Вӑл чирли пирки малтанах илтнӗччӗ. Вӑл вара ҫаплипех вылятчӗ. Ним пулман пек хӑйне чӗрӗ те хавас тытатчӗ. Чире ҫӗнетех пуль тесе питех те шанас килетчӗ. Ҫук иккен. Усал чир уямарӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Ольга Почалкинӑна та шеллемерӗ вӑл. 41 ҫулти сцена ӑстине леш тӗнчене илсе кайрӗ.
Театр ӳнерне кӑмӑллакансем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине кирек епле сӑнара калӑпласан та ӑшшӑн йышӑнатчӗҫ. Чунне парасла вылятчӗ Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе Питӗрти театр училищин патшалӑх академийӗнче артист ӑсталӑхне алла илнӗ ӑста. 1996-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксене театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унӑн ролӗсене асӑнса та пӗтереймӗн. Тӗслӗх вырӑнне хам халь кӑна тепӗр хут пӑхса илнӗ «Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуҫҫинчен…» спектакле илсе парас-ши е тата «Ирпе автан авӑтсан» ятлине-ши? Тепӗр тесен, пӗрех мар-и? Пуринче те Ольга Почалкина тӗлӗнмелле маттур вылятчӗ.
Ольга Почалкинӑпа ыран, 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
Сӑнсем (18)