Ашшӗ-амӑшӗ шкулта укҫа пухни пирки час-часах сӑмах хускатать. Ку чылайӑшне тавлаштарать. Мӗн тума пухаҫҫӗ укҫана? Хысна уйӑрни ҫитмест-им? Ҫакӑ тата ытти ыйту канӑҫсӑрлантарать ашшӗ-амӑшне.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шкулта укҫа-тенкӗ пухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать.
Администраци ӗҫченӗсем кирек мӗнле пухнӑ укҫа пирки те тимлӗн итлеме хатӗр. Унта 23-42-37 е 23-42-47 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Ӗҫченсем шӑнкӑравсене кашни кун, канмалли кунсемсӗр пуҫне, 11-12 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ.
Телефон умӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата воспитани ӗҫӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Николаевна Тарасенко тата Надежда Станиславовна Ефремова лараҫҫӗ. Пӗр шӑнкӑрава та тимлӗхсӗр хӑвармасса шантараҫҫӗ.
Шупашкарта кӗҫех Донор кунӗ иртет. Ҫынсем виҫӗ сехет хушшинче чирлисене пулӑшма пултарӗҫ.
Донор кунӗ авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртет. Юн парас тесен Хулари 1-мӗш клиника пульницине пымалла.
Кунашкал мероприятисене ҫулталӑкне 3-4 хут ирттереҫҫӗ: ҫуркунне, хӗлле тата кӗркунне. Кӑҫал ҫуркунне, тӗслӗхрен, виҫӗ сехет хушшинче акцие 90 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти Калинин районӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑра 9-12 сехетсенче юн пама май пулӗ. Ҫынсен хӑйсемпе пӗрле паспорт илмелле. Донорсене апатланмашкӑн укҫа парӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене ӗҫрен ҫав кун канма тата тепӗр канмалли кун илмешкӗн справка парӗҫ.
Донорсен пӗр кун маларах эрех-сӑра ӗҫме, ҫуллӑ апат ҫиме юрамасть. Пӗр сехет маларах пирус та туртмалла мар. Ирхине кӑшт ҫеҫ апатланмалла.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкар администрацийӗн канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ача пахчисем, ҫулсем тӑвас ӗҫе сӳтсе явнӑ.
Администраци сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Шупашкарти «Финн айлӑмӗ» микрорайонта тата Богдан Хмельницкий урамӗнче 200 тата 240 вырӑнлӑ ача пахчисем хута каяҫҫӗ. «Октябрь: 50 ҫул» урамӗнче ача пахчине юсаҫҫӗ. Унта стенасене тата маччана ҫӗнетеҫҫӗ, сантехника тата вентиляци улӑштараҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Сосновка поселокӗнче 150 вырӑнлӑ ача пахчи тумашкӑн проектпа смета документне хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫулсене хӑҫан туса пӗтересси те паллӑ. Вӗсене сивӗсем пуҫланиччен туса пӗтерӗҫ. Халӗ Богдан Хмельницкий, Ярославль, Энгельс урамӗсенче ҫулсене юсаҫҫӗ.
Омскра пӗтӗм тӗнчери марафон пулнӑ. Унта пирӗн ентеш Альбина Майорова та хутшӑннӑ.
Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ. Унта спорта юратакан 7 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. 42 ҫухрӑм та 195 метр чупнӑ.
Ку чупу историре чи сивви пулнипе асра юлӗ. Спортсменсем 8-9 гардус ӑшӑ ҫанталӑкра чупнӑ.
Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Шупашкарти спортсменка Альбина Майорова пӗрремӗш пулнӑ. Вӑл 42 ытла ҫухрӑма 2 сехет те 34 минут та 15 ҫеккунтра чупса тухнӑ. Омскри ҫынсем ӑна ытларах Иванова хушаматпа пӗлеҫҫӗ.
Марфонра кӗмӗл медале Чӗмпӗрти Оксана Фашенко илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Кӑркӑсстанри Марина Карабицкая тухнӑ.
Арҫынсен йышӗнче Кенири Мойбен Лабан ҫӗнтернӗ. Василий Пяткин, Кӑркӑсстан спортсменӗ, иккӗмӗш пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Екатеринбургри Андрей Миняков ҫӗнсе илнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧН Наци вулавӑшӗнчеи «Мерчен» тӗпелӗнче чӑваш ҫыравҫин Зоя Сывлӑмпин ҫӗнӗ кӗнекине пахаланӑ. Автор ӑна «Юрату ахрӑмӗ» ят панӑ.
Зоя Леонидовна Алексеева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗнче 1960 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Шупашкарти электромеханика техникумӗнче вӗреннӗ. Унӑн сӑввисем хаҫат-журналта пичетленнӗ. 2002 ҫулта — «Чӗрери хӗлхем», 2005 ҫулта — «Тумлам пек тӑлӑх кӑмӑл», 2007 ҫулта — «Мечта и явь» (вырӑсла Людмила Симонова куҫарнӑ), 2010 ҫулта «Кун-ҫул шӑрҫи» сӑвӑсен кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.
Хӑтлава ҫыравҫӑсем, журналистсем, культура ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Раиса Сарпи, Марина Карягина, Лидия Филиппова, Светлана Асамат, Нина Пӑрчӑкан, Лидия Сарине Зоя Сывлӑмпине ҫак ятпа чӗререн саламланӑ, ҫӗнӗ кӗнеке чӑваш культурине пуянлатнине палӑртнӑ.
Зоя Сывлӑмпине саламлама ентешӗсем, хӗрлӗчутайсем, те ҫитнӗ. Унтан ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑсем шӑрантарнӑ. ЧНК хастарӗсем те автора саламлама килнӗ. Конгерсс президиумӗн пайташӗ Героний Никифоров Николай Угасловӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа панӑ.
Шупашкарта аслӑ класра вӗренекенсене ППЭне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ хатӗрлӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ку — тӳлевсӗр.
Иртнӗ шӑматкун пӗрремӗш заняти иртнӗ. Малашне профессорсемпе доцентсем кашни шӑматкун уҫӑ лекцисем ирттерме тытӑнӗҫ. Ытларах вӗсем обществознани, математика, истори, физика енӗсемпе иртӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, лекцисене ҫавӑн чухлӗ ҫамрӑк килессе кӗтмен. Вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче шкул ачисем валли электронлӑ ҫырӑну уҫнӑ. 2 кунра унта 90 ытла ҫын ҫырӑннӑ. Аудиторие 80 ҫын ҫеҫ кӗнӗрен ҫырава вӑхӑтлӑх чарма та тивнӗ.
Иртнӗ шӑматкун химипе лекци иртнӗ. Унта Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайнине пӑхса тухнӑ.
Лекцисене килес тесен Вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче ҫырӑнмалла.
Шупашкарта ҫулла ҫемье ҫавӑрас текенсене йывӑр килет. Ара, Мӑшарлану керменӗнче черет-ҫке. Халӗ тӗп хулара мӑшӑрланмалли тепӗр зал уҫӑлнӑ.
Ӑна паян, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, уҫнӑ. Вӑл — Шупашкарти Калинин районӗнче.
— Унччен тӗп ЗАГСра ҫеҫ хут уйӑрттарма май пулнӑ. Анчах чылай мӑшӑр ҫемье хыснине перекетлес тесе районти ЗАГСсенче регистрациленеҫҫӗ. Ҫапах мӑшӑрсем хитре туй пирки ӗмӗтленеҫҫӗ: сӑн ӳкерӗнесси, савӑнӑҫлӑ лару-тӑру… Вӗсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗме пултарӗҫ халӗ. Хушма тӑкакланма та кирлӗ мар, — тенӗ Калинин район администрацийӗн пресс-службинче.
Зала уҫнӑ ҫӗре ЧР Юстици министерствин ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура мӑшӑра регистрациленӗ тата ҫемье юбилярӗсене чысланӑ.
Чӑваш Ен полицейскийӗсем 30 хӗрарӑма вӗлернӗ ҫынна шыраса тупма пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Хӑрушӑ преступнике шырани пирки ЧР Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Удмурт, Тутар, Чӑваш республикисенче тата ытти регионта 2011–2012 ҫулсенче хӗрарӑмсене вӗлернӗ. Икӗ тӗслӗхӗ Шупашкарта пулнӑ.
Преступник 75–90 ҫулсенчи ватӑсем патне ТСЖ е социаллӑ служба ӗҫченӗ евӗр пырса кӗнӗ те хӗрарӑмсене пӑвнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫак преступленисене пӗр ҫын тунӑ.
Ҫав арҫын 20–35 ҫулсенче, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ те ҫутӑ. Хура тӗслӗ куртка тӑхӑнма пултарнӑ, шӑлаварӗ хура, калпакӗ те ҫавӑн тӗслех.
Ун пирки пӗлекенсене 8 (8352) 66-24-31 е 66-24-88, 24-14-25 е 8 (831) 419-82-08 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкар ҫыннисемпе Шупашкар хӑнисене Вырӑс драма театрӗ тӗрлӗ хуларан килекен сцена ӑстисен пултарулӑхӗпе паллаштарма шантарать. Юпа–раштав уйӑхӗсенче республикӑн тӗп хулине Ярославль облаҫӗнчи Рыбинск хулинчи драма театрӗ, Пушкӑртстанри Стерлӗри вырӑс драма театрӗ, Иваново облаҫӗнчи Кинешма хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗ, Мускав облаҫӗнчи Ногинскри драма театрӗ килмелле.
Рыбинскри артистсем Шупашкарта юпан 8–10-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ку театр Раҫҫейри чи аслисенчен пӗри шутланать. Театр труппи каҫхине виҫӗ спектакль тата ачасем валли юмах лартӗ.
Юпан 22–23-мӗшӗсенче Стерлӗри театр йыхравлать.
Чӳк уйӑхӗн 11–13-мӗшӗсенче Кинешма хулинчи артистсем пулӗҫ. Театра 1897 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл хулара 19-мӗш ӗмӗрӗн 60–80-мӗш ҫулӗсенче Александр Островский вырӑс драматургӗ пурӑннӑ.
Раштавӑн 11–13-мӗшӗсенче Ногинскри драма артисчӗсен спектаклӗсемпе киленме май килӗ.
Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 4-мӗш «а» адреспа ҫӗнӗрен штрафчарӑнулӑх уҫнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑсакансен ураписене маларах Лапсар проездӗнчи 55-мӗш «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫӗре илсе кайнӑ. Халӗ хула варринчех лартма май туса панине кура вӗсен урапасене ирӗксӗр эвакуацилекенсен йӳнӗрех тӳлеме ларӗ. Ҫӗнӗ штрафстоянка уҫнинче тепӗр лайӑх ен те пур тесе ӑнлантараҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗнче. Штрафсемпе ытти тӳлевпе татӑлма та терминалсемпе банк уйрӑмӗсем ҫывӑхра тесе пӗлтереҫҫӗ.
Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ штрафчарӑнулӑх та пушӑ лармӗ. Унта хуҫасӑр тата пӑрахса хӑварнӑ урапасене илсе кайӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта икӗ эвакуатор ӗҫлет. Пӗрремӗш километршӑн 142 тенкӗ тӳлеттереҫҫӗ, штрафстоянкӑра ларнӑ кашни сехетшӗн — 27 тенкӗрен пуҫласа 163 тенкӗ таран (уйрӑмлӑхӗ урапан категорийӗнчен килет).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |