑшлисен тупӑшӗ паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.08.2015 19:51 | 1761 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма кандидата тӑнисем хӑйсен тупӑшӗ пирки уҫӑмланнӑ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине вӗсем пӗлтерни тӑрӑх хакласан, чи пуянни Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев пулса тухнӑ, чи чухӑнни тивӗҫлӗ канури Валерий Сапожников.

Михаил Игнатьев тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унсӑр пуҫне Михаил Васильевичӑн Перекет банкӗн 1,5 миллион тенкӗлӗх сертификат пур. Банкра унӑн 2 миллион тенкӗ ытла пур. Кунсӑр пуҫне Михаил Игнатьевӑн 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 5 пӳрт, 1 хваттерте тӳпе пур.

Либерал-демократсем кандидата тӑратнӑ Константин Субботин тӗп вырӑнта 3,9 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри счет ҫинче 566,1 пин тенкӗ пур. Пурлӑха илсен унӑн Екатеринбургра гараж боксӗ пур.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаев тӗп вырӑнта 2,2 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Банкри вклада пула 200 пине яхӑн тупӑш илнӗ. Счет ҫинче унӑн 2,2 миллион тенкӗ пур-мӗн, унӑн «ИНТЕР РАО ЕЭС» акционерсен уҫӑ обществин 15 пин акцийӗ, ҫӗр лаптӑкӗн 1/5-мӗш пайӗ тата Hyundai IX55 урапа (машина) пур.

Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн кандидачӗн Валентина Шурчановӑн тупӑшӗ 4,3 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унӑн ҫӗр лаптӑкӗ пур, хваттер, Шупашкарта гараж тата Renault Fluence автомобиль пур.

Раҫҫейӗн пенсионерсен партийӗн кандидачӗн Валерий Сапожников 1 миллион тенкӗ ытларах ӗҫлесе илнӗ. Унӑн 300 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ ҫӗр лаптӑкӗ пур, икӗ хваттер, вӗсенчен пӗринче унӑн харпӑрлӑхӗ — 1/3-мӗш пайӗ.

#Екатеринбург, #Шупашкар, #суйлав, #ука-тенкӗ, #политика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем