Шупашкарта троллейбуссен хӑш-пӗр маршрутне улшӑну кӗртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ылмашу 6-мӗш тата 12-мӗш маршрутсене пырса тивет.
Маршрутсене троллейбуссенне кӑна мар, автобуссенне те улӑштарӗҫ. Вӑл паянтан пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ. 1-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районсене Ленинла Комсомол урамӗпе иртсе виҫӗ кӗпер (Гагарин, Октябрь, Сӑкӑт) урлӑ кайӗ. 2-мӗш маршрута ларакансен вӑл Алькеш поселокӗнчи ҫӗнӗ микрорайона тата аталанса пыракан «Садовый» микрорайона ҫыхӑнтарнине асра тытмалла. 12-мӗш маршрут та урӑхла ҫӳреме тытӑнать. Маларах асӑннӑ «Садовӑй» микрорайонта пурӑнакансем ытйнипе-мӗн вӑл Суворов урамӗпе (унта 12-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ) иртсе Энергетиксен поселокне ҫитӗ. 26-мӗш маршрута «Финн айлӑмӗ» микрорайона ҫитерӗҫ. 8-мӗш маршрута хупса хурӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин республикӑри уйрӑмӗ паян Шупашкар хула администрацийӗ умӗнче пикет ирттерессине пӗлтернӗ. Пӗр ҫынтан тӑракан акцие парти ирхи 7 сехетре пуҫланӑ. Пикет каҫченех пырӗ. Унсӑр пуҫне хастарсем пӗр кун выҫӑ тытассине пӗлтернӗ. Акцие Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи асӑннӑ парти пайташӗсем те, Шупашкар Хула пухӑвне депутата суйланма кандидата тӑнисем те хутшӑнассине пӗлтернӗ.
Пикета йӗркелекенсем хӑйсен пуҫарӑвне «административлӑ ресурса» хирӗҫҫипе сӑтавлаҫҫӗ-мӗн. Парти пайташӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен волонтерӗсемпе агитаторӗсене машина ҫӑвӗпе сапаҫҫӗ, штендерсене туртса илеҫҫӗ, вӗсене хӗнеҫҫӗ. Пикет ирттерме заявка парсан та администраци ӑна ирттерме ирӗк паман-мӗн. «Чӑваш Ене ертсе пыма кандидат пулса тухнӑ Олег Николаева ялти культура ҫурчӗсене кӗртмеҫҫӗ, суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ чух ҫутӑ сӳнтерсе лартаҫҫӗ. Ун пек тӗслӗхсем нумай», — тесе ӑнлантарнӑ хӑйсен утӑмне акцие хутшӑнакансенчен пӗри Сергей Муравьев.
Чӑваш музыкинче — пысӑк ҫухату. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Анатолий Калафати пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Анатолий Васильевич 105 ҫула пуснӑччӗ.
Анатолий Калафати 1911 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче Питӗрте паллӑ композитор ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ унтах иртнӗ. Консерватори пӗтерсен джас-оркестра ертсе пынӑ. 1941 ҫулта ӑна фронта илсе кайнӑ.
Анатолий Калафати йывӑр ҫулсенче те кӗвӗ пирки манман. Фронтра вӑл оркестр йӗркеленӗ, вӑл унта сахал мар сӑвӑпа юрӑ ҫырнӑ. Ҫав шутра — «Забайкалье помнится седое» юрӑ. Вӑл каярахпа стрелоксен 65-мӗш дивизийӗн маршӗ пулса тӑнӑ.
Анатолий Калафати Европӑри ҫӗршывсене фашистсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗ вӑл Берлинта кӗтсе илнӗ. 1965 ҫулта Анатолий Васильевич Вырӑс драма театрӗ чӗннипе Шупашкара килнӗ. Унта ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче концертмейстерта вӑй хунӑ. Унта вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫленӗ.
Авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫсан вӗсем савӑнман. Мӗншӗн? Ҫӗнӗ ҫурт та лайӑхах мар-мӗн.
Хальхинче авариллӗ ҫуртрисене Шупашкарти Дементьев урамӗнчи ҫурта куҫарнӑ. Унти лару-тӑру лайӑхах мар иккен. Подъездсен умӗнче чавса пӗтернӗ, вӗри шыв ҫук, стенасем ҫурӑлнӑ, лифт ӗҫлемест.
Акӑ Галина Матвеева кунта пӗр уйӑх пурӑнать. Вӗсем унта пынӑ чухне подъездсем япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ вӗсем пушар картлашкипе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗркаҫма хӑраҫҫӗ, дачӑра хальлӗхе пурӑнаҫҫӗ.
Ҫурт аякран ҫеҫ хитре курӑнать. Патнерех пӑхсан стена ҫурӑлнине асӑрхама пулать.
Халӑх фрончӗн пайташӗсем ку ҫурт ҫыннисемпе виҫҫӗмӗш хут тӗл пулаҫҫӗ. Халӗ ЧР Строительство министерстви кунта тӗрӗслев ирттерет. Подъездсене хӗлле тунӑ-мӗн, ҫуркунне юр ирӗлсен вӑл япӑхланнӑ.
Халӑх фрончӗн пайташӗсем ҫитес вӑхӑтра каллех ҫав ҫурта тӗрӗслеме палӑртнӑ. Вӗсем ҫитменлӗхсене мӗнле пӗтернине сӑнаса тӑрӗҫ.
Палӑртса хӑварар: юлашки ултӑ ҫулта республикӑра федераци программипе усӑ курса япӑх ҫуртсенчен 12 пин ҫынна куҫарнӑ.
Шупашкарти Гагарин кӗперне 1972 ҫулта хута янӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кивелме ӗлкӗрнине кура ӑна юсас тесе хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ 2,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав ӗҫне «Мостотрест» ятлӑ организаци кӳлӗннӗ. Хула пуҫлӑхӗсем строительсене ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчен вӗҫлеме хушнӑ.
Ҫак вӑхӑтра стройорганизацин кӗперӗн япӑхнӑ виҫӗ ҫӗввине ватса йӗркене кӗртмелле. Пӑхмалли ҫӑлкуҫсене юсассине те манмалла мар.
Халӗ, юсав пынӑ пирки, Гагарин кӗперӗ урлӑ урапасене айккинчи сылтӑм йӗрпе кӑна ҫӳреттереҫҫӗ. Ун тӑрӑх ик енне те каҫма пулать.
Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнине хула администрацийӗнчисем ҫынсем ӑнланса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Меллӗрех маршрута пуҫлӑхсем урапа хуҫисене малтанах палӑртма сӗнеҫҫӗ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарта хӑш-пӗр троллейбуссен маршрутне улӑштарма пултарасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Халӗ йышӑну тунӑ ӗнтӗ.
Икӗ троллейбус хӑйӗн маршрутне улӑштарӗ. Ҫакна Шупашкарта комисси ларӑвӗ иртнӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ. Маршрутсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑнӗҫ.
ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус малашне ҫӗнӗ кӑнтӑр районне, 1-мӗш троллейбус пекех, ҫитӗ. 6-мӗш троллейбус вара Трактор тӑвакансен проспектӗнчен Эгер бульварӗпе Мир проспектне тухӗ, унтан Иван Яковлев проспекчӗпе хӑйӗн ҫулӗпе малалла кайӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех Чӑваш Ене теплоход ҫитмелле. Ахальли мар. Унпа Раҫҫейри паллӑ медицина центрӗсенчи тухтӑрсем ҫитӗҫ.
Теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чарӑнӗ. Вӗсем йывӑр чирпе аптӑракан 170 ачана пӑхӗҫ. Хӑшӗ тухтӑр патне лекӗ? Вӗсене суйланӑ ӗнтӗ. Вӗсем пурте йывӑр чирлеҫҫӗ.
Тухтӑрсем чӗре, куҫ, пӳре, ӳпке, сывлав органӗсен чирӗсемпе аптӑракан, хусканупа тӗрев енчен сывӑ мар тата ытти чирпе нушаланакан ачасен пӑхӗҫ.
Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Сывлӑх хумӗ» акци Раҫҫейре кӑҫал вуннӑмӗш хут иртет. Шупашкарта вара – пиллӗкмӗш хут. Унччен вӑл 2006, 2007, 2008 тата 2011 ҫулсенче иртнӗ.
«Сывлӑх хумӗ» ҫурлан 31-мӗшӗнче старт илӗ, «Чулхула – Хусан – Сарӑту – Самар – Чӗмпӗр – Шупашкар – Чулхула» маршрутпа кайӗ.
Анчах ку штраф Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, «Тус» строительство организацийӗн пуҫлӑхне, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Угаслова урапана (машинӑна) тӗрӗс мар вырӑна лартнӑшӑн штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ паян сиксе тухнӑ. Николай Угаслов Шупашкар хула администрацине ӗҫпе пынӑ. Унтан тухнӑ ҫӗре ӑна тата темиҫе ҫынна ҫул-йӗр инспекторӗсем кӗтсе илнӗ. Ҫул-йӗр ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен урапине тӗрӗс мар вырӑна лартнине асӑрхаттарнӑ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑснӑшӑн штрафлама тивнине пӗлтернӗ. Строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсене хула администрацийӗ умне урапасене тӗрӗс мар лартнӑшӑн штрафлани пирки Дмитрий Семенов ятлӑ журналист «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра пӗлтерет.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнче чӑвашсен «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗ иртнӗ. Унта ҫӗнтерекене асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парни — така — тивӗҫнӗ.
«Кӗрешӳ» федерацин ертӳҫи В.П. Васильев кӑҫал ӑмӑрту пилӗк виҫе категорийӗнче иртнине пӗлтернӗ. 30 килограмран ҫӑмӑлрах виҫеллисен хушшинче Денис Орловпа никам та танлашайман. 40 килограмчченхисенчен Леонид Петров палӑрнӑ, 50 килограмчченхисенчен — Кирилл Иванов, 60 килограмчченхисенчен — Данил Пантелеймонов, 70 килограмчченхисенчен — Илья Талаев. Абсолютлӑ виҫе категорийӗнче Илья Талаев ҫӗнтернӗ. Вӑл чӗрӗ такаллӑ пулса тӑнӑ.
Кӗрешӳ виҫиххипе кӗрешмелли мел темелле. Ун валли килте тӗртнӗ алшӑллипе усӑ кураҫҫӗ. Алшӑлли вӗҫӗсене ал лаппине ҫыхса хураҫҫӗ, варринчи пайӗпе кӗрешекен тепӗр ҫыннӑн пилӗкӗ тӗлӗнчен тытса ӑна ҫӗр ҫинчен ҫӗклесе илсе ӑна ҫурӑмпа ҫӗр ҫине пӑрахмалла.
Шупашкар хула администрацийӗ Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат тӗлӗшпе халӑхпа курнӑҫнӑ. Ӑна 4-мӗш лицейпе пӗрлештерме йышӑннӑ.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче икӗ сменӑпа вӗрентме пуҫлас хӑрушлӑх пур. Микрорайонта демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ май ҫитес вӑхӑтра шкул ачисен йышӗ нумайланӗ. Унта халӗ 9 шкул ӗҫлет. Вӗсенчен иккӗшӗнче икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ ӗнтӗ.
Администрацинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма вырӑнсем пирки халех шутламалла. Лебедев ячӗллӗ лицейра юсав ӗҫӗсем ирттерсен унта вырӑнсем хатӗрлесси планра.
Халӗ ку ҫурта вӗренӗве юрӑхлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ-мӗн. Аса илтерер: лицея 2012 ҫулхи ҫулла, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн, тӑрук хупса хучӗҫ. Унтанпа унӑн шӑпи пирки тӗрлӗрен калаҫрӗҫ. Хальлӗхе унти общежитире Петров урамӗнчи авариллӗ ҫуртрисем пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |