Шупашкарти Мир проспектӗнче тӗлӗнсе каймалла «У Петровича» кафе пурӑнать. Ӑна йӗрке хуралҫисем те тарӑхаҫҫӗ, хула ҫыннисем те. Вӑл пур, пӗр уҫӑлнӑскер, ҫаплипех ӗҫлет.
Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнманнине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура ҫӗртме уйӑхӗнчех палӑртнӑччӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме пакунли тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑччӗ.
Хулара пурӑнакансемпе Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков раштавӑн 8-мӗшӗнче тӗл пулсан та ҫынсем Петрович пирки аса илнӗ, кафене пула ӳсӗрсем ҫӳрени, шӑв-шав тӑнине пӗлтернӗ.
Тӗп хуламӑрӑн сити-менеджерӗ ку ыйтупа ӗҫлени пирки хуравланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кунашкал кафесене ӗҫлемелли йӗркене ҫирӗплетни пирки каласа панӑ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн эрех ярса паракан хупахсенче пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 100 тӑваткал метртан сахалрах мар, лармалли сӗтелсен шучӗ саккӑртан кая мар пулмалла. Вӗсен 10-па 22 сехет хушшинче кӑна ӗҫлеме ирӗк пур. Эрех-сӑра ярса паракан хупахсем социаллӑ объектсенчен те инҫе вырнаҫмалла — 70-100 метртан ҫывӑхра лармалла мар. Ку ҫӗнӗ йӗркесене пула хӑш-пӗр хупахсем хупӑннӑ та. «У Петровича» пирки калас пулсан ун ҫывӑхӗнче видеосӑнав йӗркелес шухӑшлӑ. Ку вырӑнти йӗркене сӑнаса тӑма май парӗ.